Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эпир чăваш ялĕнчи пĕчĕк ачасем вырăсла калаçнине курма хăнăхрăмăр ĕнтĕ, ватă асаннесем шакăлтаттарса Пушкинпа Достоевский чĕлхипе калаçнине вара Спас районĕнчи Яш-Пашьел ялĕнче кăна курма пулать пуль. Кунта пурăнакансем 60 процента яхăн «чăваш» тесе çырăннă пулсан та, ун çинчен районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ тесе калани те чăнлăхпа килĕшсе тăмасть пулмалла.
ЧИ КИРЛИ
Ютран куçса килнĕ чăвашсем кăна тĕнчере тăван чĕлхе те пурри çинчен аса илтереççĕ яшпашьелсене – теччĕсем, элкелсем, ыттисем. Анчах вĕсем нумаях мар, патшалăх чĕлхиллĕ 40 проценчĕн витĕмĕ хăйĕнне тăвать. «Кавказ наци сăнĕллĕ çын» тенĕ пекех кунта та чăваш сăнлă çынсем тăван чĕлхене пĕлмесĕр пĕр-пĕрин хушшинче вырăсла калаçса çӳреççĕ. Шел пулин те, ятарласа чăвашла вĕреннĕ вырăссенчен эпĕ пĕрин çинчен кăна пĕлетĕп – Н.И.Ашмарин. Кунта эп, паллах, вырăсла вĕренмелле мар тесе каласшăн мар, вĕренмелле тата лайăх пĕлмелле – вырăсла та, тутарла та, акăлчанла та – пурнăçра кирлĕ пулать. Анчах чи кирли – хăвăн тăван чĕлхӳне манмалла мар. Çитĕнекеннисем урăх чĕлхене тăван тесе йышăнса пынăран хамăрăнни ял хапхи тĕлне çитиччен мар, тĕпелтен те тухмасть Яш-пашьелĕнче...
ТЫМАРСЕМ
Пăлхара чи çывăх чăваш ялĕ тахçанах йĕркеленнĕ. Тĕрĕсрех каласан вăл Сăвар хули пулнă вырăна çывăхрах. Кӳршĕри Антоновка салине те малтан чăвашсемех йĕркеленĕ, унта çĕр улпучĕсен вăхăтĕнче вырăссем куçса килсен никĕслекенсен йышĕ урăх çĕре куçса ларать. Анчах лешсем пĕчĕккĕн кунта та çитеççĕ. Яш-Пашьел вырăсла – Иж-Борискино. Шкулта вĕрентекенсем каласа панă тăрăх, яла Борис ятлă çын йĕркелесе янă. Кунпа килĕшесех килмест, унсăрăн Яш-Пашьел ят пулман пулĕччĕ. Шел пулин те, вăл ăçтан тухнине пире ăнлантаракан пулмарĕ. Пĕр-пĕр Кивĕ Пашьелĕнчен килсе куçса ларнă-ши кунта чăвашсем – калама йывăр. Çапах сăмах этимологине тишкерсен вăл самай авал йĕркеленнине палăртмалла.
ТĂВАНЛĂХ ЙĔРĔСЕМ
Советсен вăхăтĕнче пилĕк çуллăх хăвăртлăхĕпе вырăсланса пыракан Яш-Пашьелĕнче чăвашла вĕрентмен. Ку тăрăхра ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă вăхăтра Чăваш АССРĕнчен пулăшма тесе 20 яхăн çамрăк доярка килет. Ку 1960-мĕш çулсенче пулса иртнĕ. Чăваш чĕлхи çĕнĕрен ял урамĕсене тухма пуçлать çакăн хыççăн. Хăнасем тăрăшнипе клубри концертсенче, ĕçкĕ-çикĕре кăмăла уçакан чĕвĕл чĕкеç чĕлхи çĕнĕрен янăрама тытăнать. Чăваш Республикин дояркисенчен нумайăшĕ Яш-Пашьелне качча тухса кунтах юлать. Анчах вăл вăхăтри парти политики совет çыннисĕр пуçне урăх нимле наци те курасшăн пулман. Хрущев хушăвĕ хăйĕнне тăвать ку ялта, чăвашлăх каллех пĕчĕккĕн çука тухма пуçлать. Кӳренмелле те, мĕн тăвăн? Çыннăн пурăнмалла вĕт…
ТАШĂ ЧĔЛХИПЕ
Паянхи Яш-Пашьел ватăлса пырать, пушă килсем нумай. Кунта асфальтлă çул кĕрет пулсан та, çĕнĕ çурт лартакансем çукпа пĕрех. Шкулта хĕрĕх ача пĕлӳ илет. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси çинчен калаçма иртерех, çапах пĕлтĕр шкул вĕренекенĕсен пултарулăх конкурсĕнче Яш-Пашьел ачисем чăваш ташши кăтартнă. Хăйсенче чăваш юнĕ пуррине çапларах палăртма шутланă пулмалла вĕсем. Шкулти пĕр класс кĕтесĕнче музей пеккине йĕркеленĕ, унта та чăвашсен авалхи пурнăçĕн йĕрĕсем пур. Шкулăн Пăлхарти тусĕсем ак ĕнтĕ виççĕмĕш çул ăна «Сувар» хаçат çырăнтарса параççĕ. Хальлĕхе ялта урăх чăвашла хаçат илекен çук.
ШАНĂÇ ПУР
Анчах пачах сӳннĕ тесе калама иртерех пек. Пур-ха кунта та Хусанкайпа Иванов чĕлхине упракансем. Вĕсенчен пĕри вырăнти шкула Теччĕ районĕнчен ĕçлеме килнĕ Татьяна Аптрейкина. Вăл иртнĕ çул Нурлатри Уявра «Уяв пики» конкурса хутшăнса Спас районĕн чысне хӳтĕленĕ. Вăлах шкулта пирĕн культурăпа паллаштаракан кружок илсе пырать. Пĕчĕккĕн чĕлхене вĕрентме пуçлас шанăç та çук мар. Мĕншĕн тесен килĕсенче аслисем пĕр-пĕринпе вăрттăн япаласене чăвашлах пăшăлтатнине ачасем каласа панă тăрăх пĕлетпĕр.
Кирлĕ литературăпа, методика хатĕрĕсемпе пулăшма пултаракансем те пур республикăри Чăваш наципе культура автономийĕнче. Пуçлаччăр кăна яш-пашьелсем, тĕрев парăпăр. Тăрăшакана пулăшас килет.
 
: 1017, Хаçат: 1 (835)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: