Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Вун иккĕреччĕ ахăр эпĕ ун чухне. Атте-анне кӳршĕ яла хăнана кайнăччĕ те эпĕ килте пĕчченех юлнăччĕ. Ял хĕрринчи авăна утă илме кайрăм. Ялтан тухса хирпе пыратăп. Сасартăк юнашарах хăрушшăн шăхăрни илтĕнсе кайрĕ. Пăхатăп та, пĕлĕтре темскер –шавлăскер, авкаланаканскер – ман еннелле шăхăрса, вут тăкса килет.
Ăна пĕрремĕш хут куракан чăннипех те хăранипе вилсе кайнă пулĕччĕ. Эпĕ темшĕн хăрама пĕлмерĕм те. Çийĕнчех çак тĕлĕнмелле çĕлене 6-7 çул каялла пĕрремĕш хут курни аса килчĕ. Каç пулсан эпир асаннепе урама чăхсем валли лаша тислĕкĕ пуçтарма тухнăччĕ. Ку урампа кӳршĕ ял çыннисем тата хамăр ялсем те пасара иртнĕ, çавăнпа ку тупра çул çинче сахал мар. Сасартăк сывлăшра çак çĕлене куртăмăр. Чашлатса пырса вăл Захарка тăкăрлăкне пăрăнса пӳрт тăрри еннелле çаврăнчĕ, мăрьерен кĕрсе кайрĕ. Вăл çуртра салтак арăмĕ пурăнни, çак çĕлен ун патне тăтăшах çӳрени çинчен калаçу пулса иртрĕ эпир киле таврăнсан, асанне мĕн пулса иртни пирки пĕлтерсен. Кукка çакна илтсен çийĕнчех стена çинче çакăнса тăракан пăшалĕ патне ыткăнчĕ: «Шартлаттаратăп акă эпĕ вăл çĕлене икĕ кĕпçерен пĕр харăсах», – тет. Атте аран-аран тытса чарчĕ ăна: «Мĕн тăватăн çав усалпа, вĕçтĕр хăйĕн çулĕпе, тем курса тăрăпăр тата», – тесе лăплантарчĕ. Ун чухне питĕ хытă хăранăччĕ эпĕ çав çĕлене курсан, ăна лайăх астуса та юлайманччĕ.
Хальхинче, утă илме каяканскер, хама питĕ лăпкă тытрăм, хăранине-мĕнне те туймарăм. Çĕлене вара самаях лайăх асăрхаса юлтăм ун чухне. Вăрăмăшĕпе темиçе хăлаç та пулать вăл. Пуçĕ тем пысăкăш. Кӳлепипе авкаланса пынă май чашкăрать, хӳрипе пăтратать, тавраналла вут-хĕм сирпĕтет. Ман тĕле çитеспе сасартăках пăрăнчĕ те Çĕрçăтни тесе ят панă кӳлле чăмрĕ, урăх курăнмарĕ.
Çĕрçăтни пирки пирĕн ялта мĕн авалтанпах çапла сăмах-юмах çӳретчĕ. Тен, çĕр çул каялла та пулĕ, çак вырăнта тикĕс çĕр пулнă тет. Кунтан иртнĕ çулпала пирĕн ялтан тухса пысăк туй кӳршĕ яла кайма тухнă пулать. Ватă çынсем каланă тăрăх çăмрăксем çылăхлă пулнă имĕш. Ашшĕ-амăшĕсен кăмăлне хирĕç пĕрлешнĕ. Çавăншăн Ырăсем вĕсене тавăрнă. Туй çав вырăна çитсен çĕр сасартăк аялалла ишĕлсе аннă та туй çыннисем пурте лашисемпе-ураписемп е пĕрлех çĕр айне анса кайнă. Вăл вырăнта тарăн кӳлĕ пулса тăнă. Халĕ шыв унта кĕркуннене пĕтĕмпех типет, анчах вырăнĕ – тарăн шăтăк, аякранах курăнать. Çакă çамрăксен ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕрлештересшĕн пулманнипе ылханнăран килнĕ теççĕ.
Çавăн пек «çĕр çăтнă» вырăн пирĕн ялта та пур. Ку ĕç 1905 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ тет. Çавна куракансемпе хам пĕрре çеç мар курса калаçнă эпĕ. Ялти пĕр çурт сасартăках çĕр айне анса кайнă ун чухне. Иккĕмĕшĕ чалăшнă. Юрать, килĕсенче пĕр хĕрарăмсăр пуçне никам та пулман. Вăл та алăкĕ хĕсĕнсе ларса уçăлманран аран тухса ĕлкĕрнĕ чалăшнă çурчĕ тӳнсе кайиччен. Теприн хуçи çурчĕ пулнă вырăна чупса çитсе шăтăка шыв тулса çитиччен, аяла тилхепепе анса кайса хăш-пĕр япалисене, сăмавар-кастрюльсен е кăларса ĕлкĕрчĕ тет. Çак инкек те пĕр хĕрарăм ылханнипе пулса иртнĕ тесе калатчĕç ватăсем. Çав вырăн ялта халĕ те пур. Унта çулран-çулах тĕрлĕрен çӳп-çап пăрахаççĕ, çавах тулмасть-ха вăл.
Вĕре-çĕлен çинчен мана пĕр хĕрарăм, Елена Яковлевна Башкирова тата çавăн пек халап каласа панăччĕ. Ялта пĕр хĕрарăм пурăннă иккен. Унăн упăшки çакăнса вилет. Çавăн хыççăн вăл арăмĕ патне вĕре-çĕлен пулса пырса çӳреме пуçланă. Хăй çын пекех пулса тăрать тет. Малтан хĕрарăм ăнланман, чăнах та упăшки тесе ыталаса илнĕ. Çийĕнчех «ан ытала мана» тесе кăшкăрса янă тет лешĕ. Хĕрарăм пăхать те, хыçалта, çурăмĕ çинче тирĕ çук тет, ӳпки-пĕверĕсем çаплах курăнса тăраççĕ тет.Хĕрарăм çакăн çинчен пупа каласа парать, вара лешĕ килсе çуртне «святить» тăвать, турăшсемпе, кĕлĕсемпе усала çав килтен пистерет.
 
: 1869, Хаçат: 2 (836), Категори: Тĕлентермĕшсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: