Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун ТР Патшалăх Канашĕнче Тутарстан халăхĕсен съездне хатĕрлесе ирттерес енĕпе ĕçлекен комитетăн ларăвĕ иртрĕ. Республикăра пурăнакан халăхсен пысăк форумне ирттерессине ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнче Указ кăларса çирĕплетнĕ. Съезд ирттерме сĕнӳ паракансем вара ТР Патшалăх Канашĕн Президиумĕ, ТР Министрсен Кабинечĕ тата ТР Наципе культура пĕрлешĕвĕсен ассоциацийĕ (АНКО).
Республика ертӳçин Указĕпех мероприятие йĕркелесе ирттерес енĕпе ĕçлекен комитет туса хунă, ăна ертсе пыма ТР Патшалăх Канашĕн председательне Фарид Мухаметшина шаннă. Унăн çумĕсем: ТР Премьер-министрĕн çумĕ – культура министрĕ Зиля Валеева, республика парламенчĕн вице-спикерĕ Александр Гусев тата ТР Президенчĕн шалти политика енĕпе ĕçлекен управленийĕн ертӳçи Александр Терентьев. Йĕркелӳ комитечĕн йышне çавăн пекех министрсем, депутатсем, ТР Президент аппарачĕн, Министрсен Кабинечĕн, Патшалăх Канашĕн чиновникĕсем, обществăлла организацисемпе пĕрлешӳсен пуçлăхĕсем кĕреççĕ.
Ларура пысăк мероприятие еплерех, ăçта ирттерессине сӳтсе яврĕç: Тутарстан халăхĕсен съезчĕ Хусанта кăçалхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче М.Джалиль ячĕллĕ Оперăпа балет театрĕнче иртмелле. Съезд ĕçне 700-е яхăн делегат тата 300 хăна хутшăнмалла. Ларура ТР Халăхсен ассамблейине туса хума йышăнчĕç.
– Съездăн тĕп тĕллевĕ – республикăмăрта пурăнакан пур нацисене те пĕрлештересси. Хуть хăш халăх çынни те Тутарстанра хăйне аван туйтăр. Ку ыйту çине эпир яланах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Апла пулин те ноябрьти пуху çак ĕçе çĕнĕ вăй хушĕ. Съезд влаçра ĕçлекенсене Тутарстанри халăхсен кулленхи ыйтăвĕсене, йывăрлăхĕсене вăхăтра шута илсе татса пама май парĕ. Съезд ирттерсе эпир халăхсене пĕрлештерессипе çыхăннă пысăк ĕçе те кăтартса паратпăр. Тӳррĕнех каламалла: Тутарстанра хуть хăш халăх çынни те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, хисеплесе пурăнать. Эпир никама та ӳчĕ тĕсне, чĕлхине, национальноçне кура хĕсĕрлеместпĕр. Çак ĕçе тата та çӳллĕрех шая çĕклесчĕ тесе тăрăшатпăр, – терĕ Фарид Хайруллович.
Паллах, çакнашкал пысăк мероприятие ирттерме сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ пулать. «Ăна тупатпăрах, – терĕ йĕркелӳ комитечĕн председателĕ, – съездăн ырă тĕллевĕшĕн – халăхсем хушшинчи тăванлăха çирĕплетессишĕн – тем чухлĕ тăкаклансан та шел мар».
Съездчен шăп та лăп виçĕ уйăх çеç юлчĕ. Умра – хатĕрленӳ ĕçĕсем. Республикăра пурăнакан ытти халăхсем пекех ТР Чăваш наципе культура автономийĕ те унта хутшăнма хатĕрленет. Çĕклемелли ыйтусем нумай пирĕн халăхăн, умри тĕллевсем пысăк. Хăш-пĕр ĕçе пуçарса яма ниепле те лава вырăнтан тапратса ярайманни те пулкаланă. Съезд пур ыйтусене те татма пулăшасса питĕ шанас килет.
 
: 1181, Хаçат: 31 (709)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: