Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тинех атавсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Ял варринче пушă, юхăннă спортзала кĕске вăхăтра реконструкци, юсав ĕçĕсем ирттерсе Культура çурчĕ туса хута ячĕç. Çакă кунта пурăнакансемшĕн чăн-чăн Çĕнĕ çул парни пулса тăчĕ. Атав халăхне çак уявпа саламлама килнĕ ТР культура министрĕн çумĕ И.Х.Аюпова: «Сцена пушă ан пултăр, çакăнта яланах савăнăçлă ача-пăча сасси янăраса тăтăр, телейпе илем те çак çуртра хуçаланччăр», – терĕ. Пăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров ял сăн-сăпатне çакăн пек илемлĕ çуртсем тĕс кĕртни çинчен каларĕ. «Атав ялĕнчен нумай паллă çын тухнă, вăл пултаруллисен çăл куçĕ. Çак Культура çурчĕ пушă ан пултăр, чун кĕтĕр ăна», – терĕ вăл. Строительсене пархатарлă ĕçшĕн тав туса район Канашĕн Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Вĕсен хушшинче Пăвари «Энергия» тулли мар яваплăхлă обществăн водителĕ В.М.Ильин, мастерĕ С.М.Калинин, 83 № профессиллĕ училище вĕрентекенĕ Н.П.Морозов, социаллă хӳтлĕх ĕçченĕ С.И.Горелкина, вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул ĕçченĕсем тата ыттисем те. ПМК-5, Пăвари сахăр завочĕн, Ахмаметри электромеханика завочĕн тата ытти организацисенчи штукатур-малярсем, каменщиксем, шăратса çыпăçтаракансем вăй хунă çак ĕçре.
Атав ялне те тĕнчери ытти çĕрти пек малтан тунине салатас юхăм тивмесĕр иртсе кайман. Çавăн пек юрăхсăр çуртсене юсаса нумай пулмасть тăватă çамрăк çемье пурăнма кĕнĕ. Реконструкципе юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
Çак кун клубра кунĕпех концерт пычĕ, каçхине ултă сехете Пăвари сатира театрĕн артисчĕсене çĕнĕ представленипе кĕтетчĕ ял халăхĕ, ун хыççăн Бал-маскарад. Концерт курнă май çак ял савăнма пĕлнине, пултаруллă пулнине куртăм. Вĕсенчен пĕри – пултаракан та култаракан Р.Садриев, Пăвари сатира театрĕн ертӳçи тăванĕпе Ф.Садриевпа çак клубăн проектне тăваканĕ. Çак ялта 9 спорт мастерĕ çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра наци кĕрешĕвĕ енĕпе 3 ача спорт мастерĕн кандидачĕ ятне тивĕçнĕ. А.Валиуллина ертсе пыракан хĕвел тухăç кĕрешĕвĕн спорт тĕсĕсен мелĕсене вĕренекен С.Морозовăпа В.Николаева Тутарстанра чи вăйлă хĕр ача кĕрешӳçĕсем пулса Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнаççĕ, призлă вырăнсем те йышăнаççĕ. А.И.Николаева районти пĕртен-пĕр сывă Социализмла Ĕç Геройĕ, П.Николаев – Калимуллин призне тивĕçнĕ комбайнер, Динăпа Рафаэль Латыповсем – юрăçсем, Р.Кукушкин – поэт, Г.Тулумбай – прозаик тата ыттисем те.
Çак яла чăвашсем хăйсен хушшинче Атав тесе чĕнеççĕ, тутарсем Тулумбай, официаллă ячĕ – Адав-Тулумбаево. Кунта халĕ 889 çын пурăнать, вĕсенчен 160-шĕ чăваш. Н.И.Ашмарин словарĕнче «Атав» сăмах Атай арçын ятĕнчен пулса кайнă тесе çырнă. Шкулта истори вĕрентекен Э.И.Гизатуллина каласа панă тăрăх, ял çинчен документсенче 1655 çулта çырса хăварни паллă. Шурлăхлă, вăрманлă вырăнсене Ильбайпа Тăлăмбай ятлă çынсем килсе Тулумбай ял пуçлаççĕ. Вĕсем Христос тĕнне йышăнасран тарса çӳрекенсем пулнине, каярахпа çакăнта тата пилĕк çемье килсе хутшăннине, вĕсен хушшинче Сайăш Анисимов, Мишка Баракаев ятлă çынсем пулни çинчен «Буинские просторы» кĕнекен 223-226-мĕш страницисенче çырнă. 1666 çулта ял ятне Сиушево тесе палăртаççĕ.
Ялта çакăн пек легенда сыхланса юлнă: «Ял çырман икĕ енче вырнаçнă пулнă. Икĕ енче те икĕ пуян пурăннă, пĕри – Атав – чăваш, тепри – Тулумбай – тутар çынни. Халăхсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăннă тет. Тулумбай пуянăн кăмăлне хăварас мар тесе ял ятне икĕ ятпа калама тытăнаççĕ. «Халĕ те пулин çапла пурăнаççĕ тет-ха», – тесе каламалли кăна юлать юмах вĕçĕнчи пек, мĕншĕн тесен çак ялта туслăх хуçаланса тăрать. Кунти пек чăвашсемпе тутарсем, вырăссем пĕр-пĕринпе мăшăрланса пурăнни Пăва районĕнче урăх нихăш ялта та çук пулĕ. Вĕсен тымарĕсем веçех пăлханса пĕтнĕ ĕнтĕ, халăх çак пулăма ăнланса лăпкă йышăнать. Анчах ялта чăвашсем чакса пыни палăрать. Ку пулăм 1905 çултах пуçланнă. Христиан тĕнне ан пăрахчăр тесе чиркӳ те тунă пулнă, çакăнта вырăс çемйисене те куçарнă, пурăнма çăмăллăхсем те панă, анчах тутарланас пулăм çуллен ӳссе пынă. Хальхи ял сăн-сăпачĕ те, уява пĕр чĕлхепе анчах илсе пыни те çакна çирĕплетет. 1960-1970 çулсенче шкулсенче чăвашла вĕрентменни те çакăнта хăйĕн пайне кĕртнех. Чăвашлăх туйăмĕ ялта сӳнсе пыни чĕрене ыраттарчĕ. Хальхи вăхăтра шкулта ачасем чăваш чĕлхине вĕренни, ялти чăваш çемйисем пирĕн хаçата вулани пăртак шанчăк çуратать пек.
 
: 1105, Хаçат: 3 (837)

Комментарисем:

Хăна (2010-01-20 21:54:46):
Хаçатра чаваш историне çутатса паракан статьясем чылай пичетленеççĕ, çакна кирек кам та çирĕплетме пултарать. Эсир Сувар редакторĕ чăвашсемшĕн тунă ĕçĕ-хĕлĕнчен пĕр пĕчĕк пайне те пулин тунă-ши? Питĕ иккĕлентерет! Хирĕç калаçса ларса ура хурасси - чăвашăш тĕп çитменлĕхĕ çав, çавăнпа эпир аталанаймастпăр та. Юнеско каланипе килешсе ларни - чăваш пĕттĕр тени вăл!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: