Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă салтаксене лартнă палăксене Грузире сирпĕтсе аркатнă вăхăтра Тутарстанри Тăхăрьялта паттăр ентешĕсене халалласа Асăну хăми уçрĕç. Çĕр ĕçченĕ пуçарнă ырă ĕçе нимĕн те кансĕрлеймест, хаяр сивĕ те палăк уçмалли кун çывхарнă май чакса пычĕ. Декабрĕн 25-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Раккассинче Валентин Андреевич Урташа халалланă стелăна чаплă лару-тăрура уçрĕç.
Мероприятие Пăва муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Рафаэль Абузяров, унăн çумĕ, районти Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Владимир Бабайкин, Хусантан, Шупашкартан, Ульяновскран килнĕ хăнасем, районти чăвашсем пурăнакан ял хутлăхĕн ертӳçисем, культура ĕçченĕсем, таврапĕлӳçĕсем, вĕрентекенсем, Тăхăрьял поэчĕсемпе халăхĕ хутшăнчĕç.
Пысăках мар Раккасси ялĕ варринче тимĕртен эрешлесе тĕрленĕ карта варринче çӳллех те мар, çирĕп, тĕреклĕ палăк ларать. Унта хура гранит çине шурăпа çак вырăнта чăваш поэчĕ, юрăçи, вăрçă паттăрĕ В.А.Урташ çуралса ӳсни çинчен пĕлтерсе çырнă. Ку палăк Тăхăрьял халăхĕ юратнă сăвăçне сума сунин, ĕмĕрлĕхе хăйĕн асĕнче хăварнин пĕлтерĕшĕ. Купаланнă кашни кирпĕчĕнче, тимĕр картан кашни кукринче чăваш халăхĕн чĕринче вырнаçнă юратăвĕн пĕр пайĕ, ăшши вырнаçнă тесен те юрать, мĕншĕн тесен палăк уçма мулне ялсерен пуçтарнă. Элшелĕнчен – 7355 тенкĕ (ертӳçи – В.А.Емельянов), Чăваш Киштекĕнчен – 2180 тенкĕ (ертӳçи И.А.Павлов), Пӳркелĕнчен – 2000 тенкĕ (ертӳçи А.И.Юркин), Шемек ял хутлăхĕнчен – 4000 тенкĕ (ертӳçи Н.Н.Мешков), Хирти Кушкă ял хутлăхне кĕрекен ялсенчен 3771 тенкĕ (ертӳçи В.К.Иванов) пухса панă.
«Урташ юррисем вилмен, вĕсем халĕ халăх чĕринче, асĕнче. Сăвви-юррисем халĕ те ĕçне малалла тăваççĕ: Тăван çĕршывăмăра, чĕлхемĕре, çывăх çыннăмăрсене юратса, хисеплесе пурăнма вĕрентеççĕ, пĕтĕм пурнăçне, ĕмĕтне, халăх кун-çулĕпе çыхăнтарнă поэт хăй те манăçмасть», – тесе çырать Василий Цыфаркин В.А.Урташ пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа кăларнă «Юрăпа эп пурнăçа юратрăм» кĕнекинче. Вăл поэт çинчен нумай материалсемпе унăн сăнӳкерчĕкĕсене пуçтарнă. Çак пуянлăха Тăхăрьял музейне парнелесе хăварчĕ.
«Тăхăрьял»– тĕлĕнмелле тăрăх, кунта чаплă çынсем кăна мар, çынна хисеплеме пĕлекен халăх пурăнать. Урташ – чăваш сăмахĕн асамçи, пире хальхи пурнăçра çавăн пек çынсем çитмеççĕ. Ăна асăнса палăк лартни çав тери паха. Урташ вăл Урташ. Ăна сăмах каласа ӳстерме те, чакарма та çук. Сиртен вĕренмелли нумай пирĕн. Ку енне ытларах килме тăрăшăпăр», – терĕ Шупашкартан килнĕ чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи Сергей Павлов. Ял хутлăхĕн, районăн ертӳçисем саламласа сăмах каланă хыççăн уяв ялти клубра тăсăлчĕ. Ăна Евгений Афанасьев таврапĕлӳçĕпе Наталья Охотина вĕрентекен илсе пычĕç. «Укăлча умĕнче шурă хурăн» юрă композицийĕпе пуçланчĕ асаилӳсемпе, концерт номерĕсемпе илемлетнĕ, ăшăлăхĕпе нихçанхинчен лайăх уяв. Сцена çинчен çак кун В.Урташ сăвви-юрри янăрарĕ, залта ларакан халăх та юратнă юрăсене юрламасăр тӳсеймерĕ.
«Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев Валентин Урташ çырнă сăвă йĕркисем ачаранах манăçми пулса тăни çинчен каларĕ. Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ чухне В.Урташ çивĕч сăмахĕсенчен ертӳçĕсем, тӳре-шарасем хăраса тăнă. Валентин Андреевич килессе пĕлсен тарса пытаннисене те калаçаççĕ халăхра. «Эпир Урташ ĕçне малалла тăсма тăрăшатпăр, йĕплес-чĕпĕтес тесен, камран тĕслĕх илмелли пур», – терĕ редактор «Сувар» çырăнакансене тĕрĕс суйлав тунăшăн тав сăмахĕ каланă май.
Николай Зимин поэт: «Ку палăк хăйĕн юратăвне, туйăмне, сăвă-юрă çырса парнеленĕ поэта кăна мар, ку палăк вăрçăра аманнă, сусăрланнă фронтовикпа унăн вăрçăран таврăннă е таврăнайман юлташĕсене те асăнса уçнă палăк тесе шутлатăп. Пурăннă чухне В.Урташа чăваш халăх поэчĕ ята паман. Пур паян пирĕн «халăх поэчĕ» ята илнĕ сăвăçсем, анчах вĕсен сăввисене юрра хывма мар, пăхмасăр пĕлекен те çук пулĕ. Анчах указпа çак ята илни кирлĕ-и? Валентин Урташа пĕтĕм чăваш тĕнчи пĕлсе, юратса тăнă, ăна халăх поэчĕ вырăнне хунă», – терĕ Раççей тата Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Чăваш Республикинчи Культура министерстви çак ĕçе хутшăнайманшăн питĕ пăшăрханнине пĕлтерчĕ Николай Трофимович.
Тăхăрьял поэчĕсем хăйсене çырма хавхалантарса тăнă поэта халалласа хайланă сăввисене вуларĕç, тĕлпулăвĕсене аса илсе калаçрĕç.
Валериан Ашкеров поэт Урташра сăмах туйăмĕ, сăмаха чухлас вăй питĕ аталаннине палăртрĕ. 1973 çулта ака уйăхĕнчи юлашки тĕлпулăвне аса илчĕ сăвăç. «Эпĕ тăвансемпе, тăван ялпа сывпуллашма килтĕм, хам тĕнчерен уйрăласса сисетĕп», – тенĕ ун чухне Урташ тусĕпе те сывпуллашса.
Николай Дворов та хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Çак палăка уçнă çĕрте тӳпи пысăк пулчĕ унăн. Миçе хут хутланчĕ-ши Шемекпе Раккасси хушши. Ĕç çинчен шухăшланă каçсенче çĕнĕ сăвăсем çуралнă.
Анатолий Малышев: «Урташ пурăннă çулсенче ертӳçĕсемпе те, чиновниксемпе, пит килĕштереймен. Чĕлхине пулах чăваш писателĕсен пĕрлешĕвне те кайран, вилес умĕн кăна илчĕç». Шухăшĕсене пĕтĕмлетсе çапла каларĕ:
Эх, чăвашсем!
Сăвăçсене сума сума пĕлетĕр эсир!
Сыв чух çынна хисеплемесĕр,
Вилсен – мухтав палли тума!
Михаил Вериялов таврапĕлӳçĕ чăваш тĕнчипе çыхăннă паллă ятсене асăну хăмисем уçасси малалла пыни çинчен каларĕ. Унăн шучĕпе тата çакнашкал 30 яхăн ĕç тăвасси пур.
«Тăхăрьял халăхĕ хăй тытăнса тăрăшман пулсан çак палăк пулмастчĕ. Кун пек чаплă палăк районта пĕрремĕш. Ĕçлес ĕçсем тата пур-ха, малашне те çапла хамăра хамăр сума суса пурăнар. Пирĕн халсем пур, пĕрле эпир темĕн те тăваятпăр», – терĕ вăл.
Уявра В.Урташăн çывăх тăванĕсем те хутшăнчĕç. Ульяновск хулинчен куккăшĕн палăкĕ умĕнче пуç туйма Улька ятлă йăмăкĕн виçĕ хĕрĕ килчĕç. Аслă пиччĕшĕн хĕрĕ Е.Л.Петрова нумай çул хушши Раккасси шкулĕнче вĕрентекен, директор пулса ĕçленĕ. Куккăшĕ çинчен ăшшăн аса илсе калаçнă хыççăн, хăй çырнă сăввине вуласа пачĕ.
Çак ялта çуралса ӳснĕ, «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Анатолий Тимофеев Раккасси шкулне Урташ ятне пама сĕнчĕ. Çак савăнăçлă пуху ятĕнчен Чăваш Республикин Президент Аппаратне Валентин Урташа Чăваш халăх поэчĕн ятне пама ыйтса çырасси çинчен шухăш пачĕ. Урташ фондне йĕркелесси çинчен каланине те халăх хапăл туса йышăнчĕ.
Мĕнле ĕç те ĕçлемесĕр ӳсĕнмест. Çут çанталăк иртĕнчĕкĕсене те, раштав сиввисене те пăхăнмарĕç тăхăрьялсем. В.Мамакин, В.Садовников, Н.Львов, Ю.Силин, А.Нестеров, А.Морозов, В.Осипов, Н.Степанидин строительсен бригади кăвайт чĕртсе ĕçлесен те ĕçе вăхăтра, маçтăрла тирпейлĕ вĕçлеме тăрăшрĕ. Халăх, поэтăн тăванĕсем Пăва муниципаллă район ертӳçине Р.Х.Абузярова, Чернов ячĕллĕ агрофирма ертӳçине Р.Р.Гисматова, Пăвари машинăсем тăвакан завод ертӳçипе А.А.Никифоровпа тимĕрçĕ цехĕнче тăрăшакансене, çурт-йĕр тăвакан компанийĕн ертӳçине Ю.П.Чернова, Элшел ялĕнче пурăнакан Ю.Е.Антонов усламçа тав сăмахĕсем калаççĕ. Ĕлĕк ваттисем каларăшле: «Пуçĕсене – сывлăх, мулĕсене – перекет!»
Пысăк ĕç пулчĕ. Мухтавлă. Чаплă. Сумлă ĕç. Пуçарса яраканĕ – Элшел ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Ульяновск облаçĕнчи Нагаткино поселокĕнче пурăнакан Владимир Дедушкин. Элшел ял хутлăхĕн ертӳçине В.А.Емельянова, Тăхăрьял музейĕн директорне Е.И.Афанасьева,ЧНКЦ ертӳçине В.П.Бабайкина, Раккассинчи тĕп пĕлӳ паракан шкулти вĕренекенсен коллективне, вĕренекенсене те, культура ĕçченĕсене, пурне те çĕнĕ çулта çĕнĕ савăнăçсемпе çĕнĕ туйăмсемпе ырлăх курса сывлăхпа пурăнма сунатпăр.
«Юрăçа вилĕм тивмест», – тенĕ В.Урташ. Уçă та витĕмлĕ сассипе вăл хăйĕн юррисене артист пекех юрланă. Поэтăн вилĕмĕ – пурнăç тăсăмĕ пулчĕ.
Юрăпа эп пурнăçа юратрăм,
Юрăпа сыватрăм сурана.
Юрăпа эп ăраскал шăратрăм,
Юрăпа юратчăрччĕç мана.
 
: 2473, Хаçат: 1 (835), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: