Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мĕнлерех пулмалла-ха паянхи аслă шкул? XXI ĕмĕрте çӳллĕ шайри технологисем пурнăçăн кашни облаçне анлăн кĕрсе пынă май аслă шкулсен те унран юлса пымалла мар, паллах. Аслă шкул тесен куç умне тӳрех пысăк аудитори, студентсен йышлă ушкăнĕ, педагог, лекцисемпе семинарсем тухса тăраççĕ. Тĕрĕс те, вĕрентӳ системи вĕсенче ĕлĕкхинчен нумай улшăнса тăмасть. Анчах пач урăх йĕркепе ĕçлекен вĕрентӳ учржденийĕсем те пур. Эпир вĕсене хăнăхса çитмен-ха, анчах çывăхрах паллашсан çĕнĕлле вĕренни пысăк кăтартусем тума, тĕнче чиккине сарма пулăшнине ăнланса илетĕн. Сăмах кунта Хальхи гуманитари академийĕ (Современная гуманитарная академия – СГА) çинчен пырать. ХГА Раççейре, Европăра чи пысăк аслă шкул шутланать. Унта пĕр вăхăтрах 165 пин студент вĕренет, 240 пин выпускник. ХГА ресурсĕсемпе çыхăнма Раççейре пурĕ 950 центр ĕçлет. Çакăн пек пысăк çитĕнӳсем тума академи дистанциллĕ вĕрентӳ технологийĕсемпе усă курнипе тума пултарнă. Çĕнĕлле меслетпе ĕçлеме «Платон» дидактикăлла спутник системине хута ярсан пуçланă. Студентсем тăван хуларан тухса каймасăрах паха пĕлӳ илме пултараççĕ. Преподавательсем хатĕрленĕ видео-лекцисене вĕсем кирлĕ пулсан темиçе хут та итлеме пултараççĕ. Тутарстанра ХГА филиалĕ 1997 çулта уçăлнă. Вăл патшалăхăн вĕрентӳ стандарчĕсене тата çĕнĕ йышши вĕрентӳ модулĕсене пăхăнса ĕçлет. Унăн представительствисе м Пĕкĕлме, Пăва, Балтаси хулисенче пур. Ку çак аслă шкулта вĕренме кăмăл тунисемшĕн меллĕ, паха пĕлӳшĕн Мускава та, Хусана та каймалла мар, тăван районта е яла çывăх хуларах вĕренме пулать. ХГА Хусанти филиалĕн директорĕ пулса пултаруллă чăваш Владимир Стефанович Белов ĕçлет. Çак кунсенче эпир унпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл хаваспах «Сувар» хаçата интервью пама килĕшрĕ.
– Владимир Стефанович, мĕнпе улшăнса тăрать ХГА ытти аслă шкулсенчен?
– ХГА тĕнчери мега-университетсен глобальлĕ сетьне (Global Mega University Network – GMUNET) кĕнĕ Раççейри пĕртен-пĕр аслă шкул. Çак организацие кĕрекен кашни аслă шкулта 100 пине яхăн студент вĕренет. 2006 çулта ХГА Пĕтĕм тĕнчери банкпа килĕшӳ çирĕплетрĕ. Çавăнтан вара ХГА кашни центрĕ Пĕтĕм тĕнчери банкăн дистанциллĕ вĕрентĕвĕн вĕрентӳ центрĕсен тивĕçĕсене пурнăçласа пыраççĕ. Академи ПТБ партнерĕ пулнă хыççăн Раççей потребителĕсем çăмăллăнах банк ирттерекен конференцисене, видеосеминарсене видеорежим майĕпе хутшăнма пултараççĕ. Ыттисенчен эпир вĕрентӳ меслетне пĕтĕмпех информаци технологийĕсем çине куçарнипе уйрăлса тăратпăр. ХГА филиалĕсем Раççейри 150 хулара, çывăхри ют çĕршывсенче уçăлнă. Пирĕн тĕп центр Мускавра вырнаçнă. Вĕрентӳ системипе программăсем пур çĕрте те пĕр. Çапла тума спутник системи май парать.
– Хальхи вăхăтра миçе студент вĕренет сирĕн патра?
– 560 студент. Вĕсем пĕтĕм республикăран тата кӳршĕллĕ регионсенчен пуçтарăннă. Вĕренӳ дистанциллĕ майпа иртет. Студентсем аудиторире слайд-лекцисем пăхаççĕ. Мĕн вăл? Слайд-лекцисен вăхăтĕнче кашни 5 минутран тĕрĕслев тесчĕ сиксе тухать. Ăна пурнăçлаймасан слайд-лекци малалла каймасть, студента йăлт çĕнĕрен пуçлама тивет. Енчен те лекци вулакан профессор патне ыйту пур пулсан, вĕсем ун патне Мускава электронлă почтăпа çыру яма пултараççĕ, хурав виçĕ кунран çитет. Чылай занятисем интерактивлă меслетпе иртеççĕ. Студентсем лектора, лектор студентсене телелекци вăхăтĕнче курма пултараççĕ. Çапла майпа диспутсем йĕркеленеççĕ.
– Апла пулсан сире штатра тăракан преподавательсем кирлĕ те мар?
– Кирлĕ, паллах. Эпир ытти аслă шкулсен вĕрентекенĕсемпе килĕшӳсем çирĕплетнĕ, штатра тăраканнисем те пур, паллах, вĕрентекенсенчен ытларах пайĕ Мускаври академирен. Студент епле те пулин дисциплинăпа вĕренӳ курсне вĕçлесен унăн пĕлĕвне тĕрĕслеме преподаватель килет. Çакна калас килет, пирĕн педагогсем пурте питĕ пысăк квалификациллĕ специалистсем. Ман шутпа, «килте» ларсах Мускав вĕрентекенĕсем патĕнче вĕренме май пурри пысăк телей.
– Эффективлă-и çакăн пек вĕренни, çавах та эпир классикăлла меслете хăнăхнă?
– Паллах, лайăх, унсăрăн ку система пулас та çук. Студент хăй тĕллĕн вĕренсе ăнланман лекцисене çĕнĕрен пăхса тухма пултарать. Унсăр пуçне, пирĕн «Харпăр компьютер» программа ĕçлет. Вăл студентăн пĕлӳ шайне çирĕп тĕрĕслесе пырать, техникăна улталама çук. Унта лекцисен курсне, килти ĕçсене пĕтĕмпех кĕртнĕ. Килте пăхса тухнă хыççăн студент çитес заняти валли хатĕрленсе килет. Ун хыççăн вăл контрольнăйсем парать. Тĕрĕслев иртейсен вăл çĕнĕ тапхăра куçать, тест йĕркипе экзамен е зачет парать. Пирĕн ытти аслă шкулсенчи пек сесси ăнлавĕ çук. Вĕренӳ хăй тĕллĕн вĕренни çинче никĕсленни пирки каларăм ĕнтĕ. Студент пур контрольнăйсене те пурнăçланă хыççăн экзамен парса тепĕр семестра куçать. Кашни хăçан тĕп тĕрĕслев иртмеллине хăй палăртать.
Пирĕн академи çамрăк пулин те вăл çĕршыври паллă аслă шкулсемпе тупăшма пултарать. Дистанциллĕ вĕренӳ пирĕн студентсене пĕлӳ илнипе пĕрлех ĕçлеме те май парать.
– Мĕнле специальноçсем илме пулать сирĕн патра?
– Менеджмент, экономика, юриспруденци, информатика тата шутлав техники, психологи, педагогика, социаллă ĕç, искусствоведени тата ытти те.
– Аслă шкул лайăх пулнин кăтартăвĕсенчен пĕри – студентсем диплом илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçни. Сирĕн ку енĕпе мĕнлерех?
– Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн выпускниксем ĕçсĕр юлмаççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн пата çынсем шутласа килеççĕ, çавăнпа тăрăшса вĕренеççĕ. Вĕреннипе пĕрлех ĕçлеме пултарни вĕсене опыт пухма май парать.
– Тăлăх е чухăн çемьесенчи ачасене вĕренме кĕме çăмăллăхсем пур-и?
– Филиал коммерцилле аслă шкул шутланать, çавăнпа нимĕнле çăмăллăх та çук. Куçăн мар майпа вĕренес пулсан кăна çур çулшăн тӳлевĕн аллă процентне çеç тӳлемелле, вăл 10 пинпе танлашать. Тепĕр тесен, çак категорие кĕрекенсем патшалăхăн аслă шкулĕсене кĕме тăрăшаççĕ. Сăмах май çакна каласа хăварас килет, пирĕн патра арçын ачасем ытларах вĕренеççĕ, мĕншĕн тесен пирĕн вĕсене çар хĕсметĕнчен вăхăтлăха хăварма май пур.
– Раççейре çакăн йышши тепĕр учреждени пур-и?
– Çук. Болон процесĕ пирки илтнĕ пуль. ХГА çак системăна йышăннă пĕрремĕш аслă шкул шутланать. Унăн ăнлавĕ – вĕрентӳ уçлăхĕн пĕрлĕхĕ. Диплом панисĕр пуçне эпир вĕренсе тухаканскере сертификатпа тивĕçтеретпĕр. Вăл Евросоюзăн 36 çĕршывĕнче малалла вĕренме май парать. Пирĕн диплома унта хаклаççĕ.
– Владимир Стефанович, Хусана киличчен малтан эсир ăçта ĕçленĕ?
– Хусанта эпĕ çиччĕмĕш çул. Унччен малтан ял канашĕн председателĕнче, унтан Пĕкĕлме администрацийĕн социаллă хӳтлĕх уйрăмĕнче ĕçленĕ. Çавăнпа пĕрлех эпĕ 10 çула яхăн Пĕкĕлмери чăваш обществине ертсе пынă. Кунта та вăл ĕçрен ютшăнса тăмастăп. Хусанти ЧОКЦра вăй çитнĕ таран тăрăшатăп. Хусана ХГА ректорĕ Михаил Петрович Карпенко чĕннипе килтĕм. Чăнах та хама малтан витене килнĕ пек туйрăм, филиал юхăнас патне çитнĕ. Халĕ, хăвăрах куратăр, эпир çĕнĕ çуртра, йăлт хăй вырăнĕнче.
– Ăçта çуралса ӳснĕ эсир, çемье пысăк-и?
– Эпĕ 1947 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕнче çуралнă. Мăшăрăмпа икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр, вĕсем тахçанах ĕнтĕ хăйсем те çемье çавăрнă. Икĕ мăнук. Пурте Пĕкĕлмере пурăнаççĕ. Хам академи тытса тăракан хваттерте пурăнатăп, час-час Пĕкĕлмене çемье патне кайса килме тăрăшатăп. Ман тымар çавăнта, мĕнле калас – çурт, йывăç лартнă, ача çуратнă, çавăнпа малашне тăван хуланах таврăнма шутлатăп.
– Тавтапуç сире, Владимир Стефанович, пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн.
 
: 1025, Хаçат: 52 (834)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: