Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ăçта пĕрлĕх – унта вăй.
(Ваттисен сăмахĕ).
Эпир ача чухне сăрт çинчен юр кайсанах унта кĕрешме хăпараттăмăр. Шкултан ансан та унтан-кунтан апатланкаланă хыççăн сăрт енне чупаттăмăр, аннесем вара пӳрт умĕнче ятлаçса юлатчĕç. Киле таврăнсан пĕçерккĕ лекетчех…
Çурхи хĕвел хаваслăн пăхать, уçă çил çӳçсене тăрмалать. Çут çанталăк та пирĕнпе вылясшăн тейĕн. Эпир вара, шкул çулĕнчи ачасем, йĕм кантринчен пĕр-пĕрне çавăрса тытатпăр та кĕрешетпĕр. Çĕнтерекенсене ăмсанаттăмăр. Вĕсем куштан автан евĕр кăкăр каçăртса çӳретчĕç. Вĕсене ачасем те хисепленĕ, тĕслĕх илме тăрăшнă.
Эпĕ те, Николай Федорович Угаслов та çакăн пек ăмăртусенчен юлман. Шкула çӳреме тытăнсанах сăрт çине кĕрешме хăпарнă. Ача чухне çывăх туссем пулнă эпир. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан алла кăмăлланă професси илнĕ, çемье çавăрнă, ĕçленĕ, çынран юлман. Пирĕн шкул ачисем виççĕмĕш çул кĕрешӳ спорчĕпе аппаланаççĕ. Ун валли пĕтĕм услови пур. Хăйсен кăна кăмăл пултăр. Эпир вĕсен кăмăлĕсене тултарма, ĕмĕчĕсене пурнăçлама яланах хатĕр. Ачасем – пирĕн пуласлăх. Сывлăхлă ӳсчĕр тесен пирĕн, аслисен, тăрăшмалла. Çакăншăн эпир яваплă.
Николай Федорович пирĕн шкул ачисемшĕн питĕ нумай вăй хучĕ. Кирлĕ условисем туса пачĕ, транспортпа, тумтирпе тивĕçтерчĕ. Кашни ăмăртăвах хутшăнма май тупса пачĕ. Çакăншăн ăна учительсем те, ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те тав тăваççĕ.
Манăн хаçат урлă кĕрешӳ спортĕнче палăрнă ачасене тав тăвас килет, малашне тата пысăкрах çитĕнӳсем сунас килет. Хулаçырми, Çĕпрел, Тутарстан чысне хӳтĕлекенсем çаксем: Д.Удютов, А.Леонтьев, В.Жуков, С.Арманов, И.Ильин, Ю.Мугин, А.Лакушев, Г.Матросов, А.Изя, Н.Гордеев, С.Петров, С.Романов. Ăçта кăна çитмерĕмĕр пуль вĕсемпе! Кӳршĕ ялсене, Ульяновск хулипе облаçне, Шупашкара, Самар облаçне. Яланах пысăк çитĕнӳсем тума тăрăшаççĕ вĕсем. Кĕрешни сая каймасть, халех ĕнтĕ пĕчĕк каччăсем ӳт-пӳпе тĕрекленеççĕ, характерĕ çирĕпленет. Пурнăçра çухалса каймаççех вĕсем. Тăван çĕршыва, тус-хурăнташне, тăванĕсене, савнă тусне хӳтĕлеме пĕлĕç вĕсем. Чун савăнать вĕсемшĕн. Ăнăçу сире!
Самар облаçĕнче пулнă чухне хам та кĕрешсе пăхрăм. Иккĕмĕш вырăн манăн пулчĕ. Манпа пĕрле ачасем те савăнчĕç.
Нумаях пулмасть пирĕн шкулти спортзала пластик чӳречесем лартрĕç. Паллах, кунта та Николай Федорович тăрăшрĕ. Сăмах çитмест ăна тав тумашкăн. Тавтапуç сире, Николай Федорович. Пирĕн туслăх çирĕпленсех пытăр.
 
: 1027, Хаçат: 2 (836), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: