Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (31.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вĕçленсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетнĕ май, вăл çăмăл пулманни курăнать. Экономика кризисĕ кашни çынна тенĕ пекех пырса тиврĕ.Чи хăрушши çакăн пек вăхăтра – ĕçсĕрлĕх. Ĕç рынокĕнчи лару-тăру район-хуласенче тĕрлĕрен пулсан та ăмсанмаллиех çук. Ял хуçалăхĕпе пурăнакан Теччĕ тăрăхĕнче те ăна лайăх тесе калама хĕнтерех: ĕçсĕрлĕх шайĕ тăватă процент.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертӳçи В.Торгашов пĕлтернĕ тăрăх, центра 2009 çулта январь уйăхĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен пурĕ 3191çын (вĕсенчен 1379-шĕ ялта пурăнакан) килнĕ, 805-шĕ юридици консультацийĕ илнĕ. Пĕр сăмахпа, центр ĕçченĕсен çулталăкĕпех сывлама та вăхăчĕ пулман. «Пирĕн патран халăх пĕр кун та татăлмасть. Пурне те пулăшма тăрăшатпăр»,– терĕ Владимир Петрович центр ĕçĕ пирки.
Теччĕ – ял хуçалăх районĕ, эппин, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленессине кĕтмелли çук. Чăн та, ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене обществăлла, сезон ĕçĕсене хутшăнтарни ыйтăва вăхăтлăха татса пама пулăшнă-ха. Пĕтĕмпе обществăлла ĕçсене кăна 927 çынна явăçтарнă. Ял хуçалăхсенчи сезон ĕçĕсене хутшăнас текенсем те çителĕклех пулнă.
Ĕçсĕр юлнă 58 çынна методцентр урлă водителе, ЭВМ операторне тата ытти профессие вĕрентнĕ. ТР Министрсен Кабинечĕн «Тутарстан Республикинче нумай çынна ĕçрен кăларас хăрушлăх тухиччен маларах профессилле пĕлӳ парассине йĕркелесси çинчен» Постановленийĕпе килĕшӳллĕн, ĕçсĕр юлас хăрушлăхри 15 çынна вырăнти ял хуçалăх техникумне урăх специальноçа вĕренме янă. Теччĕ тăрăхĕ ял хуçалăх районĕ пулнă май, çак çынсем ытларах ял хуçалăхне кирлĕ профессие алла илнĕ. Çапла вара вĕсенчен 94,8 проценчĕ яланхи ĕçе вырнаçма пултарнă.
Пĕлтĕр июнь уйăхĕнче кризиса хирĕç патшалăх программине йышăнни вара ял хуçалăхĕпе пурăнакан районсемшĕн çăлăнăç унки вырăнĕнчех пулчĕ тесен йăнăш мар-тăр. Ытти районсенче халăха «Самозанятость» программăна хутшăнма ӳкĕтлеме тивнĕ пулсан, Теччĕ тăрăхĕнче пач урăх лару-тăру. Кунти халăх яваплăхран та, йывăрлăхран та хăрамасть. «Самозанятость» программăпа бизнес-плансем хатĕрлесе кредит илнĕ 323 çынран 263-шĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе вырăнти ял хутлăхĕсем тăрăшса ĕçленипе çакăн пек кăтартусем тăваççĕ те теччĕсем. Тĕслĕхрен, Аслă Тарханпуçпа Аслă Ăнă вырăнти ял хутлăхĕсенче – 15-шер, Урюмпа Льяшево ял хутлăхĕсенче 9-10-шар çын «Самозанятость» программăна хутшăннă. Владимир Петрович каланă тăрăх, ку программăна хутшăнас текенсем халĕ те сахал мар, апла пулин те çулталăк вĕçлениччен вĕсен шутне 432 çеç çитермелле пулнă. Заявка паракансем вара тата çĕре яхăн.
Хулара ял хуçалăх техникумĕпе педагогика училищи çуллен çĕр-çĕр специалист вĕрентсе кăлараççĕ. Шел пулин те, вĕсенчен чылайăшĕ валли ĕç рынокĕнче вырăн çук, шăпах вĕсем ĕçсĕррисен шутне чи малтан лекеççĕ те. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 443 ĕçсĕр çын учетра тăнă. Вĕсене хăçан тата мĕнле ĕçе вырнаçтарасси хальлĕхе паллă мар. Владимир Петрович каланă тăрăх, ĕçсĕррисен ыйтăвĕпе вĕсем кашни кун ĕçлеççĕ, 2010 çулта тĕрлĕ шайри программа йышăнасса шанаççĕ.
 
: 923, Хаçат: 1 (835)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: