Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇĔНĔ ТЕЛЕЙПЕ
Урамра та кĕçĕр ытарми çанталăк,
Çаврака çут уйăх çăлтăр кӳллинче.
Кĕçĕр Çĕн çул каçĕ. Иртрĕ пĕр çулталăк.
Хăнасем уявăн мăн кĕрекинче.
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар,
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа
Çĕн Çула чыслар.
 
Пурнăç хăмăтне халь талпăнса туртмашкăн
Çăмăл мар кирек кама та, çăмăл мар.
Икĕ ал валли те кирлĕ ĕç тупмашкăн
Тӳр килет тăкмашкăн сахал мар-çке тар.
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар.
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа
Уява чыслар.
 
Ерипен пулин те пурнăçа кĕрсен
Кăмăл-туйăм йĕнерленĕ ĕмĕтсем.
Икĕ алăра юратнă ĕç пулсан
Пурăнатпăр-ха, пурăнатпăр, тусăмсем!
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар.
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа.
Çĕн Çула мухтар.
 
ÇĔНĔ ÇУЛ
Урамра Çĕн çул уявĕ
Каç чаршавĕ айĕнче.
Янăрать атьсен шăв-шавĕ
Симĕс чăрăш умĕнче.
 
Хĕл Мучи шап-шур сухаллă,
Тытнă вăрăм туйине.
Тĕрлĕ парнесем тултарнă
Хăйĕн пысăк миххине.
 
Юр пике çинче шур кĕрĕк,
Ун çи-пуçĕ пурçăнран.
Ку вăл – Хĕл Мучи мăнукĕ,
Килнĕ сивĕ вăрмантан.
 
Тӳсеймерĕ ташламасăр
Хĕл Мучи те сивĕре.
Тăкăнать юр лăстăр-лăстăр
Ват сухал силленĕрен.
 
Тӳпере ав Алтăр Çăлтăр
Ӳпĕнтернĕ кăкшăмне.
Пур çĕрте те йăлтăр-йăлтăр!
Кĕмĕл сапнă çĕр çине.
 
Ырă каç сана сунатпăр,
Тин çеç çитнĕ Çĕнĕ Çул!
Киввине халь ăсататпăр,
Чипер кай эс, сывă пул!
Анатолий ЧЕБАНОВ
 
КĂМĂЛУ САН ХУÇĂЛНĂ ПУЛСАН
Кăмăлу сан хуçăлнă пулсан,
Пĕтĕм тĕнчене ан тарăхсам,
Ырă çынсене илсе аса
Пĕр-пĕр юрă юрласа ярсам.
 
Кăмăлу сан хуçăлнă пулсан,
Тĕксĕм вăрмана ан васкасам,
Çамрăклăх çинчен илсе аса
Тĕрĕ тĕрлемешкĕн тытăнсам.
 
Кăмăлу сан хуçăлнă пулсан,
Пĕр-пĕччен, тархасшăн, ан юлсам,
Лайăххи çинчен илсе аса
Тăвану патне кайса ларсам.
Борис Борлен
 
ТЕЛЕЕ ТЫТАР
Çирĕм ĕмĕр витĕр
Тишкерсе пăхсан
Ăнланулăх çиттĕр
Пĕлĕве пухсан.
 
Ĕмĕрсем кĕреççĕ
Шупкалса шута.
Пуласси пĕр шелсĕр
Çывхарать шуса.
 
Миçе хут çĕр чăмăр
Макăрман чунпа?
Шурри пулнă хăмăр,
Пĕвенсе юнпа.
 
Кĕменрен ăс-хакăл
Пĕлӳпе пĕр тан,
Тухĕ вăрçă-харçă –
Эс çавна ан ман.
 
Иртнĕ миçе ĕмĕр
Кăтартать çавна –
Шухăшпа пуç çĕмĕр,
Пĕл кӳрше савма.
 
Халĕ çĕнĕ ĕмĕр
Кăларать куççуль:
Çулленех çĕр те çĕр
Татăлать кун-çул.
 
Сут-илӳ те туслăх –
Вăрçнинчен паха.
Илт эс кӳршĕ-пуçлăх,
Тĕрĕс сăмаха.
 
Çĕнĕ ĕмĕрпе пĕр
Вăрçăсăр утар!
Телее, ачсемĕр,
Кап! ярса тытар.
Михаил КРАСНОВ-ТАРКĂН
 
: 959, Хаçат: 52 (834), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: