Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2010 çул – Сарă (е Металл) Тигр çулĕ. Февралĕн 14-мĕшĕнче вăл иртсе пыракан Вăкăр çулне ылмаштарать. Çак кун тата тепĕр уяв – Çветтуй Валентин е юратакансен кунĕ – пулнине шута илсен çулталăк юрату паллипе иртесси çинчен иккĕленме кирлех те мар-тăр. Анчах та пĕтĕмпех лайăх пултăр тесен Çĕнĕ çула аван хатĕрленсе кĕтсе илмелле.
Сĕтел çи хатĕрлетпĕр
Çĕнĕ çул сĕтелне пӳлĕм варрине лартма тăрăшмалла, ун çине сарă е хĕрлĕрех сарă сĕтел çитти сармалла. Савăт-сапа металтан (кĕмĕлтен пулсан тата аван) е йывăçран пулмалла. Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче çуртасем пулмаллах, тавçăрса илтĕр пуль ĕнтĕ – хĕрлĕрех сарă е сарă тĕслисем. Çавăн пекех йĕкеллĕ хыр лăсси лартма ан манăр, ăна ылтăн тĕслĕ хăюпа илемлетмелле. Паллах, сĕтел çинче тигр (çемçе тетте, сувенир...) кĕлетки лартăр, ракушкăсем, тинĕс чулĕсем пулни те сĕре аван.
Апат-çимĕç пирки калас пулсан – сĕтел çи мĕн чухлĕ пуянрах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Ытларах ашран хатĕрленĕ апат çине витĕм тумалла. Ĕçме таврашĕ сарă-хĕрлĕрех сарă тĕсли пултăр. Пĕр сăмахпа каласан – сĕтел апат-çимĕçпе йăтăнса тăтăр.
Кивĕ çула ăсатнă чух Вăкăра мухтама кирлĕ мар. Ара, Вăкăрпа Тигр тăшмансем вĕт. Легендăра каланă тăрăх, пĕррехинче Вăкăр Тигра çĕнтернĕ те лешне ытти чĕрчунсем умĕнче намăс кăтартнă. Çавăнпа та иртнĕ çула мухтани Çĕнĕ çул хуçине килĕшмĕ.
Пӳрте илемлететпĕр
Çĕнĕ çула кĕтмешкĕн хатĕрленнĕ май пӳрте е хваттере те илем кӳмеллех. Елкăна пуянрах капăрлатмалла, ылтăн тата кĕмĕл тĕслĕ «дождик», бантиксем, хăюсем, шарсем çакмалла. Пӳлĕмре тĕрлĕ çĕре улма-çырла, канфет, мăйăр, ылтăн тĕслĕ хутпа чĕркенĕ шоколадлă «медальсем» тултарнă вазăсем лартса тухмалла.
Малта пыракан
Çитес çул Зодиакăн пур паллишĕн те ăнăçлă пулать, уйрăмах Лаша, Йытă, Аçтаха, Сурăх (Качака), Тигр çулĕнче çуралнисемшĕн. Сăмах май, тĕрлĕ вăхăтра Тигр çулĕнче Дмитрий Донской кнеç, Хаяр Иван тата II Александр патшасем, Карл Маркс, Юрий Андропов, Франци Президенчĕ Шарль де Голль, Людвиг ван Бетховен композитор, Агата Кристи çыравçă, Том Круз, Леонардо ди Каприо актерсем тата ытти паллă çынсем çуралнă.
Тигр яланах ниме пăхмасăр малалла каять. Тигр çулĕнче çуралнă çынсем тĕнче çине идеалист куçĕпе пăхаççĕ. Вĕсем тĕрĕслĕхшĕн кĕрешеççĕ, вăйсăррисене хӳтĕлеççĕ. Хĕвел тухăç астрологийĕнче ку паллă вăйлă туйăмлăха тата тĕрĕслĕхе пĕлтерет.
Пĕтĕмпех аван пулать!
Астрологсен шучĕпе шăпах 2010 çул тĕнче историйĕнче улшăну тапхăрĕ пулма пултарать. Тĕрлĕ çĕршывсенче влаçа халăха ĕнентерме пултаракан çĕнĕ çынсем килеççĕ. Революцисем, катастрофăсем, пĕр-пĕр пулăм кĕтмен çĕртен вĕçленни пулма пултарать. Тĕнчери финанс кризисĕ те майĕпен вĕçленсе пырать, чи япăххи хыçа юлать, пурнăç йĕркене кĕрет.
Килпе çемьешĕн çитес çул ăнăçлă, лăпкă, телейлĕ пулать. Çак çулхи мăшăрланусем çирĕп, çуралакан ачасем питĕ пултаруллă пулаççĕ.
Юрату, тĕрĕслĕх тата чăтăмлăх сунатпăр сире, хаклă вулаканăмăрсем! Халĕ вара Хĕвел тухăç гороскопĕпе паллашар.
ЙĔКЕХӲРЕ (1912, 1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996)
Йĕкехӳрепе Тигрăн пĕрпеклĕхĕ таврара пулса иртекен ĕç-пуçа ӳпкелешмесĕр, çилленмесĕр, кулянмасăр йышăннинче. Апла-тăк сире çĕнĕ «хуçапа» туслашма йывăр мар. Тигр сире хӳтĕлĕ, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшса пырĕ. 2010 çулта Йĕкехӳрен тунă çитĕнӳсем çинчен шутламалла, малашне мĕнле çулпа каяссине палăртмалла. Анчах канмалли çинчен те манмалла мар – çул çӳреве тухсан аван. Йĕкехӳрешĕн çак çул пурăнмалли вырăна улăштармашкăн, тĕп юсав ирттермешкĕн, мăшăрланма ăнăçлă. Сирĕн çемье хушăнма пултарать. 2010 çул сирĕншĕн ют чĕлхе вĕренме те, водитель прави илме те çăмăл пулĕ. Хăш-пĕрисене чикĕ леш енче тупăшлă ĕç сĕнеççĕ, тӳрех «çук» теме ан васкăр. 2011 çул умĕн сирĕн вăй пухмалла халь, ун чух сире пысăк ĕçсем, çĕнĕлле аталану кĕтеççĕ.
ВĂКĂР (1913, 1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997)
2010 çул Вăкăршăн çăмăлах мар: ара, çулталăк хуçипе сирĕн характерсем пачах расна вĕт. Эсир çине тăрса, васкамасăр хăвăр лартнă тĕллеве пурнăçлас тетĕр, ултава чăтма пултараймастăр – çакнашкал ăнтăлу нумай чухне ăнăçу кӳрет. Анчах Металл Тигр хуçаланнă тапхăрта мар: шăпах васкаманлăха кура эсир хăвăрт улшăнса тăракан условисенче ĕмĕтленнине пурнăçласа ĕлкĕреймессе пултаратăр. Вăкăрăн çитес çул логикăна сахалрах пăхăнмалла. Сиксе тухакан ыйтусене хăвăрт, лару-тăрăва кура татса пама вĕренĕр. Кăткăслăхсенчен «пытанса» ан ларăр, унсăрăн кайран ура çине тăма йывăр пулĕ. Пĕр сăмахпа – Вăкăршăн Тигр çулĕ çăмăлах иртмест, теветкелленекенсем кăна çитĕнӳ тума пултарĕç.
ТИГР (1914, 1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998)
Сире саламламалла – сирĕн вăхăт çитрĕ. Шăпа парнелекен пĕр шанăçа та алăран ан вĕçертĕр. 2010 çул – сирĕншĕн пысăк ĕçсем пурнăçа кĕртмелли тапхăр. Эсир çак çул хăвăрта çав тери пысăк хăват пулнине туятăр. Сире çак çул пур çĕрте те ăнăçать, анчах вăй та сахал мар хума тивет. Тен, чуна ыраттаракан улшăнусем те пулĕç, ара, ӳсĕм тени ыратусăр, кулянусăр пулмасть-çке. Чăтмалла, çакăншăн тав сăмахĕ вăрах кĕтме тивмĕ. Тигр хăй «чи-чи» пулнине ĕнентерме пĕлет, нумай ĕçлесе çине тăма пĕлни ăна пысăк ĕçсем тума май парать. Кахалланакан, мăнкăмăлланакан, илме кăмăллакан, анчах пама хăнăхман Тигр ку çул «выляса ярать». Çавăнпа та, Тигр çулĕнче çуралнисем, ăнăçлă вăхăтпа пĕлсе усă курăр. Сирĕн пуйма, чыс-мухтав, юрату çĕнсе илме пĕтĕм май та пур.
КУШАК (КРОЛИК) (1915, 1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999)
Кушакшăн Тигр чăн ăнăçлă çулталăк хуçи мар, ара, вĕсем иккĕш те кушак вĕт, апла-тăк пайламалли те пурах. 2010 çулта Кушакăн «шалти сасă» мĕн каланине итлемелле. Кăштах авантюристла хăтланни те пăсмĕ. Çĕнĕ проектсем ан пуçлăр. Тĕп сĕнӳ – пурнăçлайман ĕçе хăвăр çине ан илĕр, пустуй сăмах ан парăр. Хăюллăрах пулăр, пурнăç çине оптимистла куçсемпе пăхăр. Хăвăр çемйĕр çине ытларах тимлĕх уйăрăр (çемьере улшăнусем пулаççĕ). Çемье пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатăр: ăçта-тăр çул çӳреве кайса килĕр, гардероба улăштарăр, тĕп юсав ирттерĕр, ачăрсене тĕлĕнтерĕр... Çулталăк хуçипе килĕштерсех каймасть пулсан та ăслă Кушак пĕтĕм çĕрте хăйне усă тума пĕлет.
АÇТАХА (1916, 1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000)
Хăватлă Аçтаха çитес çул хăйшĕн нумай çул уçма пултарать. Анчах хăш-пĕр шухăшăрсемпе йăлăрсене улăштармалла. Ыттисем пек мар шухăшлама, кĕтмен çĕртен йышăну тума ан хăрăр – Тигр çакна юратать. Сирте çак çул эгоизм тени мĕн чухлĕ сахалрах, шăпаран тĕрев илме çавăн чухлĕ шанăç пысăкрах. Тĕплĕн шухăшлакан, йăрă Аçтахасем Тигр çулĕнче медаль е укçан пысăк пулăшу илме те пултараççĕ. Çынсене ытлашши ан критиклĕр, усал ан сунăр. Театрсене, музейсене, концертсене, чиркĕве час-час çӳрĕр, çавнашкал çĕрте пурнăçри çитменлĕхсем çинчен манатăн. Юлташсене тĕплĕн суйлăр, пурне те ан шанăр.
ÇĔЛЕН (1917, 1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001)
Çĕленшĕн 2010 çул çăмăл темех çук. Тигр вăйлă, Çĕлен вара ăслă. Тĕрĕслĕхе юратакан Тигр ăслă та чее, хăйне яка пăр çине час-час лартса хăваракан Çĕлене кăмăлласах каймасть. Çĕлен вара хăçан пытанса лармаллине, хăçан тăшман çине сиксе ӳкмеллине пĕлет, Тигр пекех хăвăртлăхпа усă курма ăста, апла-тăк çулталăк хуçине маххă памасăр пысăк ăнăçу тăвасси хăвăр аллăрта. Вăй пухăр, хуть мĕн тăвиччен те тĕплĕн шухăшлăр. Творчествăлла ĕçре тăрăшакан Çĕленшĕн калама çук ăнăçлă çул – çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ кĕтет, шедеврсем çуралаççĕ. Тăрăшса ĕçлекенсемшĕн çулсем уçăлаççĕ. Ан теветкелленĕр. Çĕленĕн тепĕр япăх енĕ – пытарăнчăк кăмăллă пулни. Кирлĕ мартанах вăрттăнлăх туни кăçал сире чăрмантарать кăна. Нимĕн те ан пытарăр, унсăрăн кирлĕ информацие, усăллă сĕнĕве, ырă канаша илтмесĕр юлăр.
ЛАША (1918, 1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002)
Лайăх çул. Оптимистсемпе хастаррисене, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма именменнисене ăнăçу кĕтет. Çĕнĕ ĕçсем пуçлама аван тапхăр. Халь акнă вăрлăх пуласлăхра аван тухăç парать. Харпăр пурнăçра улшăнусем кĕтĕр. Хĕрарăм-Лаша ăнăçлă качча тухса ача çуратма, арçын хăй «пурнăç тăршшĕпе» ĕмĕтленнĕ хĕрарăма тĕл пулма, çурт-йĕр туянма пултарать. Кичем пулмасть. Хăвăр ĕçлекен ĕç сирĕн кăмăла каять-тĕк, Тигр сире пур енчен те пулăшса пырать. Ĕçĕр чуна пымасть пулсан вара... ăнăçу ан кĕтĕр. Лашан тăвансемпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет. Кирлĕ çынсемпе паллашатăр. Лаша – Хĕвел тухăç гороскопĕнче чи ĕçчен паллă. Ун пуçланă ĕçсене вĕçлеме, акăш-макăш плансем туса вĕсене пурнăçа кĕртме пĕтĕм шанăç пур.
КАЧАКА (СУРĂХ) (1919, 1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003)
Качака çулĕнче çуралнисем – çĕнĕлĕхсем уçакансем, революционерсем. Çакнашкал ăнтăлу Тигршăн çывăх. Анчах наянланни, иртнишĕн кулянни, вăтанни сире усă кӳмест. Иртнĕ çул Качака нумай япалана улăштарасшăн пулнă, анчах ĕлкĕреймен-тĕк, халь шăпах вăхăт. Хăш-пĕрисем ĕçе улăштарса професси енчен ӳсĕç. Çĕнĕ çĕрте ĕç нумаййинчен ан хăрăр, халь сирĕн тем тума та вăй çителĕклĕ. Çулталăк хуçи ура хума пăхать-ха: ара, Качака çын шучĕпе пурăнма кăмăллать, чее, юрласа-ташласа савăнма юратать. Çакă Тигрăн кăмăлне каймасть. Çавăнпа та хăвăр çинчен кăна ан шутлăр, ыттисене те пулăшма тăрăшăр.
УПĂТЕ (1920, 1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004)
Искусствăпа, наукăпа çыхăннă çынсемшĕн Тигр хăрушă мар. Тĕпрен илсен 2010 çул Упăтешĕн кичем пулать. Вăл пулăмсене улăштарма пултараймасть. Çак çул сирĕн активлă пурнăçран канмалла, малашлăх валли вăй пухмалла. Упăте çулĕнче çуралнисен çитес çул çурт-йĕр сутас е туянас, документсем тăвас, хăйсем çине укçа-тенкĕпе çыхăннă тивĕçсем илес ĕçсенчен пăрăнмалла. Никампа та ан хирĕçĕр, судпа ан çыхланăр. Пĕр сăмахпа, кирлĕ мар çĕре «сăмсăра ан чикĕр». Хăвăрăн шалти туйăмăрсене тĕпчĕр, харпăр пурнăçăра йĕркелĕр.
АВТАН (1921, 1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005)
Иртсе пыракан 2009 çул Автана хавхаланупа хăварать. Кăçал пуçланă проектсене çитес çул пурнăçа кĕртме хăвăр шутланинчен те нумайрах вăй-хал, вăхăт, тен, укçа-тенкĕ те кирлĕ пулать. Çĕнĕ ĕçсем пуçламалла мар, вĕсем сирĕн шанăçăра тӳрре кăлармĕç. Автан хăй çинче общество – ашшĕ-амăшĕн, пуçлăхăн, ĕçтешсен, кӳршĕсен, власть органĕсен – пусăмне туйĕ. Пĕтĕм вăйăра пуçтарса «çивĕч чĕлхĕре» чарма тăрăшăр. Тигрпа Автан иккĕш те лидер, мухтанма юратаççĕ. Автанăн 2010 çулта йăпăлтатма кирлĕ мар, харсăрлăх тенине «шаларах чиксе хурăр» та лăпкă кăна пурăнăр.
ЙЫТĂ (1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006)
Йытăшăн çак çул телейлĕ те ăнăçлă пулать, ара, вăл Тигрăн чи лайăх, парăннă, шанчăклă та ăслă юлташĕ вĕт. Ку унăн «çăлтăрлă вăхăчĕ» тесен те юрать. Ăнăçу хăйпе хăй «алла кĕрет», усă курма кăна пĕлмелле. Уйрăмах халиччен тăрăшса ĕçленисене ытларах ăнăçать. Ыттисене пулăшакан, киревсĕрлĕх туса кӳрентермен Йытăсене пачах эсир кĕтмен ют çынсем пулăшĕç. Творчествăлла ĕçре тăрăшакансене уйрăмах пысăк çитĕнӳсем кĕтеççĕ. Пурнăçа çăмăл теме çук-ха, анчах вăл халичченхинчен темиçе хут интереслĕрех пулать. Çывăх юлташсемпе хутшăнусем кăткăсланма пултараççĕ, вĕсем сире халь палласа илеймеççĕ. Ан кулянăр, чăннипех те çывăххисем сире ăнланаççех. Асăрхаттару: хăвăр умăрта нумай çул уçăлнине курса хăвăр хăватăр вĕçсĕр-хĕрсĕр тесе ан шутлăр, йăнăшсем тăвасран сыхă пулăр.
СЫСНА (1923, 1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007)
Сыснана 2010 çулта логикăна «юратни» ура хума пултарать. «Шалти сасă» каланине тимлĕрех итлĕр. Çакна çулталăк тăршшĕпех асра тытмалла: тавçăруллăрах пулăр, хăвăра кӳрентерекенсене каçарма, тепĕр çынна итлеме вĕренĕр. Ăнăçу юнашарах çӳрĕ, унпа усă курма кăна пĕлмелле. Тĕллевне пурнăçлас тесе Сыснан ытлашши вăй хума та тивмест. Тигр çулĕнче канăр, вăй пухăр, савăнăр. Çак çул хăвăрăн чи пысăк юратăвăра тĕл пулас шанчăк пысăк. Енчен те хăвăрăн пурăнмалли кĕтес çук-тăк, Тигр çулĕнче туянма тăрăшмалла. Чи çывăх çынсемпе – çемьепе, юлташсемпе – хутшăнни те Сыснана нумай савăнăç кӳрет.
 
 
: 1008, Хаçат: 52 (834), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: