Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Гармонист – тракторист
Пулма пултаратн-и эс?
Пултармасăр, ялти «пуянсем» камсем? Тĕрĕс, механизаторсем. Пахча сухаламалла-и – тракторист кирлĕ, уйрăмах тата тракторĕ те хăйĕн пулсан. Ĕçленĕшĕн укçа çумне услам (процент) панă вăхăтра чи нумай, тонни-тоннипе, тĕш тырă илекен, каллех – комбайнер. Апла пулсан...
Апла пулсан ма механизатора вĕренме каяс мар? Çитменнине тата таçта çити çӳрес çук, кашни район центрĕнче тенĕ пек вĕрентеççĕ.
Сăмахран, Аксу районĕнче çак профессие 88№ профессиллĕ лицейрех илме пулать.
Лицей директорĕн çумĕ Николай Лукин сăмахĕпе, кунта темиçе специальноçпа диплом илме пулать. Хĕрсем повар-кондитер дипломне алла илсе кирек мĕнле столовăйра та, кафере те ĕçлеме пултараççĕ. Çаплах апат-çимĕç таварĕсене сутмашкăн сутуçă пулма та вĕрентеççĕ вĕсене. Каччăсем валли вара специальность нумайрах. Сăмахран, тракторист-механик, электросварщик, машинист-бульдозери ст, машинист-экскаватор щик тата çаплах «В, С» категориллĕ водитель правине те илме пулать кунта. Анчах та унпа пĕрле тата тепĕр специальность та илме тӳр килет. Хăйне кăна вĕрентмеççĕ. Тĕслĕхрен, права та илетĕн, сваркăпа та ĕçлеме вĕренетĕн. Ăслă тунă.
Вĕрентӳ учрежденийĕ Аксу поселокĕнче хăйне уйрăм патшалăх евĕр вырнаçнă темелле. Нумай хутлă çуртра вĕрентӳ корпусĕ, çавăнтах слесарь, столяр, çул çӳрев правилисен кабинечĕсем пур. Медпунктне те инçе çӳремелле мар. Вĕрентӳ корпусĕнчен урама тухса тăмасăрах, коридор урлă кăна, 120 çын пурăнакан общежити вырнаçнă. Кунта ялсенчен, ытти районсенчен килнĕ çамрăксене пурăнтараççĕ.
Николай Александрович каланă тăрăх, хĕрсемпе каччăсем общежитире тӳлевсĕрех пурăнаççĕ, çитменнине тата 400 тенкĕ стипенди те параççĕ-ха. Лицее 9-мĕш класс хыççăн та вĕренме кĕме юрать. Унта çамрăксем икĕ çул та вунă уйăх пĕлӳ пухса, хăй тĕллĕн пурăнма вĕренсе, чăн-чăн ял хуçалăх çынни пулса тăраççĕ. 11-мĕш класс пĕтерсен пĕтĕм çĕрти пек 10 уйăхра диплом илме пулать. Виçĕ уйăх çурă çеç вĕренмелли специальность та пур теççĕ лицей ĕçченĕсем. Сăмахран, бульдозерпа экскаватор машинисчĕ пулма куçăн мар майпа кĕске вăхăтра та вĕренсе çитме пулать.
Лицейăн çаплах хăйĕн çĕр пайĕ те пур. 710 гектар çĕр лаптăкĕ çинче студентсем сухаласа, акса, тыр-пул пуçтарса илеççĕ.
– Пирĕн машинăпа трактор паркĕнче сакăр вунна яхăн ял хуçалăх техники пур. Вĕсем пурте ĕçлеççĕ. Ваннă техника çук тесен те йăнăшмастăп, мĕншĕн тесен вĕреннĕ май эпир вĕсене юсаса пыратпăр. Студентсем пĕтĕм техникăпа çӳреме, юсама пĕлеççĕ. Урăхла каласан, машинăн кашни пайне пăхмасăр калама пултараççĕ, – мăнаçланса каласа парать директор çумĕ вĕренекенсем çинчен.
– Паркра, хирте ĕçлени практика пулать-и вара? – кăсăклантăм эпĕ.
– Практикăна вĕсем «Вамин-Аксу» агрофирмăра иртеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсемпе килĕшӳ туса, вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн специалистсене ĕçе илеççĕ. Тĕрĕссипе каласан ĕç вырăнĕ хатĕр, таçта шыраса çӳремелле мар.
– Сварщиксем те çаплах вырнаçаççĕ-и?
– Хăшĕ вырăнта юлать, хăшĕ тата нефть кăларакан компанисене çул тытать. Унта та пирĕн студентсене хапăл туса кĕтсе тăраççĕ.
– Лицей хыççăн малалла вĕренме кĕмешкĕн мĕнлерех çăмăллăхсем пур?
– Специальность паракан вăтам шкулсенче пĕлӳ илес текенсене эпир, вĕсем, паллах, лайăх вĕренекенсем, хаваспах вĕренме кĕмешкĕн пулăшатпăр. Сăмахран, Чистайри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренес тесен – тархасшăн кăна. Çаплах Лайăшри ял хуçалăх техникумĕнче те пирĕн ачасене кĕтсех тăраççĕ. Аслă пĕлӳ илмешкĕн вара Хусанти патшалăх аграри университетне çул тытмалла. Унта та пирĕн лицее лайăх пĕлеççĕ. Ăслă ачасем вĕренсе тухнине те сăнаса çитнĕ, çавăнпа та пирĕн дипломпа унта кĕме çул уçă.
Николай Александрович Лукин çак вĕренӳ заведенийĕнче çирĕм пĕр çул ĕçлесе темиçе кăларăм вĕрентсе кăларнă. Çавăнпа та лицей çинчен темĕнччен каласа пама, мăнаçланма, вĕрентекенсем çинчен лайăх сăмахсемпе асăнма пултарать.
 
: 1072, Хаçат: 52 (834), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: