Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аслăрах çулсенчисем яш-кĕрĕме тиркесе калаçни кашни саманарах пулнă. Хальхи обществăра вара аслисемпе çамрăксем пĕр-пĕрне ăнланманни те ӳссе пырать пек туйăнать. Анчах çакă пĕрре, çиелтен пăхма кăна çапла. Мĕншĕн тесен çамрăксем хăйсем те икĕ пысăк ушкăна пайланнă темелле: пĕрисем – чăнах та, аслисем критиклекеннисем, пурнăçа «çунтараканнисем», пуласлăх çинчен шутламаççĕ, обществăн япăх элеменчĕсем. Теприсем – пачах урăхла. Вĕсем нумай пĕлесшĕн, пысăкран та пысăк çитĕнӳсем тума ăнтăлаççĕ, тăван халăх шăпи те хумхантарать вĕсене, пулăшу кĕтекене ырă тума та мехел тупаççĕ тата ытти те, тата ытти те.
Нурлат районĕнчи Пухтел ялĕнче çуралса ӳснĕ Светлана Совкова тăван районти культура уйрăмĕнче тăрăшать. Тĕрлĕ наци çынни пурăнакан районăн культура анинче ĕçлеме пĕр вăхăтрах интереслĕ те, кăткăс та. Тата Светлана кунти Чăваш çамрăкĕсен союзĕн председателĕ те. Пур çĕре те ĕлкĕрекен пăрчкан пек йăрă хĕр шăпах «конструктивлă, мал ĕмĕтлĕ» çамрăксенчен пĕри пулса тăрать те ĕнтĕ. 21 çулти уçă кăмăллă, вашават хĕр куçăн мар майпа Чăваш патшалăх университетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренме те ĕлкĕрет, чăваш çамрăкĕсем валли тĕрлĕ мероприятисем хатĕрленĕ чух та пуçаруçă. Кăçал республикăра Спортпа сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ пулнипе спортпа çыхăннă мероприятисене те çине-çине йĕркелеме тӳр килчĕ. Кĕркунне ЧНКА Нурлатра ирттернĕ чăваш футбол командисен турнирнех илер, вырăнти чăваш çамрăкĕсен организацийĕсĕр мĕнле ирттĕр ĕнтĕ вăл? Светлана Володя шăллĕшĕн тĕслĕх илмелли пысăк авторитет пулса тăрать. Кăçал Володя 11-мĕш класра вĕренет, килес çул пурнăç çулĕ çине тухать, апла аппăшĕнчен ыйтмалли, аппăшĕпе канашламалли пайтах унăн.
Нурлатран таçта аякка ырă ячĕ сарăлнă «Çăлкуç» халăх ансамблĕн ертӳçи Светлана Ефремова, ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кăçал вырăнти пултаруллă пикесене пухса «Илемпи» юрăçсен ушкăнне йĕркеленĕ. Паллах, вулакан тавçăрса илчĕ те ĕнтĕ, уçă саслă «Илемписенчен» пĕри Светлана Совкова пулса тăнă.
Паян Светлана пысăк ĕмĕтлĕ, çутă пуласлăхлă чăваш пики. Шанатпăр, ыран вăл ура çинче çирĕп тăрĕ, пурнăç тилхепине алăран вĕçертмĕ. Светланăпа пĕрле пур пултаруллă чăваш çамрăкне Çĕнĕ çулпа саламлатпăр. Ырă ĕмĕтĕрсем пурнăçланнă майăн Çĕнĕ çулта тата та çутă шухăшсем сирĕн пата килччĕр.
 
: 1119, Хаçат: 52 (834), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: