Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чĕмпĕр – чăвашсемшĕн сăваплă çĕр. И.Я.Яковлев уçнă тата ĕçленĕ «университетра» чăвашсен профессиллĕ музыкипе сăнарлă ӳнерĕ пуçланнă, чăваш гуманитари пĕлĕвĕсен никĕсĕ хывăннă, тăван литературăмăр амаланнă, куçару ăсталăхĕ аталаннă. Чăваш хорĕ те, опери те çакăнтах тĕвĕленнĕ. Мĕн чухлĕ паллă çын тухман-ши кунтан? Пĕрремĕш чăваш журналисчĕсем те çак йышранах тухнă. Вĕсем Н.Никольский Хусанта 1906 çулта уçнă «Хыпар» хаçатра ĕçлеме пуçланă.
Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăвашла хаçат кăларас шухăш та XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пулнă. Паллă чăваш этнографĕ, çыравçи И.Юркин 1899 çулта пичет енĕпе ĕçлекен тĕп управленирен «Пулхар» ятлă хаçат кăларма ирĕк ыйтнă, анчах ăна хирĕçленĕ.
И.Юркин чăваш усламçисенчен те пулăшу ыйтса пăхнă – усси пулман. Хăш енчен те пулин пулăшу пулнă-тăк, пĕрремĕш чăваш хаçачĕ Чĕмпĕрте тухмаллаччĕ. Çак шухăша Николай Никольский пурнăçлайнă, 1906 çулта Хусанта вăл «Хыпар» ятлă чăваш хаçатне кăларма пуçлать. Чăвашсен «Çĕнĕ пурнăç» хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ Чĕмпĕрте 1918 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче тухнă. Кăлараканĕ – Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăха вĕрентес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссариачĕ. Пĕрремĕш редакторĕ – кĕпĕрнери çутĕç пайĕнчи чăваш уйрăмĕн инструкторĕ Степан Авксентьев-Лашман. Вăл Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Патирек ялĕнче çуралнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Хаçат пурĕ 137 номер пичетленнĕ. 1920 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче ун юлашки номерĕ тухнă. Ку хаçат ĕçне И.Юркин хастар хутшăннă. Çеçпĕл Мишши те хăйĕн «Иртнĕ самана» сăввине пичетленĕ.
Чĕмпĕрте çаплах пĕр хушă «Çутталла» (1920), «Хĕрлĕ салтак» (1919) хаçатсем чăвашла тухса тăнă. «Чухăнсен сасси» ятлă çар хаçачĕ те пĕр вăхăт Чĕмпĕрте пичетленнĕ. Çак хаçатсем хупăннă хыççăн Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăваш пичечĕ сӳнет (1920-1921 çулсенче «Атăл юрри» журналăн (редакторĕ Александр Милли) икĕ номерне шута илмесен).
1956 çулта чапа тухнă И.Я.Яковлев шкулне облĕçтăвком йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн хупса лартаççĕ. Пирĕн тăрăхра чăваш чĕлхи вăйсăрланса пырать. Чăвашсене ирĕксĕрех вырăслатаççĕ.
1980 çулсен варринчи çĕнĕ тапхăр варкăшĕ Чĕмпĕр чăвашĕсемшĕн те ăшă хыпар, савăнăç илсе çитерчĕ. 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Чĕмпĕрте «Канаш» ятлă чăвашла хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухрĕ. Унăн учредителĕсем – КПСС Ульяновск обкомĕ, халăх депутачĕсен облаçри Канашĕ тата облаçри чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществи. Тиражĕ – 2000 экземпляр.
Хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Валериан Федорович Ромашкин (Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ) пулнă. Вăл маларах Чăнлă районĕн «Коммунизм çути» хаçатне ертсе пынă. 2002 çултанпа тĕп редакторта Николай Николаевич Ларионов ĕçлет, РФ Писательсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ. Вăл Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă.
Малтанхи тата хальхи утăмсем
«Канаш» хаçат – Чĕмпĕр чăвашĕсен çĕнĕ саманари пурнăç летопиçĕн тĕкĕрĕ. Чăваш наци юхăмĕнче пулса иртекен, иртнĕ событисем (ĕçсем, пулăмсем) пĕтĕмпех кунта сăнланаççĕ. Чĕмпĕрте чăвашсем сахал мар. Çĕнĕ çырав тăрăх облаçра 111 пин чăваш пурăнать.
Халăхĕ пур пулсан ун культури те, аталанăвĕ те пур. Апла çырмалли темăсем те çуралсах тăраççĕ. Массăлла хыпар хатĕрĕн тĕп тĕллевĕ – хыпара халăха çитересси, пĕр-пĕрне хутшăнма пулăшасси. Анчах наци хаçачĕ патшалăх пулăшăвĕсĕр пурăнаймасть. Дотацисем çырăнтару хакне пĕр шайра тытса тăма пулăшаççĕ, унсăрăн çырăнса илекенсене йывăр пулать. Пирĕн пĕтĕм пурнăçа укçапа, услампа çеç виçейместĕн. Наци хаçачĕсене кăларас ĕçре нумай укçа тăваймастăн, пачах урăхла, укçа енчен пăхсан вĕсем тăкаклă. Анчах та кунта Раççей Конституцине, «Чĕлхе çинчен» саккуна пурнăçа кĕртесси, регионри тăнăçлăха сыхласа хăварасси чи малта тăмалла. «Канаш» хаçатăн ĕçĕ чăннипех анлă: сапаланма пуçланă ентешĕмĕрсене пĕр чăмăра пуçтарасси. Хăйĕн малтанхи ĕçне вăл пурнăçларĕ, авалхи çепĕç чĕлхине, культурине аталантармалла тесе пире сăмахпа ĕнентерчĕ. «Канаш» пичет уйĕнче хăй вырăнне тупса çирĕпленчĕ.
Наци ăнланăвне аталантарас ĕçре те хаçат тӳпи пысăк. Ун йĕри-тавра вырăнти чăвашсен чăн-чăн элити, интеллигенцийĕ пуçтарăннă.
Вĕрентӳ, культура ĕçĕсене йĕркелесе пыма халĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ общество, «Канаш» хаçат пур. Вĕсем йĕркелемесĕр, хутшăнмасăр, çутатмасăр облаçра пĕр культура мероприятийĕ те иртмест.
1997 çулта хаçат çумĕнче «Шевле» литпĕрлешӳ ĕçлеме пуçларĕ. Вăл илемлĕ сăмаха юратакансене пĕрлештерет. Кĕске вăхăтрах вĕсем «Шевле çути» альманах кăларма пултарчĕç. Çаплах 1920-1921 çулсенче Чĕмпĕрте тухса тăнă «Атăл юрри» журнала çĕнĕрен чĕртрĕç. «Шевле» ĕçлеме пуçланăранпа РФ Писательсен союзне вунă çын ытла кĕчĕ. Хаçат ĕçченĕсем тăрăшнипе вырăнти чăваш авторĕсем 60 кĕнеке ытла кăларнă.
Хаçат урлă пултаруллă чăваш ӳнерçисем, скульпторĕсем, вĕрентӳçисем, усламçисем, таврапĕлӳçисем, пуçлăхĕсем пирки те пĕлме пултартăмăр.
Хаçат кăларма тыттăннин тĕллевĕ тăван чĕлхене манма, пăрçа пек сапаланма пуçланă халăхăмăра пĕр чăмăра пуçтарасси, чăваш сăмахне уççăн янратса хамăрта мăнаçлăх туйăмĕ çуратасси.
«Канаш» девизĕ – «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар». Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухнă. Пĕрремĕш страница тăрринче «Çĕнĕ çул ячĕпе сире, юлташсем!» тесе пысăк сас паллисемпе çырса хунă. Хаçата никĕслекенсем ытарлăх мелĕпе усă курнă. 1990 çул çеç мар, Чĕмпĕр чăвашĕсен çĕнĕ çулĕ, тапхăрĕ, самани çитнине пĕлтерет ку. «Канаш» хаçата йĕркелесе ярас ĕçре И.С.Кирюшкин (Ульяновск облаçĕнчи Çинкĕл районне кĕрекен Ялавăрта çуралса ӳснĕ) ертсе пыракан Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществи нумай тăрăшнă. Çак ĕçе хастар хутшăннисен хушшинче: А.М.Богатов, А.Ф.Ермилов-Юман, П.П.Ургалкин, А.К.Падиаров, В.М.Репин, В.Г.Елагин, А.Н.Каштанова, А.Н.Разубаев, А.М.Цыганов, М.Н.Юхма, А.А.Алексеев, А.Г.Пешне тата ыттисем.
Хаçатăн паянхи сăн-сăпачĕ
Паян «Канаш» хаçатăн учредителĕ – Ульяновск облаçĕнчи массăлла коммуникацисен департаменчĕ. Ултă çынран тăракан творчество ушкăнĕ тăрăшса ăнăçлă ĕçлет тесе çирĕплетсех калама пулать. Журналистсем – филологи тата журналистика енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ. «Канаш» хаçат ĕçченĕсем – РФ Журналистсен союзĕн членĕсем, иккĕшĕ – РФ Писательсен союзĕн членĕсем. Ĕçлекенсен вăтам çулĕ – 48.
Хаçат редакцийĕ Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн тата Чăваш халăхĕн çамрăксен Альпăрт Канаш ячĕллĕ премийĕсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне «Канаш» облаçри массăлла хыпар хатĕрĕсен хушшинче ирттерекен тĕрлĕ конкурссен призерĕ, 2009 çулта Чăваш наци конгресĕн грамотине тивĕçрĕ.
«Канаш» хаçатăн наци ăнланăвне аталантарас ĕçри вырăнĕ – иксĕлми. Эрнере пĕр хутчен тухакан 8 страницăллă хаçат. Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăвашсен пурнăçне, ĕçне-хĕлне çутатать, мĕнпур мероприяти çинчен тулли информаци парать, кӳршĕсен ăнăçăвĕсемшĕн савăнать. Пирĕн хаçат – пултаруллă вулакансен хайлавĕсене пичетлемелли чи меллĕ хатĕр. Редакцие килекен пĕр çыру та пирĕн тимлĕхсĕр юлмасть. Эпир кашнинех кун çути кăтартма тăрăшатпăр. Çапла майпа хаçат тусĕсен йышĕ кунран кун ӳссе пырать. Штатра тăман чи хастар çыравçăсем 20 çул хушшинче чăваш литературине хаçат урлă кĕрсе хăйсен кĕнекисене кăларма ĕлкĕрчĕç. Хаçат пулман пулсан вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлайман та пулĕччĕç. Хайлавĕсене хаçатра курни вĕсемшĕн хавхалану çăлкуçĕ пулнă.
Чĕмпĕр хулинче тухакан хаçат пысăк ĕç тăвать. Унăн страницисенче кунран кун облаçри чăваш халăхĕн историйĕ çырăнса пырать. Çак вăхăтăн летопиçĕ, кун кĕнеки вăл. Çирĕм çул хушшинче тухнă номерсене пăхатăн та чăннипех тĕлĕнетĕн – мĕн кăна çук-ши кунта, кам çинчен кăна çырни çук-ши?
Очерксемпе тĕрленчĕксене, тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавсене вулакан патне çитерес ĕçре вара «Канаш» корреспонденчĕсен тӳпи пысăк. Туслă, пĕр шухăшлă коллектив тăрăшнипе кĕçнерникунсерен хаçатăн черетлĕ номерĕсем пичетленеççĕ те. Тĕп редакторĕ – Николай Ларионов, яваплă секретарĕ – Валентина Ефимова, çырусен пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Дмитриев, культура пайĕн пуçлăхĕ – Нина Еграшкина, информаци пайĕн пуçлăхĕ Елена Мустаева, реклама менеджерĕ Алена Алексеева (Селиванова) – «Канашăн» паянхи йышĕ. Пултаруллă профессионалсем хаçат интереслĕрех, аванрах, пуянрах, пĕлтерĕшлĕрех пултăр тесе чунĕсене парса ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ çĕре тухса çӳресе тĕлĕнмелле, хăйне евĕр, тăрăшуллă çынсемпе тĕл пулаççĕ. Чĕрĕ материалсем хатĕрлеççĕ. Журналистсен тĕп тĕллевĕ – ахаль çынрах тепри асăрхаман илеме курса çăмăл чĕлхепе тĕрленчĕк çырса кăларасси; çивĕч ыйтусене тишкересси; чăваш уявĕ пирки интереслĕ репортаж хатĕрлесси… Хаçатăн кашни номерĕнчех чăваш тумне тăхăннă çынсен сăнӳкерчĕкĕсене, чăваш йăли-йĕркисемпе уявĕсем çинчен çырнă материалсене куратпăр. Чăваш колоричĕ пулмаллах ĕнтĕ, тĕрĕс. Редакци тĕпелĕнче вăй хунипе çеç çырлахмаççĕ, нумай чăваш пурăнакан районсенче (Чăнлă, Мелекесс, Çинкĕл, Çĕнĕ Малăкла, Ульяновск, Тереньга, Майна) пулса вĕсен пурнăçне тĕплĕн çутатма юратаççĕ. «Инçет вырăнсене тухса çӳресе (Кивĕ Кăлаткă, Барыш, Павловка, Кузоватово, Сăр) аякри тăвансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси те пирĕн тивĕç», – теççĕ канашсем.
Хаçат чĕлхи – вырăнти чăвашсемшĕн ăнланмалла, çăмăл чĕлхе. Ульяновск чăвашĕсем пĕтĕмĕшле илсен литература чĕлхипе пуплеççĕ. Ăнланман сăмахсене вара тĕплĕн ăнлантарас йăла пур. Çавăнпа та «Канаш» хайлавĕсем вĕсен умне нимĕнле йывăрлăх та килсе тăратмаççĕ.
Журналист профессине ытахальтен çеç «туяннă» çынсем кунта нумай тытăнса тăма пултараймаççĕ. Чун туртăмĕ тени кирлех. Çĕр çинчи тĕлĕнмелле професси çыннисене ахальтен мар «тăваттăмĕш власть» теççĕ. Хаçатçăн пĕр вăхăтрах педагог та, психолог та, социолог та, экономист та, культуролог та, кирлех пулсан, артист та, политик та пулмалла. Алăкран кĕртмесен чӳречерен кĕме пĕлмелле. Анчах кирлĕ информацие илме май тупмаллах. Хамăр шухăша вулакансем патне тĕрĕс çитересси – тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Çакна пурнăçларăмăр пулсан – эппин тăрăшни сая кайман. Пире чăвашсем илтнĕ, вуланă, тав тăваççĕ…
 
: 1882, Хаçат: 1 (835), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: