Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнчи брифингра кăçалхи Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ пирки каласа пачĕç. Патшалăх статистикин федераллă службин Тутарстан Республикинчи территориллĕ органĕн ертӳçи Валерий Кандилов каланă тăрăх, перепись РФ Правительствин 2009 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче тухнă 1074 № «2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне йĕркелесси çинчен» Постановленийĕпе килĕшӳллĕн, 2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет.
Паянхи кун тĕлне перепись бланкĕсене çирĕплетнĕ. Тĕпрен илсен кăçалхи перепиçĕн ыйтăвĕсем 2002 çулхи пекех. 2010 çулхи перепись хучĕ çинче пурăнмалли вырăна çырса палăртас перечень анлăрах. Хальхинче çын хăш наци çынни пулни çине те ытларах тимлĕх уйăрма хушнă: бланк çине хăв хăш халăх çынни пулнине хăвăн аллупа çырса хумалла пулать (унччен пĕрле пурăнакан тăванăрсен сăмахĕсем тăрăх çырнă).
Переписчиксене алăк уçса хăй хваттерне кĕртме хăракансем валли кашни çĕртех стационарлă кун йĕркелеççĕ: çырав ирттерекенсем патне хăвăрăн кайма май пур.
Валерий Кандилов каланă тăрăх, Тутарстанра перепись ирттерме 2008 çултах хатĕрленме пуçланă. Çырав ирттерес ĕçре пирĕн республикăра 16,5 пин çын тăрăшмалла. Çакна пурнăçлама студентсене, вĕрентекенсене, социаллă службăсен ĕçченĕсене, ĕçсĕррисене явăçтарасшăн. Пĕр çыннăн вăтамран 400 çынна çырса тухмалла пулать. Вĕсен вăтам ĕç укçи 5,5 пин тенкĕпе танлашать. Кашни переписчикех ятарлă форма, портфель параççĕ.
Кăçалхи перепиçре килсĕррисене (бомж) те шута илеççĕ. Çак ĕçе, паллах, милици сотрудникĕсем пулăшмасăр пурнăçа кĕртме май çук. Тата муниципаллă районсем хушшинче 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне кам лайăхрах хатĕрлесе ирттерес енĕпе конкурс та пулать. Кирлĕ Постановление ТР Министрсен Кабинечĕ çывăх вăхăтра йышăнмалла.
 
: 1038, Хаçат: 4 (838)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: