Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (05.08.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ырă кун, вулакан! 2010 çулта пуçласа тĕл пулатпăр, паллах, хальлĕхе куçа-куçăн мар, хаçат страницисенче. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хаçата çырăнакансемпе пĕрле кашни эрнекун çивĕч ыйтусене сӳтсе явăпăр, республика, Раççей хыпарĕсене пĕлтерĕпĕр, лайăх сăвă-калавпа, ятарлă страницăсемпе савăнтарăпăр. Пĕр сăмахпа, ниме пăхмасăр эпир кăçал та пĕрле.
Вулаканпа хаçатăн туслăхне çирĕплетме пулăшнă юлташăмăрсене, вырăнти почта уйрăмĕсен пуçлăхĕсене, уйрăмах почтальонкăсене, тав тумасăр чун чăтмасть. Аксу районĕн почта пуçлăхĕ Татьяна Александровна Попова декабрĕн 21-мĕшĕнче шăнкăравласа: «Аксу районĕ «Сувар» хаçата çырăнтарас плана тултарчĕ. Раиса Васильева (Савгачево почта уйрăмĕ), Людмила Ильина (Емелькино), Елизавета Титова (Кивĕ Ӳсел) почтальонкăсем çырăнтару кампанийĕнче чи хастаррисем пулчĕç», – тесе пĕлтерсенех эпир çил-тăмана пăхмасăр çула тухрăмăр.
Пирĕн пĕрремĕш чарăну – Савгачево çыхăну уйрăмĕ. Ак, тамаша, почта пуш-пушах! Унăн пуçлăхĕ Светлана Семенова çеç хăй ĕç вырăнĕнче ларать. «Ĕçлемеççĕ-ши?» – вĕлтлетрĕ пуçра пĕрремĕш шухăш. Çук, ĕçлеççĕ, эпир çеç ытла ир çитнĕ иккен, ара, почта машини килмесĕр почтальонкăн почтăра ларнин усси çук.
– Раиса Васильева ĕçе килме тухнă ĕнтĕ, çитсе ĕлкĕреймерĕ çеç, – лару-тăрăва уçăмлатать почта пуçлăхĕ. Ара, Раиса Витальевнăн почта уйрăмне çитиччен 7 километр утмалла-çке. Хăй вăл Заря поселокĕнче пурăнать, хаçат-журнала Саврăшпуç ялĕнче салатать, тĕп кантурĕ Савгачевăра. Çапларах унăн кулленхи маршручĕ. «Сувар» хаçата çырăнтарас енĕпе те вăл кунта чи маттурри-мĕн. Почта уйрăмĕ пĕтĕмпе хаçата пурĕ 120 экземпляр çырăнтарнă пулсан, 50-шĕ Раиса Витальевнăн ĕç кăтартăвĕ.
– Пытармасăр каласан, почтальонкăсене эпĕ çырăнтару мĕнле ирттермелли пирки каласа та курман, вĕсем хăйсемех пĕлеççĕ. Плана тултарманни хальччен пулман, – ĕçченĕсене мухтать Светлана Михайловна. Шел, Раиса Витальевнăна çав-çавах кĕтсе илеймерĕмĕр, пирĕн ытти ялсене васкамалла. Çавăнпа «Сувар» парнине почта уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Семенова почтальонкăна хăех пама шантарчĕ.
Çиле май вĕçтерсе кĕçех Емелькино почта уйрăмне çитрĕмĕр. Кунта Людмила Ильина хăйне нумай кĕттермерĕ, çамрăк çамрăках çав, почта сумкине йăтса килсе те тăчĕ.
– Люда пирĕн коллективра чи çамрăкки, – пĕлтерет почта пуçлăхĕ Надежда Александровна Ильина. Çамрăк тени опытсăр тени мар-ха вăл. Людăн хут çинчи ĕç стажĕ çеç çулталăка яхăн, пурнăçри – вунă çул ытла. Ара, вăл тивĕçлĕ канăва кайнă Вера Даниловна почтальонкăн хĕрĕ-çке. Амăшне мĕн пĕчĕкрен пулăшма çӳренĕ. Халĕ акă хăй почтальонка. Чăн та, Людмила ĕмĕрĕпех кунта ĕçлеме ĕмĕтленмест-ха, вăл Самарти патшалăх университечĕн 5-мĕш курс студентки, пулас социолог. Почтальон ĕçĕ ăна пулас профессире çав тери пулăшасси иккĕленӳллĕ мар, нумай çул почта валеçекен хĕршĕн çынсемпе хутшăнасси чăрт сурмалăх кăна-çке. Диплом ĕçне те вăл хăй ĕçĕпех çыхăнтарма шутланă, анчах кунти коллективăн штачĕ пĕчĕк пулнипе университет ирĕк паман. Ачаран хăнăхнă ĕç пулнăран-ши е социолога вĕреннĕрен-ши – хĕр «Сувар» хаçата çырăнтарассипе пысăк опытлă ĕçтешĕсенчен те иртсе кайнă. «Анне канашпа пулăшрĕ», – текелерĕ хăй кун пирки. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ ваттисем, Люда та акă пирĕн парнене хăй тăрăшулăхĕпе тивĕçрĕ.
Кивĕ Ӳсел ялĕ район центрĕн тепĕр енче вырнаçнипе эпир унта кăнтăрла тĕлне çеç çитрĕмĕр. Хамăр çапла кая юлнишĕн кăшт именме те тӳр килчĕ. Мĕншĕн тесен почта ĕçченĕсем хĕрӳ ĕçреччĕ. Елизавета Титова почтальонкăн та ĕçĕ çителĕклехчĕ. Апла пулин те ăшшăн кĕтсе илчĕç пире тусăмăрсем.
Елизавета Петровна почтальонкăра 30 çул ытла тăрăшать-мĕн, эппин, унăн та хăйĕн ĕç вăрттăнлăхĕсем çителĕклех, çавăнпа çырăнтару кăтартăвĕ те унăн ĕçтешĕсеннинчен пысăк – 42 экземпляр. Чăн та, вăхăтĕнче 62 экземпляра çитерни те пулнă-ха, анчах çакăн пек шая аннин сăлтавĕ халăх хаçата юратма пăрахнинче мар, çамрăксем яла юлманнинче-мĕн. Ялта та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть-тĕр çав. Апла пулин те Кивĕ Ӳселте виçĕ киле пĕр «Сувар» килсе тăратех. Эппин, эпир пурпĕр пĕрле, ара, килте хаçата çырăнман пулсан, кӳрше каçса вулама пулать-çке.
 
: 1095, Хаçат: 1 (835)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: