Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.01.2021 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ Григорий Акташăн «Çынна ĕç илем кӳрет» çĕнĕ кĕнекине вуланă хыççăн асăмран ямасăр шухăшласа çӳретĕп. Унта 300 ытла сăвă, Петр Гаврилов каларăшле «Нимĕнле кирĕк тивмен» сăвăсем пичетленнĕ. Унччен тухнă «Пурнăç аки» тата «Ĕç тата чыс» кĕнекисемшĕн Акташа Валери Туктар поэт «Пин-пин мерчен парнелекен» тенĕччĕ. Эпĕ вĕсемпе килĕшетĕп. Ку кĕнекене хак пама пултарулăхăм çитеймесен те эпĕ ун пирки хамăн сăмаха калас терĕм. Мана вĕсене çырса çĕр çывăрмасăр нушаланни мар, вĕсене тивĕçлĕ шая çитерни те мар, урăх шухăш тыткăнларĕ. Эпĕ хам, аслă пĕлӳ илнĕ инженер-строитель, сăвăçсемпе тавлашаймăп та. Акташăн сăвă çырас ĕçри тĕп тĕллевне вара ырлатăп. Çак кĕнекери 300 ытла сăвăран пĕри «Çыншăн чи хакли вĕт тенкĕ мар» ятли алла ручка тыттарчĕ:
«Эс укçа нумай çапан пуль, – теççĕ,
Хаçатра çыратăн япăх мар,
Чăнласах-шим çын чунне пĕлмеççĕ,
Çыншăн чи хакли вĕт тенкĕ мар:
Кăмăлпа çыратăп сăввăма,
Çынсене пиллетĕп юррăма».
Çакна вуларăм та куç умне паянхи саманари сăвăçсем тухса тăчĕç. Вĕсем вĕт хайлавĕсемшĕн пĕр пус укçа та илмеççĕ. Йăлтах урăхла, хăйсем çырнă хайлавĕсем халăх умне кĕнеке пулса тухтăр тесе, пурлă-çуклă укçине пухса типографисемпе килĕшӳ тăваççĕ, кĕнеке кăлараççĕ. Паянхи пит вуласах кайман çынсем ăна «Эсĕ укçа çапан» тесе чĕрине ыраттараççĕ. Епле кӳренет çакăншăн Акташ-поэт:
«Эп укçа тесе çырмастăп сăвă,
Юрă-сăвă çыншăн – бизнес мар.
Чĕремре хускалнă чух çил-тăвăл,
Чĕреме хыпать-тĕк вут-кăвар,
Шăратас килет ман юррăма,
Сан умна хурас теп сăввăма».
Халь, вăй-хал хурса та укçа тума çук вăхăтра, поэтсем канмасăр, куç хупмасăр сăвă тĕрлеççĕ:
«Чапшăн та çырмастăп эпĕ сăвă, –
Чуншăн – чап та, ят та кирлĕ мар,
Юн тымарĕ – манăн пурнăç çипĕ, –
Хăвалать пулсан юна вăр-вар.
Шăратас килет ман юррăма,
Пĕр сана пиллес теп сăввăма».
Тавтапуç сана, Акташ, юрру-сăввусене пиллесе ума хунăшăн, вĕсем пирĕн юна та «вăр-вар хăвалаççĕ».
«Хам камне калас тесе çырмастăп,
Эп çын евĕр çын – реклама мар,
Тăвăлланнă ăш-чике чармастăп,
Пултăр вăл ачаш та пит хаяр.
Çавăнпа юрлатăп юррăма,
Çавăнпа çыратăп сăввăма».
Эсĕ камне, Акташ, эпир ачаранах пĕлетпĕр – эсĕ терт-нушара вăй-хал пухнă çын. Эсĕ хаçатçăччĕ, пурнăç кукрашки сан аллуна трактор рычагне тыттарчĕ. Пенсие тухсан самана хушнипе, пĕр пус та ытлашши мар тесе, аллуна кувалдăпа хĕскĕч тытса тимĕрçĕ лаççин вучахĕ умне тăтăн, çавăнпа сан «ăш-чикĕ тăвăллă, ху та питĕ ачаш та хăш чух «хаяр» пулма пĕлетĕн. Вара юрăсем, сăвăсем çырса лăпланатăн та пирĕн ума çĕнĕ хайлав хуратăн:
«Сăвă çырнă май сывлатăн ассăн,
Сăвă та вĕт, тусăм, чĕр тавар.
Эс ăна савса вулан пулсассăн,
Маншăн урăх ним те кирлĕ мар.
Çыншăн эп юрлатăп юррăма,
Çыншăн эп çыратăп сăввăма».
Çук, Акташ-поэтăмăр, ан сывла эс ассăн, эпир вĕсене пуçласа пĕтичченех савса вулатпăр, вĕсенчен пурăнма вĕренетпĕр, туслăха çирĕплететпĕр, çынна хисеплеме вĕренсе пыратпăр. Çыр пирĕншĕн, хăвăншăн çеç мар, ан пул хăвăн чĕрӳшĕн çеç «нянька».
Хăйĕн пурнăçри тĕллевне акă мĕнле уççăн каласа парать поэт «Çынпа пурăнас тет чĕрем» сăввинче:
«Хирех, уй-хире йыхăрать шурăмпуç,
Ку – непĕслĕ çын темесенччĕ çынсем,
Пуянлăхшăн мар, йăлтăрать
ман пит-куç.
Мул – хырçă пухма мана Турă ан хуш,
Çынпа, çĕршывпа пурăнас
тет чĕрем».
Утмăл саккăра çитиччен аллунтан тимĕр-тăмăр яман, çынна шанатпăр – хир йыхăрать пуль çав. Эсĕ непĕслĕ çын пулсан пенси укçине пире кĕнеке кăларса парнелемĕттĕн. Сан пуянлăху – эпир, вулаканусем, сана хисеплекенсем. Эсĕ пире пин-пин мерчен парнелекен. Çыр, аслă пиччемĕр, пирĕншĕн, хăвăн ахах-мерчен йĕркиллĕ сăввусене.
Январĕн 7-мĕшĕнче Акташ 75 çул тултарчĕ. Çав ятпа çырам-ха хамăн ырă кăмăллă шухăша. Вĕсем хăйсен укçине пирĕншĕн çырса ырă кăмăллă ĕç тăваççĕ.
Тутар ялĕнче пурăнакан чăваш чăвашлăхшăн тăрăшать пулсан, пĕтмест пирĕн чĕлхе, пĕтмест чăваш халăхĕ. Вĕсем пирĕншĕн тăрăшни çакна çирĕплетсе парать.
 
: 992, Хаçат: 2 (836)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: