Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем кăçалхи Студентсен кунне тата нумайччен аса илсе пурăнĕç, ара, вĕсене çак ятпа саламлама ятарласа РФ Премьерĕ В.Путин хăй килчĕ-çке. Хаклă хăна РФ Вĕрентӳпе наука министрĕпе Андрей Фурсенкăпа тата Чăваш Ен Президенчĕпе Николай Федоровпа пĕрле университетра студентсемпе тĕл пулчĕ.
Çамрăк ăрупа яланах пĕр чĕлхе тупма пĕлекен Владимир Владимировичăн Чăваш Ен студенчĕсемпе те калаçмалли, сӳтсе явмалли тупăнчех: интеллект харпăрлăхне сыхласси, автопром аталанăвĕ, нацисен килĕшӳлĕхĕ тата ытти те. Сехет ытлана тăсăлнă официаллă мар калаçура студентсем Премьера тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Вĕсене Чăваш Енре наукăпа тĕпчев центрĕсем йĕркелесси, Раççей вузĕсен дипломне ют çĕршывра йышăнасси, 2014 çулта Сочире иртекен Олимпиада умĕнхи ĕçсене хутшăнасси пуринчен ытла интереслентерчĕ. «Республика ертӳçипе кун пирки калаçăпăр, – терĕ В.Путин юлашки ыйтăва хуравланă май. – Сочири Олимпиада объекчĕсем енĕпе ĕçлекен çума Вĕрентӳпе наука министерствипе пĕрле студентсене каникул вăхăтĕнче объектсенче ĕçлеме явăçтарасси пирки калаçса пăхма хушăп. Олимпиадăна килнĕ хăнасемпе спортсменсене йышăнасси пирки те шухăшламалла пирĕн. Çак ĕçе пурнăçлакансене паянхи студентсен йышĕнчен суйласа илмелле, волонтерсене пухмалла. Ку енĕпе ĕçлетпĕр эпир».
Аслă шкулта вĕренекенсене ĕçе вырнаçас ыйту хумхантармасть мар, паллах. Кун пирки те ыйту çĕклерĕç вĕсем, Раççейре ĕç биржисем, ĕçпе тивĕçтерекен тĕрлĕ агентствăсем çинчен пĕлтерекен пĕрлехи информаци системи кирли çинчен каларĕç. «Чăн та, вăл Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕн экономика лару-тăрăвĕпе, ĕç рынокĕнче мĕнле профессиллĕ специалистсем кирлипе паллаштарĕ. Система хальхи вăхăтра йĕркеленет кăдентсен скверĕнче Шупашкар халăхĕпе тĕл пулса вĕсене те Студентсен кунĕпе саламларĕ, унтан Çветтуй Татиана храмĕнче пулса курчĕ. Аса илтерер, студентсене сыхлакан Çветтуй Татиана храмĕ 2006 çулта уçăлнă.
Паллах, Раççей Премьерĕн ĕçлĕ визичĕн тĕллевĕ студентсемпе тĕл пуласси кăна марччĕ. Чăваш Ен Правительствин çĕнĕ çуртĕнче Владимир Путин Николай Федоров Президентпа республикăн социаллă экономика аталанăвĕн актуаллă ыйтăвĕсене, пурăнмалли çуртсем тата машинăсем тăвакан комплекссем лартасси пирки сӳтсе яврĕç.
Чăваш Енĕн тĕп хулинче тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм та республикăн историне кĕрсе юлĕ. Шупашкарта пĕрремĕш Пăр керменне хута ячĕç. Ăна уçма РФ Премьерĕ В.Путин хутшăнчĕ. Çак ятпа вăл пурне те ăшшăн саламларĕ. Сăмах май, Пăр керменне «Новое поколение» фонд лартнă. Вăл çакăн йышши объектсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче вун-вун объект тунă. Пăр керменĕнче чăвашсен «Сурхури» авалхи йăлине кăтартрĕç, Шупашкарти фигуристсен шкулĕн çамрăк фигурисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн чăн-чăн хоккей ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Соколпа» Шупашкарти «Спартак» командăсем вăй виçрĕç. Хоккей чăн-чăн арçынсен вăййи теме хăнăхнă пирĕн, анчах апла мар иккен, хĕр ачасем те арçын ачасенчен кая мар выляма пултараççĕ. Шупашкар команди шăпах Александра Белова вылянипех çĕнĕшупашкарсене çĕнтерме пулăшрĕ пулмалла.
РФ Правительствин пуçлăхĕпе В.Путинпа Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Пăр керменĕн стенчĕ çинче асăнмалăх автограф хăварчĕç.
В.Путинăн ĕçлĕ визичĕ «Промтрактор» УАОра пулса республикăн промышленность предприятийĕн продукцийĕпе тата «Трактор завочĕсем» Концерна кĕрекен предприятисем кăларакан машинăсемпе паллашнипе вĕçленчĕ.
 
: 1138, Хаçат: 5 (839)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: