Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Енчен те ача ашшĕн е амăшĕн ăшшине, тĕревне туймасть-тĕк, вăл ытти ачасем çине çилленме пуçлать.
Ачана çапса итлеттерни яланах пулăшмасть. Пĕрремĕшĕнчен, ачине çупкă паракан ашшĕ-амăшĕ уншăн тĕслĕх пулса тăрать. Çапни – çынсене витĕмлемелли меслет пулнине ăнкарса илет те ача çакăнпа ытти ачасемпе хутшăннă вăхăтра усă курать. Иккĕмĕшĕнчен, час-часах ашшĕ-амăшĕн алă çирĕплĕхне туякан ачасем вĕсен тимлĕхĕнчен пăрăнма е хирĕç тăма тытăнаççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, ытла хытă пĕçеркке парсан ача хăй айăпĕн сăлтавне манса каять. Вăл ашшĕ-амăшĕ вĕрентĕвĕ вырăнне ыраттарнине кăна астуса юлать.
Çапса итлеттернине пула ачасем ытларах чухне хăйсен начар хăтланăвĕсене улăштарас вырăнне вĕсене пытарма тытăнаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ачана ытла çирĕп явап тыттарни унăн хаярлăхне ӳстерет. Анчах хаяр пулма вăл аслисенчен кăна вĕренмест, хăй пеккисем те ачана усаллăха самай явăçтараççĕ. Тĕслĕхрен, ача садне çӳренĕ ачасем килте ларнисемпе танлаштарсан шкула кайнă вăхăтра хаяртарах пулаççĕ. Çакă, паллах, ачана садика пама хăрушă пулнине пĕлтермест, çапах пĕр çулхисен ушкăнĕ усаллăха вĕрентетех. Ку вăл тĕрткелешмелли шавлă вăйăсем те, пĕр-пĕрне хăваламалли те, тата ытти те. Тата ачасем пĕр-пĕрне мăшкăллаççĕ, ятлаççĕ, ӳпкелешеççĕ, çав вăхăтра вĕсем хăйсен çиллине кăтартма вĕренеççĕ.
Аслисем чылай чухне ачасен хаяр хăтланăвĕсене ырлаççĕ, хăш-пĕрисем ачана кӳрентерсен çине тăрса «тавăрма» хистеççĕ. Çакăнпа ашшĕ-амăшĕ ачине хирĕçекен, çапăçакан тăвать. Ача вара мĕн пулсан та тӳрех аллисене ирĕке ярать. Вăл хирĕçĕве чармалли урăх меслетсем те пурри çинчен пĕлмест те. Ашшĕ-амăшĕ шăпах çакăн пек никама пăхăнман, хăйшĕн хăй тăраякан çын çитĕнтеретпĕр тесе шутлать. Кунашкал вĕрентĕвĕн çимĕçĕ мĕн патне илсе çитерме пултарни çинчен шухăшласшăн мар вĕсем.
Статистика тăрăх, вăтам шкул пĕтернĕ тĕле ача телевизорпа 8 пине яхăн çын вĕлернĕ сцена курать, 100 пине яхăн ытти усал-тĕселе. Иртнĕ ĕмĕрсенчен пĕри те пирĕнни пек ирсĕрлĕхпе тулман. Телевизор ачана усал ĕçсем тума хĕтĕртет-и? Çапла, хĕтĕртет. Юнлă телепродукци ача хаярлăхĕшĕн лайăх апат. Передачăсенчи ирсĕрлĕх степенĕ мĕн чухлĕ нумайрах, вĕсене куракан ачасен хаярлăхĕ çавăн чухлĕ ытларах.
Психологсем хаярлăха пусармалли канашсем сĕнеççĕ:
1. Ачăра ырă тата япăх эмоцисене уйăрма вĕрентĕр. Ăна çилĕ тата хаярлăха кăлармалли тĕрлĕ меслетсем çинчен каласа парăр.
2. Ачăра хĕрхенме вĕрентĕр. Пурнăçа тĕл пулакан самантсемпе выляса пăхăр: «Эсĕ хăвăн юлташна кӳрентертĕн. Унпа мирлешсе пăх», «Эсĕ урамра шăннă кушак çурине тупрăн – хĕрхенсемччĕ ăна».
3. Ачăра вăрçăшма тата кăшкăрма ирĕк парăр. Енчен те хаярлăха сăмахсем витĕр кăлармасан вăл хăтланура палăрма пуçлать.
4. Ачан хаярлăхне вăйă урлă кăларма пулăшăр. Унпа минтерсемпе кĕрешĕр, хĕçле, вăрçăлла выльăр.
5. Ачана ытларах мухтăр, сахалрах ятлăр. Критиклени тата вăрçни айăп комплексне аталантарать, хăйĕн хаярлăхне вара ача хăй çине куçарса яма пултарать.
6. Йĕркене вĕрентес тесе вăл ыйтнă япалана пĕр вăхăт туянса ан парăр. Анчах çакна çилленсе, ăна кӳрентерес тесе ан тăвăр.
7. Юмахри геройсен тĕслĕхĕ çинче хаяр пулни ытти сăнарсем çине еплерех витĕм кӳнине кăтартса парăр. Юмахри сăнарсен хирĕçӳллĕ лару-тăруран тухмалли çулсене палăртăр.
 
: 981, Хаçат: 51 (833)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: