Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРА ТАЛАНТЛИСЕМ НУМАЙ
Иртнĕ эрнере Хусанти «Пирамида» Культурăпа кану комплексĕнче республикăри талантлă çамрăксене чысларĕç. Чаплă мероприятие ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, ТР культура министрĕ Зиля Валеева, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Римма Ратникова, ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов тата ытти паллă çынсем хутшăнчĕç.
Талантлă çамрăксене – РФ Президенчĕн премине тивĕçекенсене – пилĕк номинаципе суйлаççĕ: «Социаллă пĕлтерĕшлĕ тата обществăлла ĕç-хĕл», «Наукăпа техникăри пултарулăх, вĕренӳпе тĕпчеври ĕç-хĕл», «Профессири ăсталăх», «Ӳнер пултарулăхĕ» тата «Кăмăлланă спорт». Кăçал Тутарстанран 157 çамрăк – 101 шкул ачи, 12 пуçламăш тата вăтам профессилле пĕлӳ учрежденийĕсенче вĕренекен, 39 аслă шкул студенчĕ тата 5 ĕçлекен яш – стипендиат пулса тăчĕç. Вĕсенчен 41-шĕ 60-шар пин, 116-шĕ 30-шар пин тенкĕ преми илме тивĕçнĕ. Рустам Минниханов çĕнтерӳçĕсене саламланă май Тутарстанра пултаруллă çамрăксем нумаййине каларĕ, вĕсене вĕрентекенсене чĕререн тав турĕ. Сăмах май, талантлисен вĕрентекенĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç çак кун, 10-шар пин тенкĕ преми пачĕç.
ÇĔНĔ ЙĔРКЕ ÇИРĔПЛЕТНĔ
2010 çулта патшалăх аккредитацине иртнĕ аслă профессиллĕ пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсене вĕренме кĕмелли правилăсемпе тĕрĕслевсен переченьне палăртнă. Февралĕн 1-мĕшĕччен Раççейри аслă шкулсем хăйсен Интернетри сайчĕсенче вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен пĕтĕм информацие вырнаçтарма тивĕç. «Вĕренме кĕмелли тĕрĕслевсене аслă пĕлĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене шута илсе йышăннă. Палăртнă экзаменсене тытса абитуриент ăна сĕннĕ нумай специальноçран хăйне кирлине суйласа илме пултарать», – тет РФ Вĕрентӳпе наука министерствин Патшалăхăн вĕрентӳри политикин департаменчĕн директорĕ И.Реморенко.
Тĕпрен илсен 2009 çулпа танлаштарсан пысăк улшăнусемех çук темелле: вузсене вĕренме илес тапхăрсен шучĕ виççĕрен икке çити чакнă; аслă шкулсен халĕ профильлĕ предметсемпе кăна мар, ыттисемпе те балсен чи пĕчĕк чиккине палăртма ирĕк пур; тĕллевлĕ майпа вĕренме илекенсен шутне 30-тан 20 процент таран чакарнă; заявлени пилĕк вузра виçшер конкурса пама юранине норма пек йышăннă.
РФ Вĕрентӳпе наука министерствин Раççей аслă шкулĕсене вĕренме илесси çинчен калакан приказĕн проектне Интернетра сентябрĕн 4-мĕшĕнчех вырнаçтарнă. Кашни кăмăл тăваканах унта хăйĕн сĕнĕвĕсемпе асăрхаттарăвĕсене ярса пама пултарнă. Вĕсене пурне те шута илнĕ. Çавăн пекех приказăн проектне министерствăн коллегийĕнче октябрĕн 7-мĕшĕнче те сӳтсе явнă.
ПИРĔН ТЕ «СЕЛИГЕР» ПУЛАТЬ
Раççейри паллă «Селигер» пек лагерь çывăх вăхăтра Хусанта та йĕркеленесси куçкĕрет. Иртнĕ эрнере çакна Хусан администрацийĕн Ача-пăча тата çамрăксен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Линар Закиров сĕннĕ. Сĕнĕве Хусан мэрĕ Ильсур Метшин та ырланă, тĕп хулари Киров районĕн администрацийĕпе пĕрле юрăхлă вырăн тупма хушу панă. Хусанти çуллахи лагерьсем шăпах Киров районĕнче ытларах вырнаçнă. Хусанти «Селигер» пĕр лагерь никĕсĕ çинче ятарлă профильлĕ смена пек ĕçлĕ. Вăл çамрăксен инновациллĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшакан эксперимент вырăнĕ пулмалла. Çавăн пекех кунта наципе патриот смени, аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕсенче вĕренекенсем валли волонтерсемпе лидерсен шкулĕ тата çамрăксене кирлĕ ытти проектсем ĕçлĕç.
 
 
 
: 1065, Хаçат: 52 (834), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: