Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1963 çулхи çу кунĕсем. Атăл хĕрринчи «Пятачокри» сăра сутакан умĕнче халăх йышлă. Унта çитсе тăнă «хура çăханран» тухнисене хупăрланă. Çӳлти хупă кузовра икĕ сержант такама сулласах пеме хатĕр.
– Хура халăх, хăтарăр, пулăшăр, чăваш шăпчăкне «Шупашкар таганкине» тытса каяççĕ, эпĕ чăваш поэчĕ Урташ! – тапкалашать кăшт кăна хĕрнĕ çын.
Эпĕ Урташ ятне илтнĕ-ха, анчах хăйне 15 çула çитиччен курман, сăввисене радиопа вуланине илтнĕ. Туссемпе хĕрлĕ кăсăруклисем çумне чупса пырса çулăхрăмăр, пĕри лăпах кӳршĕ ялтисем пулчĕ…
Лач! антарса хăварчĕç сăвăçа. Пире пырса ыталаса йĕрсе ячĕ вăрçă инваличĕ, сăрапа сăйлама хăтланчĕ…
Каярах Сĕмĕлте тĕл пултăмăр. А.Канаш патĕнче. Пахчара чатăр карса панă вырăн патне çитсен, чăп-чап чуп турĕç иккĕшĕ, çыру урлă паллашнă тет. Эпир, Пукашран пынисем, «Энĕш хумĕсем» литпĕрлешĕвĕн çамрăк членĕсем, хамăр хаçатăн çĕнĕ номерне вырăнпа выртакан поэта кăтартма пынăччĕ.
Тепрехинче, хĕлле, кивĕ шкул умĕнче Шĕнерпуçĕнчи аслă пиччепе Валентин Янкайпа пĕрле Шупашкартан ялпа паллашма Иван Викторов, Иван Саламбек, Петр Осипов вĕреннĕ шкула курма, Чăнкассинчен çуранах, унта каç выртса, Урташ çитнĕ.
Унччен те пулмарĕ, кӳршĕ Акчураран (ăна Янкай каларĕ) чаплă ăйăрпа иккĕн çитсе чарăнчĕç Янкая палласа.
– Ку Урташ сăвăç вĕт? – тĕпчерĕç çумринчен.
– Эпĕ! – мăнаçланчĕ лешĕ.
– Сана колхоз ертӳçи Кудряшов чĕнет! Лар! – хушрĕç хусахсем. Анчах эпир ăна ниçта та ямасса пĕлтерсен: «Атьăр пĕрле!» – тытрĕç пире те хулран.
Шĕнерпуçĕпе çумăн Акчурара (халĕ Куславкка районĕ) колхоз пухăвĕ пынă. Унтисем ку тăрăха Урташ Энтри Пасарĕ урлă Шупашкартан ларса килнине, Чăнкассине çитесле каланине илтнĕ, курнă. Лавçисем унта та çитсе килнĕ ăна шыраса.
Акчура колхозĕн председательне суйлавра каллех хăйне хăварнă имĕш, савăннă, ку тăрăха килсе çӳрекен чаплă сăвăçа илсе килме халăха шантарнă. Эпир çитнĕ çĕре хĕссе-çапса тултарнă клуб пеккинче халăх алă çупса, кăшкăрса кĕтсе илчĕ ăна. Çурçĕр те иртрĕ. Урташ та сăвăсем каласа ывăнчĕ, ăна вăхăт-вăхăт Янкай, эпĕ ылмаштартăмăр.
Çулсем иртсен, В.Янкай та, В.Урташ та пирĕнтен уйрăлсан, Чăваш наци библиотекин типографийĕнче В.Янкайăн «Шĕнерпуçăм – асрах Кайрикас» пĕчĕк кĕнеки кун курнăччĕ (Ш., 2006). Унта вăл В.Урташа аса илни те пур.
Ленин тăкăрлăкĕнчи почта çурчĕпе юнашар çуртри хваттере Шупашкарта пурăннă чух юлашки хут кĕрсе курнă. Ушкăн çуртра пĕрле çумăн Николай Кушманов, Юрий Петров пурăннă. Урăх курман чаплă сăвăçа.
 
: 1302, Хаçат: 51 (833), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: