Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1968 çулхи çĕртме уйăхĕнче Йĕпреçре ĕçпе юрă уявĕ пырать. Эпĕ вăл вăхăтра ку районти «Çĕнтерӳшĕн» хаçатра ĕçлеттĕм. Уявра ытларах Валентин Урташ сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем янрарĕç: «Калаймарăм», «Укăлча умĕнче», «Тавах, аннем», «Пĕрре курсах саврăм-ши?», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ», «Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран», «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем» тата ыттисем те. Мĕнле аван юрăсем! Вĕсем халĕ те чăвашсен юратнă юррисем шутланаççĕ. Çак уяв хыççăн вĕсем маншăн чи юратнисем пулса юлчĕç. Эпĕ унчченех Урташ çинчен илтнĕччĕ-ха. Анчах унăн пурнăçне çиелтен кăна пĕлнĕ. Унăн сăввисенче, вăрçăра йывăр аманса пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнăран хăйĕн тарăхăвĕпе, хурланăвĕпе савăнăçĕ, чун ыратăвĕ палăраççĕ. Вăл вĕсене хăй çинчен çырнă тейĕн. Чăнах та çапла пулĕ:
Юрăпа йĕрес çĕртен эп
култăм,
Юрăпа çуралтăм çĕнĕрен.
Юрăпа эп ăраскаллă пултăм,
Юрăпах ирттерĕп ĕмĕре, – тет автор хăйĕн пĕр сăввинче. Чăнах та, вăл юрăсем валли сăвăсем çырсах йăпаннă пулĕ.
Фронтра йывăр аманса, хăрах аллине, хăрах куçне çухатнăскер, хăйĕн чун ыратăвне юрăпа пусарнă. Акă мĕн çырать вăл хăйĕн пĕр сăввинче:
Пурнăçа юратса, çĕршыва
юратса,
Ют çĕрте юн тăкса, эпĕ
тухрăм вутран.
Аннене макăртма, тăванпа
тĕл пулма,
Савнипе уйрăлма эпĕ килтĕм
ютран.
 
Аллăма çухатса, куçăма
хăварса,
Çĕршыва, пурнăçа вилĕмрен
хăтарса,
Эпĕ килтĕм киле тăшмана
çĕнтерсе,
Тăшмана çĕнтерсе, хам куна
пĕтерсе…
Çак икĕ куплетра автор çĕршыва, пурнăçа юратнине ĕненмелле кăтартса парать. Каччă 19 çула кайсан вăрçăра йывăр аманать. Çамрăк вăхăт! Хĕрсемпе чи таса юратăвăн тутине туйса, киленсе, савăнса пурăнмалли вăхăт. Фронта тухса кайиччен юратнă хĕрĕ пулнах ĕнтĕ унăн. Анчах та фронтран хăрах алăсăр, хăрах куçсăр чăнахах та юратнă хĕрĕшĕн кирлех те мар пулма пултарнă ĕмĕр ирттерме. Хĕрсен те сывă та тĕреклĕ çынпа çемье çавăрас килет ĕнтĕ. Ывăлĕ çавăн пек таврăннăран амăшĕ макăрмасăр, хуйхăрмасăр пулман-тăр.
Çамрăклах çавăн пек сусăрланса юлни хурлантарнă та. Хăйĕн чун ыратăвне сăвăпа, юрăпа пусарма тăрăшнă, юрату туйăмне те хăйĕн ăшĕнче пытарнă ĕнтĕ вăл. «Савнипе уйрăлма» тенĕ сăмахсем чуна пырса тивеççĕ. Савнийĕ унран сивĕнмен пулсан та алăсăр, куçсăр çынпа ĕмĕр ирттерес темен пулĕччĕ-и? «Тăванпа тĕл пулма» тени те шухăша ярать. Поэт тăванпа калаçса та хăйĕн чун ыратăвне пусарнă, паллах. Сăвăсем çырса йăпаннă вăл.
Унăн сăввисемпе паллă композиторсем Г.Хирбю, Ф.Лукин, А.Сергеев тата ыттисем те юрă хывнă. Вăл юрăсене халăх юратса юрлани те Урташа кăшт та пулин çăмăллăх панах ĕнтĕ.
Çулла калас сăмахăма
Кĕрхи каçсем валли, ай,
хăвартăм.
Кĕрхи каçсем çитсен, ăна
курсассăн –
Ун куçĕнчен пăхма хăймарăм.
(«Калаймарăм», кĕвви Григорий Хирбюн).
Савнийĕпе тĕл пулсан, тен, чунтан калаçма та именнĕ пулĕ.
Укăлча умĕнче шурă хурăн,
Укăлча умĕнче сирĕн кил.
Хурăнсен айĕнче савнă
вырăн,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна
аса ил, –
тет сăвăç хăйĕн «Укăлча умĕнче» сăввинче. Ăна та Хирбю юрра хывнă. Ку вăл çамрăксен юратнă юрри пулса тăчĕ. Çак сăвва автор вăрçă хирне тухса каяс умĕнхи вăхăтсене аса илсе çырнă-тăр. Савнине çав вăхăтсене аса илме чĕнсе каланăн туйăнать.
Улăх урлă, хир-вăрмансем
урлă
Вăркăшса иртет-и ачаш çил.
Саншăнах эп çепĕç юрă
юрлăп,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна
аса ил, –
çак ырă та çепĕç сăмахсем чуна кайса тивеççĕ. Çак сăмахсене çырнă вăхăтра та сăвăçăн чĕри ыратнă пулĕ. Пĕр енчен илсен, савнийĕ те хытă чĕреллĕ пулма пултарнă ун çине пăхса. Кунта юратупа тунсăх, тиркев те пĕр-пĕрне хирĕçленĕ пек.
Валентин Урташăн сăввисем çăмăллăн вуланаççĕ. Унăн сăввисенче çепĕç лирика хуçаланать. Чун патне пыракан сăмахсемпе çивĕччĕн те ачашшăн тыткăнлать вулакана. Ахальтен мар композиторсем хаваслансах юрра хывнă унăн сăввисене.
Тăван çĕршыв, сана юратрăм
Ӳссе çитсен, салтак пулсан.
Пĕр саншăн çеç савса
усрарăм
Хам ятăма, хам чыса.
Унăн сăввисем рифма тата ритм енчен те питĕ килĕшсе тăраççĕ.
Хăй вăхăтĕнче пуçлăхсем ăна тивĕçлипе хаклама пĕлменни те поэта пăшăрхантарнă пулĕ. 1962 çулта тухнă «Чăваш поэзийĕн антологине» те В.Урташа кĕртмен. Унăн ячĕ унта пулма тивĕçехчĕ ĕнтĕ. Пурнăçĕ те йывăр сурансене пула 1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 49 çултах татăлать. Унăн кашни сăвви, юрри чунпа, юнпа шăранса тухнă. Çавна пула та юррисем нихăçан та кивелес çук. Вĕсенче çепĕçлĕх, сăпайлăх, лирикăн чи паха енĕ, туслăх, юрату палăрать. Вĕсем пурте чуна çав тери çывăх.
Юратнă поэтăмăр пурăннă пулсан раштавăн 20-мĕшĕнче 85 çул тултармаллаччĕ.
 
 
 
: 2394, Хаçат: 51 (833), Категори: Калем

Комментарисем:

надежда (2013-03-14 19:32:41):
"Хăй вăхăтĕнче пуçлăхсем ăна тивĕçлипе хаклама пĕлменни те поэта пăшăрхантарнă пулĕ"
Ун вăхăтĕнчи пуçлăхсене халăх тахçанах маннă. Урташ ячĕ паян та халăх асĕнчех! Çапла-и?


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: