Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 769 - 771 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Православи тĕнне йышăннă çынсем хĕллехи праçнике питĕ савăнăçлă ирттереççĕ. Çветке кунĕсем январĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен тăсăлса 19-мĕшĕнче Кăшарни кунĕпе вĕçленеççĕ.
Кăшарнире, Иисус Христос шыва кĕнĕ кун, хĕрес евĕр – иордан – вак касса çынсем шыва кĕреççĕ. Виçĕ хутчен пуçпах шыва кĕрсе тухмалла. Кашни кĕмессерен хĕрес хывса: «Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе!» – тесе каламалла.
Çак кун шыва кĕрекен çын çĕнĕрен çуралнă пек шутланать.
Тутарстанăн тĕп хулинче те темиçе çĕрте шыва кĕмешкĕн чиркӳсем иордан туса кĕлĕсем вуларĕç.
Чăвашсен Параскева Пятница чиркĕвне çӳрекенсем те Сенкер кӳлĕ патĕнче пулчĕç. Михаил атте кӳлĕри шыва кĕл туса малтан хăй çăвăннă хыççăн çынсене те шыва кĕме пил пачĕ. Çак кӳлĕ тĕлне Михаил атте çынсене саккăрмĕш çул илсе каять. Температура 15 градус кăна пулсан та аванах шăнтать, паллах. Шыва кĕрсе тухнисем вĕриленсе кайнă пулсан та пачăшкă кашнине чей ĕçтерчĕ, Турăпа пурăнса сывлăхлă пулма сунчĕ.
Хусанти тата Тутарстанри шурсухал Василий Дедушкин нумай пулмасть 77 çул тултарчĕ пулсан та хаваспах шыва кĕчĕ. «Эпĕ шыва кĕрсе тухнă хыççăн хама çамрăкланса кайнă евĕр туятăп», – тет Василий Афанасьевич.
Чăваш активисчĕ Владимир Яковлев вара шыва кĕриччен пĕр вунă минут çарамас çӳрерĕ-ха, унтан шывра та 25 градуслă ăшăра чăмпăлтатнă пек ишрĕ. Шывран тухсан тата алшăллипе те сăтăрăнмарĕ. Чăн-чăн морж.
Ешĕлвар районне кĕрекен Исаково ялĕн чиркĕвĕнче ĕçлекен пачăшкă Анатолий атте те хăюллăнах шыва кĕрсе тухрĕ. «Эпĕ хам шыва туймасăр епле-ха çынсене кĕмешкĕн сĕнме пултарам?» – терĕ вăл.
 
: 1120, Хаçат: 4 (838)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: