Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хĕл каçнă тĕле çуртра та, тулта та хурт-хăмăр çемйин пурнăçĕ питĕ йывăрланса çитет. Кун пек йывăр вăхăт уншăн урăх пулмасть. Хĕл каçа хуртсем ватăлаççĕ, вĕсен пыршăлăхĕнче ирĕлмен апат юлашкисем нумай пухăнаççĕ. Йăвара çăвăрсем карасăн пысăк пайне йышăнаççĕ, вĕсене тăрантармалла тата ăшăтмалла. Çавăнпа та хуртсем апат унчченхинчен ытларах çиеççĕ (ун чухне вĕсен пыршăлăхĕ те пушă пулнă). Апата унчченхи пек перекетлемеççĕ, уйрăмах чечек тусанне нумай çиеççĕ. Чечек тусанне çăвăрсене çитернисĕр пуçне хăйсем те çиеççĕ. Вăл çителĕксĕр чухне хуртсем хăйсен организмĕнчи белока расхутлаççĕ, ку ĕнтĕ сĕт кăларакан парсен ĕçне начарлатать, вара хуртсем хăвăрт ватăлаççĕ. Ĕрчев туйăмĕ вĕсене чечек тусанне унчченхи тапхăртан нумай çитерет.
Белоклă апат нумай çинипе пыршăлăхăн кайри пайĕ ирĕлмен япаласемпе тулса каять. Çемье пурнăçĕ кашни кун начарланса пырать. Паха апат çителĕклĕ таран хăварнă, лайăх хĕл каçакан хурт-хăмăр çемйин пурнăçĕ, хĕл çичĕ уйăха пырсан та, начарланмасть, вăл çăва аван тухать.
 
: 1238, Хаçат: 51 (833), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: