Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 41-45,
47-50 №№.)
Çапла уйăх иртрĕ. Тухтăрсем те, сестрасем те, Кирюхаран та вăйлăрах аманнă салтаксем те çамрăкăн кăмăлне çĕклес тесе унпа тем тĕрлĕ евĕклĕ калаçрĕç. Çук, уçăлмасть чунри тĕтрелĕх. Госпиталĕн тĕп тухтăрĕ Хусан çар комиссариатне ятарласах çыру çырчĕ. Унта вăл Кирюхан ашшĕпе амăшне, юратнă хĕрĕ пулсан вĕсене пĕр тăхтами Ростов хулинчи госпитале çитме ыйтрĕ. Ăнланать тухтăр, Кирюхара малалла пурăнас ăнтăлăва чĕртме питĕ пысăк кĕтменлĕх кирлĕ. Енчен те ĕç-хĕле çаплах хăварсан каччă ăсран тайăлма пултарать. Савнă хĕрĕ килни çавăн пек кĕтменлĕх, пуринчен те пайталлă эмел пулĕччĕ. Чăннипе вĕт Кирюха ытти енчен веçех сывă, чунĕ çеç чирлĕ унăн.
* * *
Уйăх çурă ĕнтĕ Кирюхаран хыпар çук. Мĕтрин те чунĕ ыратать, анчах вăл кăмăлне хытарсах ахлатсах хашлатакан Униçене лăплантарать.
– Мăшăрăм, вăхăтсăрах Кирюхана вилнĕ тесе ан шутла-ха. Паллах, хыпар-хăнар яманни ырă мар. Ак ыранах Хусанти тĕп çар комиссариатне çитсе килетĕп, унта Кирюхапа мĕн пулса иртнине пĕлеççех пуль…
Сасартăк алăк патĕнчи шăнкăрав вăраххăн янрарĕ. Мĕтри чупнă евĕр алăк патне васкарĕ, ăна «кам унта?» – тесе ыйтмасăрах яри уçрĕ. Çар çыннине, кĕçĕн лейтенанта курсан чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратса кайрĕ. Униçе те катан пир евĕр шурса кайрĕ.
– Лăпланăр, лăпланăр, – васкарĕ çар çынни вĕсен пăлханăвне пусарма. – Сывă сирĕн ывăлăр, сывă… Аманнă çеç вăл. Сылтăм ури лаппин çуррине мина осколокĕ татса пăрахнă. Ăна та Мускав тухтăрĕсем каялла çыхăнтарнă. Шок унăн, иртмест çав шеремет. Халĕ вăл Ростоври çар госпиталĕнче выртать. Госпиталĕн тĕп тухтăрĕнчен çыру илтĕмĕр. Вăл пур енчен те сывă, анчах аману йĕрсĕр иртмен – ывăлăрта пурнăç хĕлхемĕ сĕврĕлнĕ. Çулăмпа çунас вырăнне хура тĕтĕм çеç йăсăрланать ун чун-чĕринче. Хĕлхеме çĕнĕрен чĕртме питĕ те пысăк кĕтменлĕх кирлĕ тесе çырать тĕп тухтăр. Сире, савнийĕ пулсан ăна та Ростоври госпитале пĕр тăхтами çитме ыйтать. Акă, хăвăр вулăр ун çырăвне, савнă хĕрне те вулаттарăр. Вăраха ан тăсăр çула тухассине, ывăлăршăн кашни сехечĕ, кашни талăкĕ хаклă, – терĕ те кĕçĕн лейтенант хваттертен тухса кайрĕ.
Мĕтрипе Униçе çырăва тĕплĕн вуласа тухрĕç. Униçе макăрса та илчĕ.
– Ан макăр, сывă вĕт ывăл. Çула тухма пуçтарăн. Эпĕ Сантăрсем патне каçам-ха. Мариç пыма килĕшĕ-ши? Ачисем ытла пĕчĕк-çке. Пурпĕрех калаçмалла…
Мĕтри пырса кĕнĕ чухне Мариç Ваçлейпе Валерике çывăрма вырттаратчĕ. Мĕтри сывлăх сунчĕ те лейтенант илсе килнĕ çырăва Мариçе тыттарчĕ. Вуланăçемĕн ун сăнĕ шупкаланса пычĕ.
– Хăçан каятпăр, Мĕтри пичче?
– Ачусем епле вара…?
– Хамăрпа илетпĕр, вĕсем Кирюхашăн чи пысăк кĕтменлĕх пулĕç. Йывăртарах пулĕ çул, Униçе аппа пырать пуль вĕт? Эпĕ хамăн аннене те чĕнетĕп.
– Вăл çула пуçтарăнма тытăнчĕ те ĕнтĕ.
– Апла-тăк, виç хĕрарăмшăн икĕ пепке нимĕн чухлĕ йывăрлăх та кӳмĕ.
Мĕтри Мариçсем патĕнчен таврăнсанах телефонпа чукун çул вокзалне Ростов хулине мĕнле поездпа çитме май пуррине ыйтса пĕлчĕ. Хусан – Саратов поезчĕпе çитмелле унта, вара урăх эшелон çине куçса – Ростова. Хăйсенчен инçех те мар чукун çул кассин филиалĕ ĕçлет. Мĕтри паянах билет туянса хума унта тухса утрĕ.
Ах, анлă иккен Раççей. Саратова çитиччен кăна ик талăка яхăн иртрĕ. Ваçлейпе Валерик икĕ уйăх та тултарман пулсан та пит тарăхтармарĕç. Тата тепĕр талăкран вĕсем Ростова та çитрĕç. Çул ăнса пычĕ. Çар госпитальне те вĕсем хăвăрт тупрĕç. Пурте пăлхану тыткăнне лекрĕç – мĕнле иртĕ тĕл пулу? Хăйсем килессине вĕсем Кирюхана пĕлтермерĕç вĕт. Госпиталĕ капмар та илемлĕ çуртра вырнаçнă. Сестра вĕсене малтанах тĕп тухтăр патне илсе кайрĕ. Пиçĕ те яштака арçын инçе çултан килнисене сестрине пушă палатăна вырнаçтарма хушрĕ.
– Халĕ кăнтăрлахи апат хыççăн чирлисем канура. Эсир те çул çинчен кăштах канса илĕр. Тата эсир пĕчĕк ачасемпе. Вĕсене те вăрăм çул ĕшентернĕ пуль. Кам ачисем-ха вĕсем?
– Кирюхапа манăн, – тавăрчĕ Мариç хĕрелсе кайса.
– Вăт ку чăн-чăн пысăк кĕтменлĕх. Вĕсене курсан Кирюхан чунĕнче хура тĕтĕмпе йăсăрланакан пурнăç вучахĕ хĕрӳ хĕлхемпех çунма пуçлĕ, шăнса ларнă пăрĕ ирĕлĕ, малалла та ĕлĕкхи пекех пурăнас ĕмĕчĕ çунатланĕ. Ват çыннăн чунне те инвалид пулса тăни ыраттарать, çамрăка пушшех те. Çав шокран тухаймасть-ха Кирьян. Ачисене, арăмне, ашшĕ-амăшне курсан вăл çав тыткăнран тухатех.
Ваçлейпе Валерик кăкăр ĕмнĕ хыççăн самантрах çывăрса кайрĕç. Вĕсемпе юнашар выртнă Мариç те кăштах тĕлĕрсе илчĕ. Униçепе Кулине, Мĕтри ниепле те çывраймарĕç. Тăватă сехет иртсен сестра Кирюхана çак палатăнах илсе килме пулчĕ. Тем тесен те тĕл пулу куççульсĕр иртес çук. Ытти чирлисем умĕнче меллех мар. Çавăнпа Мĕтри ал сехечĕ çине час-час пăхкаласа илет. Вăрăм çул çинче те вăл вăхăт çапла мăраннăн шунине туймарĕ, кунта вăл тимĕр шапанах çаврăнчĕ. Пурпĕрех кĕтнĕ самант çитрĕ. Алăкĕ ерипен уçăлчĕ те палатăна сестрапа Кирюха кĕрсе тăчĕç. Хăй куçĕсене ĕненмесĕр пăхать çамрăк салтак кунти çынсем çине. Ай тĕнче! Ун умĕнче ашшĕ, амăшĕ, Кулине аппа тата чи савнă çын Мариç тăраççĕ. Сывлăх сунма та çухалса кайрĕ Кирюха. Кăшт тăрсан çеç ун чунне тем вăйлă пĕçертсе ячĕ:
– Атте, анне, Кулине аппа, Мариç! Эсирех-и ман умра, ĕненес те килмест! – кăшкăрнăнах тухрĕç ун çăварĕнчен пăлхануллă сăмахсем. – Ĕненес те килмест. Епле килме пĕлтĕр-ха? Эпĕ вĕт сирĕн пата икĕ уйăха яхăн çыру çырман, – васкарĕ кăштах уксахласа вăл чи малтан ашшĕ патне пычĕ, ăна ытакласа илсе чуп туса илчĕ. Унтан амăшне ытама илсе ăна та чуп турĕ, Кулине аппа та чуппасăр юлмарĕ. Черет Мариçе çитрĕ. Кирюха малтан ун куçĕсенчен пăхрĕ. Вĕсенче пĕр кӳренӳ те çуккине курсан ăна ачашшăн ытамларĕ, ун тутисем самантрах хĕрарăм тутисене перĕнчĕç. Ик çамрăк чуп тăвăмĕ вăрахарах тăсăлчĕ.
(Вĕçĕ пулать).
 
: 1096, Хаçат: 52 (834), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: