Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (05.08.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хаклă вулакансем! Сире пурне те Çĕнĕ 2010 çул ячĕпе хĕрӳллĕн саламлатпăр! Тутарстанри чăвашсен хаçачĕпе пĕрле тепĕр вăхăт картлашки урлă каçрăр эсир. Хаçата пĕрремĕш хут куракан çĕнĕ вулакансене те салам сăмахĕ калас килет, республикăри районсемсĕр пуçне «Сувара» Пушкăртстанри Тулбазынче, Кармаскалта, Салаватра, Мелеузра, Ĕпхӳре, Самар облаçĕнчи Сергиевскра, Тольяттире, Шунталта, Удмуртири Воткинскра, Ульяновск облаçĕнчи Димитровградра, Ишеевкăра, Чĕмпĕрте, Чăваш Республикинчи Шупашкарта, Елчĕкре, Çĕрпӳре, Екатеринбургра, Мускавра тата ентешсем пурăнакан ытти вырăнсенче çырăнса илеççĕ. Сирĕн суйлавăр йăнăш пулмĕ тесе шантарас килет.
Хăш-пĕрисем «Сувар» хаçатăн ячĕ мĕне пĕлтернине, тен, пĕлмеççĕ-тĕр. Ăнлантарар. Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн тăван халăха ĕлĕк сăвар тесе чĕннĕ. Пăлхар патшалăхĕнче Сăвар хули пулнă. Хамăр халăха мăн несĕлсем çинчен аса илтерсе эпир 1993 çултанпа тăван чĕлхепе «Сувар» ятлă хаçат кăларатпăр.
Пире ку ĕçре пулăшса пыракансен шучĕ ӳсни питĕ савăнтарать, малалла та аталанма вăй-хăват хушать. Тăван ялĕсенчи ватăсене, вĕренекенсене пирĕн хаçата парне туса çулсерен çырăнтарса паракансене ятран асăнса тав сăмахĕ калас килет. Пархатарлă ĕç тăватăр эсир, çынсем çакна манмĕç: Анатолий Константинович Самаренкин (Аксу районĕ), Николай Николаевич Сергеев (Теччĕ районĕ), Александр Александрович Никифоров (Çĕпрел районĕ), Сергей Ильич Серендеев (Çарăмсан районĕ), Сергей Михайлович Малышев (Пĕкĕлме районĕ), Николай Ремович Абруков (Аксу районĕ), Геннадий Михайлович Волостнов (Элкел районĕ) тата ыттисем те. Çĕнĕ çул лотерейи ирттерме Хусанти «Юрам-Консалт» ООО директорĕ Александр Николаевич Саиткин пулăшать. Районсенчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсене, почта ĕçченĕсене хаçата халăхра сарас ĕçре пулăшнăшăн пурне те тавтапуç. Сирĕн пурнăçăрта ырри ан пĕттĕр, япăххи ан пултăр!
Ку çулталăк çĕнĕ тĕрĕслевсем хатĕрлет. Çĕршывра черетлĕ перепись вăхăчĕ çывхарса килет. Вăл пирĕнни пек халăхсемшĕн историлле тĕрĕслев пулать, çак кăтартусене пăхса патшалăхра малашне наци политикине илсе пырĕç тесе шутлатăп. Çавăнпа та перепиçе хутшăнса пирĕн çине тăрсах хамăрăн наци уйрăмлăхне палăртмалла, çырса çӳрекенсем ку ыйтăва хускатмасан та. Пăрăнас марччĕ тăван халăхпа чĕлхерен, вĕсен малашлăхĕ пирки шутласчĕ.
Укçасăрлăх тапхăрĕнче, ĕçсĕрлĕх вăхăтĕнче çынна пурнăçра хăй вырăнне тупма çăмăл мар, паллах, уйрăмах çамрăксене. Хальхи çынсем каларăшле, кризис – вăйлисен вăхăчĕ. Нимĕн те ĕçлемесен, нимĕн те пулмасть. Çине тăрса тăрăшакансене çеç ăнăçу аллине тăсать. Çак çăмăл мар вăхăтра пирĕнпе юнашар пурăнакан ватăсене, ветерансене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине çĕнтерӳпе вĕçленĕренпе 65 çул çитнĕ çулталăкра пушшех те. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра.
Ентешĕмĕрсем! Енчен те 2009 çулта пирĕнпе пулса иртнĕ мĕнпур кăмăлсăр япалана – йывăрлăхсене, ӳпкелешнине, харкашнине, киревсĕрлĕхе, кĕвĕçнине, ăмсаннине тата ытти начара – кăларса пăрахсан, асра иртнĕ çул пирки чи кăмăллă та ăшă туйăмсем çеç юлĕç тесе шутлатăп. Атьăр эпир вăл çула шăпах çавăн пек астуса юлар, ун чухне ку çулталăк иртнинчен тата лайăхрах пулĕ.
 
: 1155, Хаçат: 1 (835)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: