Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕШĔЛВАР районĕнче 200 çын кăçал хăйĕн бизнесне йĕркеленĕ. Çак çирĕп утăма тума вĕсене Раççейĕн кризиса хирĕç «Самозанятость» программи пулăшнă. Паллах, халăха çапла майпа ĕçпе тивĕçтерессинче район администрацийĕн пуçлăхĕн Радик Хасановăн та тӳпи пур, вăл кашни тунтикун ку ыйтăва çĕкленĕ. Халĕ çĕнĕ бизнесменсем ялсенче ĕне, хур-кăвакал, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç ӳстереççĕ, хулара мастерскойсемпе ательесем уçаççĕ. Ешĕлварта ку программăпа уçăлнă кану центрĕ те пур.
ПĔТРЕÇ районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 12 ветеранĕ, 6 тăлăх ача тата 4 çамрăк çемье Çĕнĕ çул кĕрекине çĕнĕ хваттерте ларĕç. Çакăн пек парнепе вĕсене патшалăх тивĕçтернĕ. Хваттер уççисене ТР Президенчĕ çумĕнчи социаллă ыйтусем енĕпе Патшалăх советникĕ Татьяна Ларионова тата ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Айрат Шафигуллин çак кунсенче панă.
ЕЛАБУГĂРИ Студентсен канашĕпе Çамрăксен ĕçĕсен комитечĕ сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене Çĕнĕ çул парнисем туянма «Елка желаний» ыр кăмăллăх акцине пуçарнă. Хулари «Манхэттен», «Бруклин» кану центрĕсенче тата тĕп пасарта укçа пуçтармалли ещĕксем лартнă. Ачасене парнепе декабрĕн 28-мĕшĕнче савăнтарĕç.
ХУСАНТА пурăнакан А.Голдыревпа Э.Сайхутдинован нумай ачаллă (8 ача, вĕсенчен 4-шĕ – усрава илнисем) çемйине ТР Правительстви, Вĕрентӳпе наука министерствипе хулари Атăлçи район администрацийĕ «Фиат» микроавтобус парнеленĕ. Машина туянма укçана ТР Премьер-министрĕн Р.Миннихановăн хушăвĕпе куçарнă. Çемье пуçĕ Анатолий ТР ШĔМĕн ветеранĕ, хальхи вăхăтра хурал фирминче тăрăшать. Эльвира – педиатр, хулари 10-мĕш поликлиникăра ĕçленĕ, халĕ ачасемпе ларать. Сăмах май, Эльвира «Çулталăк хĕрарăмĕ» конкурсăн «Хĕрарăм-анне» номинацийĕнче çĕнтернĕ. Награда панă чух хула мэрĕ И.Метшин çемьен йывăрлăхĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ те вĕсене пулăшу панă: пурăнмалли условине лайăхлатнă (виçĕ пӳлĕмлĕ хваттере тăватă пӳлĕмлипе улăштарнă), дачăна туса пĕтерме 100 пин тенкĕ укçа панă. Халĕ акă тепĕр парне – микроавтобус.
ЧИСТАЙ. Виçĕ çул каялла Сахалинта çар ретĕнче тăнă чух хăй çине алă хунă Раиль Бикмухаметов салтакăн ашшĕ-амăшĕ ывăлне асăнса ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркелет. Пухăннă укçана вырăнти ача çуртне куçараççĕ. Салтак амăшĕ каланă тăрăх, ывăлне асăнса вĕсем Çĕнĕ Шуçăм (çуралнă ялĕнче), Чистай районĕсенче иртнĕ. Çак кунсенче концерт Чистайри Строительсен Культура çуртĕнче пулнă. Унта янранă юрăсен авторĕ Раиль амăшĕ Фидани Бикмухаметова. Паллах, юрăсем пурте тенĕ пекех ывăлĕ çинчен: «Сахалин çилĕсем», «Ывăл таврăнать-ши киле», «Лăпкăн çывăр, ывăлăм»...
Сăмах май, Хусанти правăна сыхлакан центр Раиль Бикмухаметовăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнишĕн айăплă тата салтакăн тупăкне Хусанти перронта хăварнă офицерсене Раççей çар ретĕнчен кăларттарнă, пĕрле хĕсметре тăнă хăш-пĕр салтакăн та закон умĕнче явап тытма тивнĕ.
 
: 823, Хаçат: 52 (834)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: