Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕр мăйăрне (арахис) хамăр пахчара та ӳстерме пулать имĕш. Мăйăра хуппинчен тасатмалла та кăштах марганцовка ирĕлтернĕ шывра тытмалла. Унтан кăларса таса шывпа чӳхесе типĕтмелле. Вара нӳрлĕ пăчкă кĕрпи (опилка) ăшне чиксе хумалла. Мăйăр сăмсалансан, май уйăхĕн пуçламăшĕнче пахчана тухса лартма юрать. Вăрлăх хушши 35-40 сантиметр пулмалла, çакна ан манăр. Вак шăтăклă лейкăпа шыв сапса (шултрипе сапсан çĕр юхса кайса вăрлăх çаралса юлать) пленкăпа витмелле. Симĕс калчисем курăнма пуçласан пленкăсене пĕкĕ туса çĕклемелле. Ăшăрах çанталăкра кăштах уçса илме те юрать. Анчах та пленкăна калча чечеке лармасăр илсе пăрахма васкамалла мар-ха. Ӳсен-тăрана сивĕ шывпа сапма юрамасть, асăрхануллă пулăр. Чечеке ларма пуçласан çĕрне купаламалла. Чечеке июнь пуçламăшĕнче ларма тытăнать те çанталăк шăнтичченех сарать.
Чечек шансан çулçă хĕвĕнчен çимĕç хунавĕ – гинофор тухать те питĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе çĕр ăшне кĕрет. Вара хунав вĕçĕнче цилиндр евĕрлĕ вăрлăхлă мăйăр хутаçĕ ӳсет.
Сăмах май, арахисăн тымарĕ питĕ тарăн ӳссе кĕрет. 1,6 метр тарăнăш анма тата 1 метр айккинелле сарăлма пултарать. Çавăнпа та калчасен хушши пысăк пулмалла.
Тухăçа хунавсем типнĕ май кăларса пыма юрать. Ешĕллисене тытмалла мар, аманма пултараççĕ. Пĕр калчаран 40-70 арахис хутаççи «тулма» пултарать. Вĕсем сутăн илнинчен пĕрре те улшăнса тăмаççĕ: тутипе те, тĕсĕпе те.
Чи хăвăрт пулакан сорт «Краснодарец 13», йышлăрах тухăç пуçтарма «Краснодарец 14» вăрлăх илме тăрăшмалла.
Тата çакна каласа хăвармалла, арахис кăпăшка çĕр çинче тата хĕвеллĕ çĕрте çеç ӳсме пултарать.
 
: 1247, Хаçат: 51 (833), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: