Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Николай Григорьевич Иванов Аксу районĕнчи Унтакшă ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен икĕ çул маларах çуралнă. Вăрçă терт-асапĕ, хуйхи, куççулĕ Ивановсен килĕнчен те иртсе кайман. Çак çуртран виçĕ салтак тăшмана хирĕç çапăçса пуç хунă: Кĕркури, Элекçей тата Прукка. Николайăн ашшĕ, Григорий Васильевич, 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Килĕнче амăшĕ Мария, мăшăрĕ Ульяна пилĕк ачипе пурнăç лавне хăйсемех сĕтĕрнĕ. Шăллĕсем – Элекçейпе Прукка – авланса çемье çавăраймасăрах вăрçăра пуç хунă. Ульяна колхоз ĕçĕнчен пĕчĕк ачисем çывăрма выртсан çеç таврăннă, икĕ смена ĕçлесе тырă вырнă-çапнă. Килте ачасен асламăшĕ пур, шанчăклă. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Виççĕмĕш ачи Толя пĕррехинче çулла 10 çулти аппăшĕпе пĕрле Упа ĕшнине кĕпçе татма кайнă. Выçăллă-тутăллă, çăкăр курман ача упа кĕпçи çинĕ, киле те татса таврăннă. Çывăрнă çĕртех вилсе кайнă Толя. Пысăк хуйхă. Вăрçă вĕçлениччен пĕрин хыççăн тепри виçĕ хура хут килнĕ.
Вăрçа тухса кайнă чух Кĕркури хăйĕн мăшăрне: «Ачасене вĕрентме тăрăш», – тесе хăварни амăшĕн пуçĕнчен нихçан та тухман. Кĕркури хăй те вĕреннĕ çын пулнă. Ял Совет секретарĕ, колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ вăрçăччен. Ульянăн виçĕ ачи вăрçă хыççăн учителе вĕреннĕ.
Николай Унтакшăри пуçламăш, Емелькинăри çичĕ çуллăх шкулсенче вĕреннĕ. Вăтам шкула Кивĕ Тутар Этемшӳре пĕтернĕ, 9 километрти яла кашни кун çуран çӳренĕ. Шкул хыççăн пĕр çул ял Совет секретарĕнче ĕçленĕ. Ывăлĕ ашшĕ вăй хунă вырăнта ĕçлеме пуçланăшăн питĕ хĕпĕртенĕ амăшĕ. Ачаран Николай çуртра пĕртен-пĕр арçын пулнă: çăматă тĕплеме те, çăпата хуçма та пĕлнĕ. Эх, мĕнле савăннă йăмăкĕ вăл таканласа панă çĕнĕ çăпатапа çуркунне урама тухсан! 1957 çулта салтака кайнă Николай. Лăпкă океанри Тинĕс-çар флотĕнче шыв айĕнчи атомлă карап çинче матрос-кок пулса тăватă çул хĕсметре тăнă Унтакшă каччи. 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вĕсен карапĕ Владивостокри çар портне килсе чарăннă. Çак моряксен килĕсене таврăнмалла пулнă. Сасартăк – çар тревоги. «Киле таврăнмастăр, – тенĕ капитан, – Америка атом вăрçи пуçлать». «Каллех вăрçă, пире те аттесен шăпи кĕтет», – шухăшланă матроссем. Тав Турра, вăрçă пуçланас хăрушлăх иртсен пĕр уйăхран Николай килне таврăнать.
Килĕнче тăватă çул хушшинче арçын алли тĕкĕнменнипе çил хапха та чалăшнă, пӳрт те кивелнĕ. Амăшĕ ăна авлантарас тесе сăмах хускатсан: «Çук, анне, çĕнĕ çурт тумасăр авланмастăп», – тенĕ. Чăнах та, 30 çула çитмесĕр те çемье çавăрман вăл. Куçăн мар майпа Хусанти пединститутра математика уйрăмĕнче вĕреннĕ, Емелькинăри шкулта ачасене вĕрентнĕ. 36 çул тăрăшнă учительте Николай Григорьевич, çавăнтан 12 çулне – завуч пулса. Аслă вĕрентекенсемпе – Е.С.Крайновăпа, С.Я.Калуковпа, К.В.Андреевпа, Г.М.Павловскийпе (йывăр тăпри çăмăл пултăр) – юнашар ĕçлени ĕçре нумай пулăшнă.
Шемере (Алексеевски районĕ) çуралса ӳснĕ, хăй пекех математика вĕрентекен Неля Михайловна Гайнуллинăпа çемье çавăрать Николай Григорьевич. Пĕр хĕрпе тăватă ывăл çуратса ӳстернĕ Ивановсем. Унтакшăран Емелькино шкулне кашни кун тăватшар километр каллĕ-маллĕ ĕçе çӳресе ĕмĕрĕсене ирттернĕ Николай Григорьевичпа Неля Михайловна. Икĕ математикăн калаçмалли нумай, паллах. Çул çинче те, килте те шкул çинчен калаçнă ĕçе чунтан парăннăскерсем.
Халĕ Николай Григорьевич, тахçанах кукаçей-асатте пулнăскер, кермен пек пысăк çуртра пурăнать. Хăй ĕмĕрĕнче икĕ çурт лартнă, сад ӳстернĕ, ачасем çитĕнтернĕ. Вĕрентекенсен династийĕ те малалла тăсăлать: Ивановсен пĕр ывăлĕ Анатолий ашшĕпе амăшĕ пекех математик пуласшăн, педуниверситетра вĕренет. Турă пулăштăрах ăна ашшĕпе амăшĕн çулĕ çине тăма.
Николай Григорьевичăн тата тепĕр ĕмĕт пур-ха. «Мĕн-ши вăл?» – ыйтĕ вулакан. «Кашни çын хăй ĕмĕрĕнче пĕр кĕнеке те пулин хăйĕн пурнăçĕ çинчен çырма пултарать», – тенĕ вырăссен аслă çыравçи Лев Толстой. Çак ĕмĕте пурнăçлама Турă пулăштăрах нумай пулмасть 70 çул тултарнă вĕрентекене.
 
: 1135, Хаçат: 2 (836), Категори: Шăнкăрав

Комментарисем:

Анатолий Иванович Александров (2010-01-29 14:50:51):
Спасибо за статью Лидии Угахиной. Николаю Григорьевичу и вышеупомянутым учителям желаю здоровья и долгих лет жизни.Я преклоняюсь перед вами. Пользуясь случаем хочу передать слова благодарности Крайновой Елене Степановне.Она воспитала несколько поколений учеников,в том числе наших родителей и нынешних преподавателей Емелькинской средней школы.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: