Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Январĕн 8-мĕшĕнче Аксу рабочи поселокĕнче ТР ЧНКА Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Автономин 2010 çулхи ĕç планне сӳтсе явма Алексеевски, Аксу, Чистай, Элмет, Павлă, Лениногорск, Нурлат районĕсенчи ЧНКЦ председателĕсем, ЧНКАн Кама леш енчи представительствисе н кураторĕ А.П.Молоствов, Аксу районĕн пуçлăхĕ К.К.Гилманов, «КАМАЗ» УАО генеральнăй директорĕн çумĕ А.К.Самаренкин, «Сувар» хаçат редакторĕ К.А.Малышев, Аксу районĕнчи ял канашĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем хутшăнчĕç. Çапла кăçал Пăва, Пĕкĕлме, Çĕпрел, Лайăш, Спас, Çарăмсан, Чистай районĕсенче, Хусан хулинче отчетпа суйлав конференцийĕсем иртмелле. Çавăн пекех чăвашсем пурăнакан Азнакай, Апас, Елабуга, Заинск, Кайпăç районĕсенче чăваш культура центрĕсене йĕркелес пухусем ирттермелле.
Спорт мероприятийĕсем тата культура уявĕсем те сахал мар ирттерме палăртнă кăçал. Февраль уйăхĕнче Хусанта чăваш предпринимателĕсен форумĕ иртмелле, Пĕкĕлмери Наратлăра штанга турнирĕ пулĕ, март уйăхĕнче Элкел районĕнче вĕренӳ отличникĕсен слечĕ, чăваш чĕлхипе литература учителĕсен конференцийĕ. Март уйăхĕнчех Хусанта «Чăваш шăпчăкĕ» юрă конкурсĕн финалĕ иртмелле. Кăçалхи апрель уйăхне Анат Камăри чăваш гимназийĕн 10 çулхи, чăваш центрĕн 20 çулхи юбилейĕсене ирттерессине куçарнă. Май уйăхĕнче Павлăра Универсиадăна халалланă 2013 метра кросс чупĕç чăвашсем. Çавăн пекех ТР ЧНКА парнисемшĕн минифутбол турнирĕ те çак вăхăталла иртĕ. Элметри «Учӳк» фестивале июнĕн 26-мĕшĕнче ирттерме палăртнă, Нурлатри «Уява» июлĕн 3-мĕшĕнче. Июлĕн 4-мĕшĕнче уяври мĕн- пур хăнасене Аксу районĕнчи Чăваш Енрусьел ялĕ 300 çул тултарнине паллă тума илсе кайĕç. Хальхи вăхăтра хатĕрленӳ ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш Енрусьел – ЧНКА председателĕн К.Г.Яковлевăн тăван ялĕ. Çакă Канаш ларăвне мĕншĕн Аксу районĕнче ирттернине те ăнлантарса парать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине халалласа кăçал «Шурăмпуç» журнал кăларма палăртнă. (Хаçатпа çыхăну тытакан авторсене литература журналĕ валли вăрçă тематикипе сăвă-калавсем ярса пама ыйтатпăр. – Ред.) Çамрăк çыракансем валли те вырăн тупатпăр тесе шантарчĕ «Сувар» редакторĕ К.А.Малышев.
«Чăваш пики» илемлĕх конкурсĕн тапхăрĕсене республикăри районсемпе хуласенче сентябрь-октябрь уйăхĕсенче ирттерме палăртнă. Çав вăхăтрах Тутарстанри чăваш çамрăкĕсен III форумĕ иртĕ.
Культурăна, искусствăна, спорта тата вĕрентĕве аталантарас ĕçре вăйлă тăрăшнă общество деятелĕсене декабрь уйăхĕнче Хусанта чыслĕç. Çак уйăхрах ЧНКА ертӳçисем чăваш чĕлхипе литература предмечĕпе республика олимпиадине килнĕ ачасемпе тĕл пулĕç.
Кăçал Тутарстанри чăваш çыравçисен канашлăвне ирттерессине те, Хусанта чăваш класне уçассине те пурнăçа кĕртме тĕллев лартрĕç пухăннисем.
 
: 982, Хаçат: 3 (837)

Комментарисем:

Юлташ (2010-01-20 22:03:29):
Вăрçăнса ларан усал карчăк пек, мĕнле ĕçлемеллине вĕрентместĕн!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: