Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал Тутарстан Республикинчи ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ пурнăçласа пыракан, Раççейĕн ытти регионĕсенче те ун пекки сахал социаллă ипотека программи ĕçлеме пуçланăранпа пилĕк çул çитет. ТР финанс министрĕ Радик Гайзатуллин январĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта программăна пурнăçа кĕртмешкĕн 43,694 миллиард тенкĕ кайнă. Республика ертӳçисем тата Патшалăх çурт-йĕр фондне укçа хывакансем тăрăшнипе пĕлтĕр кризис та программăна аталанма ура хурайман, анчах палăртнă планран кăшт чакма тивнех. ТР Министрсен Кабинечĕн Аппарат ертӳçи Шамиль Гафаров каланă тăрăх, 2008 çултипе танлаштарсан, план палăртнинчен 16 процент сахалрах пурнăçланнă. 2009 çулта 800 пин тăваткал метр хута яма май килнĕ. Патшалăх çурт-йĕр фондне пысăк укçа хывакансем унчченхи пекех вуншар пысăк организаци (вĕсем 3,7 миллиард тенкĕ хывнă), никама пăхăнман нефть компанийĕсем (373,8 миллион), ытти организацисем (678 миллион). Шел пулин те, хăш-пĕр предприятисем тĕрлĕ сăлтав тупса çурт-йĕр тума укçа хывассинчен халĕ те пăрăнаççĕ. Ун пеккисене пуçран шăлмасси паллă ĕнтĕ, ТР Президенчĕ пĕр-ик уйăх каяллах хушусене пурнăçламан ертӳçĕсемпе сывпуллашасси пирки каланăччĕ.
2010 çул валли Патшалăх çурт-йĕр фондне хывмалли укçа-тенкĕ 4,403 миллиард тенкĕпе танлашать. Укçа тӳлекенсенчен 94 проценчĕ обязательствăна хăй çине илсе килĕшӳ çине алă пуснă та ĕнтĕ. Ыттисене те финанс министрĕ вăхăта тăсмасăр çапла тума хушрĕ. ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин каланă тăрăх, кăçал та тăваткал метр хакне пĕлтĕрхи пек 22 пин тенкĕпех хăварма май пур (пуçлăхсем трибуна çинчен яланах çак хисепе асăнаççĕ, тĕпрен илсен вара тăваткал метр хакĕ пĕлтĕрех 23100 тенкĕпе танлашрĕ. Кăна эпĕ хам социаллă ипотека программине хутшăннăран питĕ лайăх пĕлетĕп. – В.А.).
Иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем, ку çулăн планĕсем çинчен тĕплĕнрех ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн Попечительсен Канашĕн январĕн 26-мĕшĕнче иртекен ларăвĕнче тĕплĕнрех каласа парĕç.
 
: 1164, Хаçат: 3 (837), Категори: Экономика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: