Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТАКА 21.III – 19.IV
Кăçал сире ĕçре пысăка хурса хаклĕç, мăшăр сирĕн туйăмсем сивĕнесрен хăраса хăйĕн юратăвне ĕнентерме тăрăшĕ. 2010 çулта эсир канăва халичченхинчен интереслĕрех, хаваслăрах ирттеретĕр. Апла пулин те инçете, чикĕ леш енне кайма ан васкăр – ĕçлĕ çул çӳрев-тĕк, усси пулмĕ, канма каяс-тăк, кăткăс самантсем сиксе тухĕç. Лотерея билечĕсем туянса укçа тăккалани вара хăйне тӳрре кăларма пултарать е эсир еткерçĕ пулса тăратăр. Кăçал эсир пурăнакан вырăна улăштаратăр, анчах хальхинчен инçетех куçмăр.
Ачасемпе асăрхануллăрах пулăр. Çула çитмен ачисемпе Така-амăшне çăмăлах килмест. Чăтăмлăрах пулăр, упăшкăр та сире ăнланса пулăшма тăрăшать.
Така-предпринимател ьсен теветкелленмелле мар, опытлă юлташăрсемпе канашласа илме ан вăтанăр. Енчен те эсир çĕнĕ çум (заместитель) лартасшăн, вăл Арăслан е Скорпион ан пултăр, ун пеккисенчен хăвăртрах хăтăлмалла. Пысăк сумма кивçене ан парăр. Вăрăма тăсăлакан контрактсем çине алă ан пусăр.
Сывлăх енчен Такасен ӳпкелешмеллиех çук, çывăх çынсен, тăвансен сывлăхне вара лайăх тимлемелле. Тен, кама-тăр санаторие ăсатма тӳр килет. Кăçал ача кĕтекен Така-аннесен çие юлни лайăх иртет, иккĕмĕш-виççĕмĕш ачана çие хăварассине çуркунне вĕçне, çулла пуçламăшне планласан аван. 45 çултан иртнĕ Такасен алкогольпе питĕ асăрхануллă пулмалла, юн пусăмĕ сасартăк ӳссе кайма пултарать.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
2010 çулта Вăкăр шăпи пĕтĕмпех е кăшт та пулин улшăнать. Çемье вăрттăнлăхĕсене пĕлетĕр, çакă сирĕн пурнăçри тĕллевсене те улăштарĕ-ха. Консервативлă, васкама юратман Вăкăрсем пулни-иртни çине урăхларах куçпа пăхсанах телей кайăкне ярса тытĕç. Тигр çулĕнче Вăкăрсен никам çук çĕрте ларса васкамасăр хăйсем çинчен, пурнăç çинчен шутласа ларас килĕ, анчах таврари çынсем, вак-тĕвек ыйтусем çапла тума май памĕç. Кăçал эсир мĕн-тĕр выляса илеетĕр, пысăк япала туянма пултаратăр тата ырă-ырă сюрприз та пулĕ. Хăвăра ăс-хакăл енчен аталантарайсан хăвăрта халиччен сисĕнмен пултарулăх уçатăр, вĕсем сире чап та тăнăç пурнăç та кӳрĕç.
Ачасем Вăкăрсене савăнтарсах тăрĕç: шкула çӳрекеннисем лайăх паллăсемпе, мăнуксем, пĕчĕккисем Вăкăрсемшĕн чăн-чăн чун уççи пулĕç. Камăн хальлĕхе ача çук – Тигр çулĕпе усă курса юлмалла, Вăкăр- хĕрарăмсен çие юлни кăçал питĕ çăмăллăн иртет.
Карьерăра, бизнесра 2010 çул ăнăçать теме пулать. Пĕртен-пĕр чăрмав – вăхăтра пуçтарăнса йышăну тума пĕлменни, вак-тĕвек хушшинче чи пĕлтерĕшлине уйăрса илме пĕлмелле. Финанс лару-тăрăвĕ кăçал тăнăç пулать: кĕтнĕ тупăш та илетĕр, кĕтмен-çĕртен еткерçĕ те пулса тăратăр. Обществăлла мероприятисене хутшăнни сирĕн чапа ӳстерет, политиксемпе журналистсемшĕн, искусствăпа литература ĕçченĕсемшĕн Тигр çулĕ питĕ ăнăçлă, звани те илме пултаратăр.
Шел пулин те, сывлăх енчен кăçал йăвашрах эсир. Теветкелленме тӳр килекен лару-тăруран, спортпа аппаланнă чух суранланасран сыхланăр. Килти чĕр чунсемпе вылянă чух та асăрхануллă пулăр.
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
2010 çулта Йĕкĕрешсем йăлт çĕнелеççĕ – чунпа та, вĕсен психологийĕ те. Чăннипе халĕ эсир нумай çула никĕс хыватăр. Тигр çулĕнче Йĕкĕрешсен ĕмĕчĕсем тулаççĕ: аса илĕр-ха, мĕн çинчен ĕмĕтленнĕччĕ юлашки вăхăтра? Чăнах та пурне те пурнăçласшăн-ши эсир? Сирĕн плансем мĕн чул пысăкрах, тĕрĕсрех, пурнăçланма шанăç çавăн чухлĕ пысăкрах. Йĕкĕрешсене кĕтекен улшăнусенчен пĕри – пурăнмалли вырăна улăштаратăр. Ачалăхри вырăнсене те таврăнма пултартăр, çитĕнӳсемпе. Кăçал çул çӳреве тухма та лайăх сирĕн, хуть ăçта кайсан та çул ăнать, уйрăмах куçман пурлăх туянассипе çула тухни ăнăçлă пулать. Çĕнĕ професси алла илес текенсен, çĕнĕ чĕлхе вĕренес текенсен вăхăта сая ямасăр ĕçе пуçăнмалла.
Юратура Йĕкĕрешсене пысăк улшăнусем кĕтеççĕ. Аслă çулсенчи пĕччен Йĕкĕрешсен хăйсен шăпине тĕл пулма шанăç пур. Калас пулать, партнерсем сирĕншĕн теветкелленме те хатĕр. Юратнă çын пулăшнипех финанс çитĕнĕвĕсем, социаллă статуспа ӳсме, карьера пусмипе улăхма пулăшать. Тахçанах авланнă-качча кайнă Йĕкĕрешсем Тигр çулĕнче уйрăлма пултараççĕ. Тахçанхи савнисем таврăнма пултараççĕ.
Халиччен ачасăр Йĕкĕрешсем атте-анне пулас тейĕç. Мĕнех, Йĕкĕрешсен Тигр çулĕнче çие юлнă, çуралнă ачисем телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралаççĕ. Йĕкĕрешсен çитĕннĕ ачисем çемье çавăрас тейĕç, хатĕрленĕр.
Тигр çулĕ укçа та илсе килет, карьера пусмипе хăпарма та май парать. Апла пулин те проблемăсăрах мар – коллективра ăнланмасан та пултараççĕ. Кăçал дивиденд илетĕр, пысăк кивçене тавăрса парĕç, еткерçĕ пулатăр. Сирĕн укçа-тенкĕ тăкакĕн пысăк пайне мĕнле-тĕр çулланнă çын хăй çине илме пултарать.
Сирĕн энергетика хавшанă, вăй сахалланнă. Çавăнпа режима çирĕп пăхăнмалла. Экстремаллă лару-тăрăва лекессинчен сыхланăр.
РАК 22.VI – 22VII
Кăçал Ракăн пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланать. Ан хăрăр, ку сирĕншĕн хăрушă пулмĕ. Халиччен килте ларма юратнă Рак та кăçал çĕнĕ территорисене «çĕнсе илме» пуçлать. Çĕнĕ çынсемпе паллашатăр, вĕсем пурте хăйне евĕрлĕ, интереслĕ, сире усă кӳме пултараççĕ. Çав вăхăтрах тахçантанпа пĕлекен çынсемпе хутшăнусене тататăр. Тепĕр самант, халиччен хăвăр та, никам та асăрхама мар, шутлама пултарайман пултарулăхсем сирĕнте «вăранĕç». Сасартăк эсир чаплă оратор, педагог, лектор пулнине пурте асăрхĕç. Тигр çулĕнче хăш-пĕр Раксем пурăнакан вырăна улăштарĕç. Енчен те сире хваттер ыйтăвĕ пăшăрхантаратчĕ – 2010 çулта ăна ăнăçлăн татса паратăр. Тăвансемпе хутшăнусем лайăхах, укçа кирлĕ-тĕк, хăюллăнах ыйтма пултаратăр.
Çулталăкăн юратури канашĕ – ухмахланма кирлĕ мар. Вуншар çул тăсăлакан хутшăнусене кăçал самантра аркатма пулать. Хăвăрăн йăнăшăрсене йышăнма вĕренĕр. «Юрату виç кĕтеслĕхĕ» кăçал сирĕн валли мар, çавăнпа сирĕн хушăра виççĕмĕш тупăнсан унран çийĕнчех «тасалăр».
Раксен çитĕнсе пыракан ăрăвĕ романсемпе «аташать»: куççульпе йĕпеннĕ минтерсем, юратуллă çырусем, килтен çухалнисем… Ашшĕ-амăшне чăтма тунă вĕт. Эсир ачăрсене çав-çавах юрататăр, апла ан вăрçăр (пĕрремĕш юратăва кашнин пурăнса ирттермелле-çке).
Çемьепе ĕçрен пĕрне суйласа илме тӳр килмест кăçал. Килтен тухмасăрах карьера тума пулать: Интернет урлă, телефонпа, ал ĕç туса укçа ĕçлесе илме май пур. Уйрăмах Рак-хĕрарăмсене килĕшĕç çакăн пек ĕçсем. Тигр çулĕнче ĕç улăштарма та меллĕ сире.
2010 çулта Сирĕн сывлăх аванах пулать. Энерги сирĕн çителĕклех, шала кайнă чирсем аптратмаççĕ. Анчах Раксем питĕ «йĕпрен лум» тума юратаççĕ, çавăнпа кăшт шăнсанах хăйсене «вилесле чирлетĕп» тесе ĕнентерме васкаççĕ.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Тигр çулĕнче Арăсланăн ĕçлемелле, ĕçлемелле… Унсăрăн çитĕнӳ тăваймастăр. Арăслан тăтăшах çула тухнине те Тигр ырласа йышăнать. Çывăх çынсемпе час-часах харкашасси те 2010 çулăн гороскопĕнче пур, çавăнпа хăш чухне хăвăра тытса чарсан сирĕн мăшăрсем савăнĕç. Енчен те Арăслан кăçал православи тĕнне йышăнасшăн, мăшăрĕн ăна хирĕç пымалла мар. Геометри фигурисенчен час-час тĕл пулаканни кăçал «юратури виç кĕтеслĕх» – çамрăк чухнехи романсем те таврăнĕç, тахçантанпа сире килĕштерни çинчен калакансем те тупăнĕç. Çулла çакăн пек лару-тăру уйрăмах ӳсет. Анне-Арăслансен хĕрĕсене сăнамалла, вĕсен мĕнле-тĕр искусство тĕсĕнче пултарулăх курăнма пуçлĕ. 30 çула çитмен Арăслан-хĕрарăмсен çие юлни сисĕнмесĕрех иртет. Атте пулас текен Арăслансемшĕн чи меллĕ вăхăт çуркуннепе çулла.
Оборона завочĕсенче, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тата спортсменсемпе ташăçсене кăçал ăнать, тухтăрсемпе вĕрентекенсене вара чăтăмлăх сунас килет. Укçа-тенкĕпе юлташăрсем пулăшасса шанса ан ларăр. Чиновниксемпе сыхă пулăр – Тигр çулĕнче вĕсем Арăсланран ухмах тума хăтланĕç. Кăçал кивçене ан кĕрĕр. 2010 çул суту-илӳ, чукун çул сферисенче, çĕвĕ мастерскойĕсенче тăрăшакансене ăнсах пымасть.
Çемьеллĕ Арăслансен çывăх çынсене похода илсе кайса сывлăхĕсемпе теветкелленме кирлĕ мар. Ӳпке чирĕсемпе час-час аптракансен Тигр çулĕнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
ХĔР 23.VIII – 22.IX
Пурлăх ыйтăвĕсене эсир тĕрĕс-тĕкел татса паратăр. Сирĕн халĕ килте ĕçлемелле. Юлташăрсем хăйсен тахçанхи кивçенĕсене тавăрса парса савăнтарĕç. Мăшăрăра çылăхĕсемшĕн ан ятлăр, каçарăр. Ĕçтешĕсенчен хăшĕ-тĕр Хĕре килĕштернине систерĕ. Курортри романсемпе асăрхануллăрах пулăр – тухтăр патĕнче вĕçленме пултараççĕ. 50 çултан иртнĕ Хĕр-арçынсен ясарлăхĕ мăшăрĕсене, савнийĕсене тĕлĕнтерĕ. Качча каяс хĕршĕн Тигр çулĕ çемье çавăрма меллĕ çулах мар.
Хĕрсен 12-14 çулсенчи ачисен сывлăхĕ хĕл вĕçĕнче хавшаса çитĕ. Хĕрарăмсен çие юлассипе йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Хĕрĕн ачисен института кĕнĕ чух педагогика, экономика специальноçĕсене суйласа илмелле. Ачăрсем ЗАГСа кайма васкаççĕ-тĕк, кĕркуннеччен те пулин тăхтама ыйтăр.
Милицире, çар хĕсметĕнче вăй хуракан Хĕрсен кăçал ĕç ăнать. Суту-илӳ, строительство килĕшĕвĕсене алă пусма питĕ меллĕ Тигр çулĕнче.
Операци хыççăн тăванăрсен, çывăх çыннăрсен сывлăх хавшама пултарать. Хĕр тăтăшах ывăннине туйĕ, пуç ыратни, тахикарди аптратĕ. Енчен те сире санатори сиплевĕ кирлĕ-тĕк, çуркуннене планлăр. Аннĕр енчен юн тымар системипе чирлекенсем пулнă-тăк, сабельник настойкипе яппун софорипе сипленĕр.
ТАРАСА 23.IX – 22.X
2010 çулта кил-çуртра юсав ирттерме лайăх. Хăш чух Тарасасем таврари çынсене кутăнлăхĕпе тарăхтарĕç. Тараса-арçынсен кăçал кĕске романсем пулĕç. Тараса-хĕрсем кăçал çемье çавăрасси иккĕленӳллĕ. Çемьеллĕ Тарасасем мăшăрĕсенчен ывăнни сисĕнет, айккинелле кайма та пултараççĕ. Çул çӳреве тухни килти кăткăс хутшăнусене мирлĕн татса пама пулăшĕ.
Тарасасем кăçал çынсемпе усăллă çыхăнусем тума пĕлеççĕ. Çакă çитĕнсе пыракан ачисене çынна кăларнă çĕрте питĕ пулăшĕ. 40 çултан иртнĕ Тарасасен ывăлĕ телейлĕ пулăмпа савăнтарĕ, тен, ачи çуралĕ. 2010 çулта Тараса карьера тума пултарать. Тараса-ӳнерçĕсем кăçал чапа тухма пултараççĕ.
Шала кайнă чирсем аптратма пултараççĕ, лайăх витаминсем ĕçсе профилактика ирттерĕр. Санаторие кайса килни сирĕншĕн питĕ усăллă пулĕ.
СКОРПИОН 23.X – 21.XI
Сирĕн кăçал интереслĕ лару-тăрусем пайтах пулаççĕ. Ăнăçăва тытас тесен килтен аяккарах каймалла. Ялан лайăх паллăпа вĕренекен Скорпионсен вĕренӳре йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Тигр çулĕнче Скорпионсем ытти чухнехинчен хăюллăрах, харсăртарах пулĕç. Кăçал сирĕншĕн никама пăхăнманлăх темрен хаклă.
Кăçал çăмăлттайла хăтланасси сирĕн йăлана кĕрет теме пулать. Чипер ĕçтешпе çывăхланма ăнтăлатăр. Анчах юратупа секса арпаштарма кирлĕ мар. Скорпионшăн 2010 çул çемьере кăткăс иртет.
Скорпионсен кăçал çуралнă ачисем ашшĕ-амăшнĕ канăçлăх кӳрĕç. Çитĕннĕ ачăрсем чикĕ леш енне ĕçлеме е вĕренме каясшăн-тăк, ан чарăр. Май пулсан кăçал Скорпионсен чикĕ леш енче çуратмалла.
Плансене шав тӳрлетме тивет. Скорпион интересĕсем пачах çĕнĕ сферăпа çыхăнма пултараççĕ. Курайман ĕçтеш ĕçрен кăларса яма хăтлансан çакă сире питĕ пулăшĕ. Суд ĕçĕсем çуркунне сирĕн майлă вĕçленĕç.
Эсир врачсем патне çӳреме юратмастăр. 2010 çулта сывлăха тĕпчемеллех пулать. Пĕвер, сывлăш çулĕсем «ыйту кăларса тăратма» пултараççĕ.
УХĂÇĂ 22.XI – 21.XII
Пĕр сăмахпа каласан, Тигрпа Ухăçăн чунĕсем пĕр-пĕрне тăван тивеççĕ, çавăнпа 2010 çул сирĕншĕн ăнăçлă пулать. Кĕркуннеччен пит пысăк улшăнусемех пулмаççĕ. Çак çула эсир хăюллăнах кĕтме пултаратăр: çемьере телей, ачасемпе, аçăр-аннĕрпе пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланма пуçлатăр, карьера пусмипе çӳлелле улăхасси… çаксем пурте пурнăçланĕç. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ канăçсăрлантарать-и , пурăнма кĕтес çук-и? Лартăр хăвăр ума тĕллев, ун патнелле пĕтĕм чунран ăнтăлăр, çулталăк хуçи вара сире ăнăçу кӳрсех тăрĕ. Кăçал сирĕн теветкелленме те юрать, анчах пуçа çухатма кирлĕ мар.
Харкам пурнăçра Ухăçăсен пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Кăçал сирĕн мăшăр пысăк çитĕнӳсем тăвать, сирĕн, Ухăçăн, ăна пур енчен те пулăшса пымалла. Халĕ те авланман, качча кайман Ухăçăсене Тигр мăшăр тупма пулăшĕ, паллах, хăвăрăн та çаврăнăçуллăрах пулмалла.
Ухăçăсем ĕçсĕр кичемленеççĕ, юратман ĕçе пурнăçлама тивсен те çаплах. 2010 çулта сирĕн çакăн пек проблемăсем пулмĕç, пачах урăхла – пур çĕрте те сире ăнăçу кĕтет, интереслĕ çĕнĕ проектсем, карьерăра çутă пуласлăх – йăлт сирĕн валли.
Çитĕнӳ хыççăн васкаса Ухăçăсем вăхăтра апатланма манаççĕ, кăçал вар-хырăм уйрăмах йăваш, çакна астăвăр. Нимĕнле бутерброд, фаст-фуд та ан çийĕр. Талăкра 24 сехет ĕçлени Ухăçăна усă кӳмест, сирĕншĕн ку вăрăма кайнă депрессипе пĕрех пулĕ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ту Качакине Тигр çулĕ çула тухма йыхăрать. Анчах сирĕн тĕплĕн шутласа пуçтарăнмалла мар, ун пек чух плансем арканма пултараççĕ. Ту Качакисен ачисем 2010 çулта ашшĕ-амăшне самай хумхантарĕç. Телее, ытларах чухне савăнтараççĕ. Çитĕннĕ ачасене туй тума, кил-çуртне хăтлăх кĕртме пулăшмалла пулать.
Çакăн пек çулсенче Ту Качакисен укçа-тенкĕ çителĕклех пулать. Перекетлеме пĕлни, «хура кунлăх» укçа пуçтарса пыни тӳрре кăларатех çав. Тигр çулĕ уйрăмах çыракан Ту Качакисене ăнăçу кӳрет: писательсен кĕнекесем тухĕç, журналистсен гонорарĕсем ӳсĕç. Ту Качаки-политиксемшĕ н те çулталăк лайăх иртет.
Вар-хырăм чирĕсем аптратма пултараççĕ, тен, операциех выртма тивĕ. Ту Качаки-арçынсен хĕрарăмсене тимлемелле – арăмĕ е тăванĕ чирлесе ӳкме пултараççĕ; тепĕр самант – хирĕçсе-çапăçса суранланни.
ШЫВТĂКАН 21.I – 18.II
Кăçал эсир час-часах çула тухатăр, чылайăшĕ çемье ĕçĕсемпе е пурлăхпа çыхăннă. Çӳре-çӳре пурăнмалли вырăна та улăштарма пултаратăр. Института кĕме хатĕрленекенсемшĕн çулталăк ăнăçлă пулать. Командăра ĕçлеме пĕлекен Шывтăкансене уйрăмах пысăк çитĕнӳ кĕтет. Тигр çулталăкĕнче юлташăрсенчен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар сирĕн.
Шывтăкансем ачисен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрĕç. Телее, ачисем вĕсене савăнтарĕç, вĕренӳре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырĕç. Ачасăр Шывтăкансен кăçал атте-анне пулас килĕ. Тен, сирĕн çемье хăвăрăн ача çуралнипе мар, мĕнле-тĕр урăхла майпа ӳсĕ.
2010 çулта интеллект ĕçĕпе тăрăшакансен ăнăçу пулать. Эсир хăвăр ăс-тăнпа пысăк укçа ĕçлесе илеетĕр. Тен, эсир ĕç вырăнне те улăштарăр кăçал. Тигр çулĕнче Шывтăканăн сывлăхшăн хăрамалла мар. Пĕтĕмĕшле илсен йăлт йĕркеллĕ. Чăн та, шыçă процесĕсем аптратма пултараççĕ, анчах хăйĕн сывлăхне сăнаса тăраканăн кун пекки пулмасть. Енчен те эсир пластика операцине тума ĕмĕтленеттĕрччĕ – тархасшăн, 2010 çулта вăл ăнăçлă иртĕ. Бассейна çӳрени, уçă сывлăшра утса çӳрени сирĕншĕн питĕ усăллă пулĕ. Енчен те Шывтăкан тахçантанпа йывăр чирпе асапланнă – вăл тĕлĕнмелле хăвăрт сывалать.
ПУЛĂСЕМ 19.II – 20.III
Пулăсен шăпинче кăçал телейлĕ улшăнусем пулаççĕ. Çулталăкăн чи пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ çемьепе çыхăннă: е хăйсем валли ĕмĕрлĕх пурнăç юлташĕ тупаççĕ, е йăлăхтарса çитернĕ «тылăран» хăтăлатăр. Çемье çавăрма, çурт-йĕр туянма тĕллев лартни 2010 çулта сирĕншĕн чăн-чăн стимул. Хастартарах пулăр, хăвăрăн пултарулăхăра кăтартма вăхăт çитнĕ, енчен те именсе ларатăр – пур шанăçа вĕçертетĕр. Пулăсен илĕртӳлĕхĕ ӳсет, вĕсем патне çынсем туртăнаççĕ. Апла пулин те хăвăрăн усăллă канашсемпе, чаплă сĕнӳсемпе кашнин патнех ан пырăр – кама-тăр çакă килĕшмĕ, пулăшу ыйтса пыракансене вара пулăшăр.
Пулăсен 2010 çулта чăмăртаннă çемйи телейлĕ, çирĕп пулĕ. Çак сăмахсем Пулăсене-хĕрсене тӳррĕнех пырса тивет. Çемьеллĕ Пулăсем мăшăрне çухатасран самай шикленĕç.
Кăçал тимлĕ Пулăсем-атте-аннесе м ачисен проблемисем çинчен вăхăтлăха «манĕç». Хăвăра-хăвăр ан ятлăр, харăсах карьера тума, ача-пăча пăхма, укçа ĕçлесе илме çăмăл мар. Тепĕр енчен – çакăн пек лару-тăру ачăрсене яваплăха вĕрентет.
Экономика лару-тăрăвĕ тĕрлĕ пулĕ, Пулăсен вара – яланах аван пулĕ. Обществăлла мероприятисене хастар хутшăнăр, çын умĕнче пулма тăрăшăр. Çак тапхăрта урăх ĕçе куçма меллĕ пулĕ. Хăйĕн ĕçне уçма шут тытнă Пулăсене Тигр пулăшать.
Çăлтăрсем сирĕн пата укçа çырма юхса килессе систереççĕ-и? Питĕ аван, сывлăха профилактика тума уйăрса хăварăр. Шăнса пăсăлма пултаратăр, шыçă чирĕсем аптратĕç, суранланас хăрушлăх та пур. Хăраса ӳкме кирлĕ мар, иммунитета çирĕплетмелле тата диетăна пăхăнмалла.
 
: 1056, Хаçат: 1 (835), Категори: Гороскоп

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: