Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнче «Мухтав орденĕсен» кавалерĕсем нумай, пĕр çын Раççей Геройĕ, ултă çын Совет Союзĕн Геройĕ, сакăр çын ĕç çитĕнĕвĕсемпе паттăрлăх кăтартса «Социализмла Ĕç Геройĕ”» ятсене тивĕçлĕ пулнă. Геройсен кунне халалласа Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта С.Е.Немасева халалласа Асăну хăми уçрĕç. Пĕчĕк чухне ытти ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман ача çак ял шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Упи ял хутлăхĕн, районти ЧНКЦ канашĕн ертӳçисем, шкул ĕçченĕсем Социализмла Ĕç Геройĕ ята илнĕ ентешне ĕмĕрлĕхе ял асĕнче хăварма шутларĕç.
Геройсен кунне раштавăн 9-мĕшĕнче уявлама палăртни ытахальтен мар, çак кун 1769 çулта II Кĕтерне императрица Çветтуй Георгий çĕнтерӳçĕ ячĕллĕ орден кăларнă. Унпа çапăçу хирĕсенче харсăр, хăюллă пулнă çар çыннисене наградăланă. Çак йăла 1917 çулччен сыхланса тăнă. А.Суворовпа М.Кутузов çар ертӳçисем те çак ордена кăкăрĕсем çинче мăнаçланса çакса çӳренĕ. Раççей Федерацине чăн пысăк награда статусне илсе çак орден 2000 çулта таврăннă. Советсен вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ ятне, Мухтав орденĕсене парса çак йăлана тăснă. Раççей Геройĕн ятне офицерсемпе салтаксем паянхи кун та илеççĕ.
Сергей Немасев Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль ялĕнче Егор Алексеевичпа Елена Даниловна Немасевсен çемйинче çуралнă. Иккĕ тултарсан тăлăха юлать Сергей, ашшĕпе амăшĕ чире çĕнтереймесĕр иккĕшĕ те вилсе каяççĕ. Упи ялĕнчи Захаровсен çемйи ачана усрава илет. Салтакран таврăнсан 1953 çулта «Куйбышевгидрострой» комбинатне вĕренме кĕрет. Крановщика вĕренсе тухса мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çак ĕçпе ĕçлет. Сергей Егоровича ĕç çĕклет. Вăл паттăра тухать.
Немасев çинчен тăван тавралăхĕнче нумаях пĕлмен. Шкулти таврапĕлӳ музейĕнчи Н.Н.Куракина ертсе пыракан шырав ушкăнĕ хальхи информаци технологийĕсемпе усă курса Братск хулинче пурăнакан Сергей Егорович ачисемпе çыхăнать. Музейра «Герой-гидростроител ь» ятлă курав йĕркелет. Евгений ятлă мăнукĕ уяв умĕн çыру янă. Унта вăл çак Асăну хăмине уçакансене тав тунă. Кукашшĕ нихăçан та ĕçрен хăраманнине, пурнăçне строительство ĕçне халалланине, ĕмĕрĕ тăршшĕпех тăван енне манманни çинчен çырнă. Сергей Егорович хăйĕн ĕçĕпе Çĕпрел районĕн çыннисен сумне-хисепне те тивĕçлĕ тенĕ вăл. Сергей Егорович 2006 çулта çĕре кĕнĕ, ăна Братск хулинче пытарнă.
Чаплă лару-тăрура Асăну хăми çинчи çивиттине район администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Д.Нагуманов, унăн çумĕ А.Ф.Залялов, районти ЧНКЦ ертӳçи А.Е.Ярухин сирчĕç. Палăка хатĕрлеме укçа-тенкĕ енчен пулăшакансене, «Колос» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорне А.Л.Станкевича тав сăмахĕсем калатпăр, мероприятие хатĕрлекенсене икĕ хут тав. Хастар çынсем пурăнаççĕ кунта. «Хастарсен ĕмĕчĕсем пысăк», – теççĕ. Ку чăнах та çапла.
 
: 1068, Хаçат: 1 (835)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: