Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тунтикун Тутарстанри Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкне Хусанта 2013 çулта иртекен Универсиадăн 6 спорт объектне уçса чаплăн вĕçлерĕç. Тĕп уяв «Ак Барс» Кĕрешӳ керменĕнче пычĕ. РФ Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов çак мероприятие хутшăнма ятарласа Хусана килнĕ. ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев кашни çыннăн сывлăхшăн сиенлĕ япаласене тутанмалла марри çинчен, хăйшĕн сывă пурнăç йĕркине пурнăç норми тесе йышăннисем нумайăн пулмаллине каларĕ.
Юнкун «Единая Россия» партин Аслă канашĕн пуçлăхĕ Борис Грызлов РФ Президентне Дмитрий Медведева Тутарстан Президенчĕн вырăнне йышăнма тивĕç виçĕ кандидатурăпа паллаштарнă: ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин тата Тутарстанăн хальхи Президенчĕ М.Шаймиев.
Кĕçнерникун çулталăка пĕтĕмлетсе виçĕ федераллă телеканала панă интервьюра: «Тĕнчери экономика кризисĕ Раççее питех хака лармарĕ», – терĕ РФ Президенчĕ. 2009 çулта лайăх палăрнă виçĕ пулăма асăнчĕ Дмитрий Анатольевич: социаллă тăнăçлăха упраса хăварайнă тата социаллă тӳлевсене хушса парайнă; финанс системипе наци валютине тăнăçлăх кӳнĕ тата пĕлтĕрхи 13 процентпа танлаштарсан инфляци те 9 процента çити чакнă; система тăвакан предприятисене патшалăх тĕревне панă. Апла пулин те Президент «кризиса çĕнтертĕмĕр тесе лăпланса ларма ир» терĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕмĕшле чĕр тавар кăçал 8,7 процента чакнă, килес çул вăл ӳсессе шанаççĕ-ха патшалăх ертӳçисем…
Д.Медведев проблемăсем çинчен те уççăнах каларĕ, тĕслĕхрен, темĕнле тăрăшсан та 2010 çулта çĕршыв экономики кӳршĕсемшĕн «чĕр тавар çăлкуçĕнчен» инновациллĕ экономикăна çаврăнаймарĕ. Пирĕн предприятисем конкуренцие чăтайманни те çĕршыв экономикине ăнăçу кӳмест, анчах вĕсене вăйлатса çĕнетмелле, çĕнетме инновацисем кирлĕ. Президент каланă тăрăх, экономикăри тепĕр пысăк проблема – ĕçсĕрлĕх. Çак проблемăна татса пама пысăк программа йышăннă, чăнах та вăл ĕçсĕрлĕхĕн хăватне самай чакарнă, апла пулин те ĕçсĕрлĕхпе кĕрешмелли пайтах-ха.
Обществăна çĕнетесси пирки сăмах тапратсан Медведев çак процеса вăйпа тутарма юраманни çине пусăм турĕ. Общество модернизацийĕн никĕсĕнче правăпа демократи пулмалла тесе шутлать Президент.
Паян, декабрĕн 25-мĕшĕнче, чăвашсен паллă поэчĕн Валентин Урташăн тăван ялĕнче, Пăва районне кĕрекен Раккассинче, ирхине 10 сехетре поэт 85 çул тултарнине халалласа палăк уçаççĕ.
 
: 1050, Хаçат: 52 (834), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: