Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кил хушшинче, уйрăмах хăвăн хуçалăхупа пурăнсан, пĕр ларма пĕлмесĕр «аппаланма» пулать. Пулать кăна та мар, тумасан ĕç тухмасть. Юрать-ха хĕллехи кунсенче пахчаран канатпăр, ытти вара... Уйрăмах ватă çынсене хуçалăха тытса пыма йывăртарах. Сăмахран, пӳрте шыв кĕмен пулсан, пĕрре кăна пĕр витрепе кайса кил, аванах ывăнтарать. Япала çумалла пулсан тата...
Юлашки çулсенче ватă çынсен пурнăçне кăштах та пулсан çăмăллатас тесе соцĕçченсене «тара» тытма пуçларĕ патшалăх.
Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче те ытти çĕрти пекех ватăсене пăрахмаççĕ. Çак ялта малтан больница пулнă-мĕн, нумай пулмасть ăна хупма тӳр килнĕ. Медĕçченсем, паллах, ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă темелле. Хăшĕ района çӳрет, хăшĕ ... Çапах та медицинăпа çыхăннă çын нихăçан та ĕçсĕр юлмасть теме юрать. Уйрăмах юлашки çулсенче, соцĕçченсем кирлĕ чухне, шăп медицинăна пĕлнĕ çынсене çак ĕçе шанса параççĕ те. Ку питĕ тĕрĕс. Ват çынсене укол та тума тӳр килет, юн пусăмне те виçсех тăмалла.
Соцĕçчен Елена Якорева та, больницăра ĕçленĕскер, халĕ тăватă кинемие пăхса тăрать. Виççĕшĕ Чăваш Пăрнайран, тепри вара кӳршĕ ялта пурăнать.
– Елена, эсир пăхакан кинемисен ачи-пăчисем те пур-и? – кăсăклантăм эпĕ.
– Пĕрисен çук, теприсен... Халĕ ăна-кăна пăхмаççĕ. Вĕсен ачисем хăйсемпе пурăнмаççĕ вĕт. Канмаллисенче çеç килкелеççĕ, – тет соцĕçчен кинемисене шеллесе. – Ват çынсем хăйсен тăван килĕсенчен пĕрре те каясшăн мар. Ачисем хĕллене чĕнсен те хирĕçлеççĕ.
– Мĕнлерех ĕçсем тăватăр вара вĕсем патĕнче?
– Темех ĕçлеттермеççĕ. Вĕсем вĕт халĕ таçта тухса çӳремеççĕ, çуллахи пек урама та тухса лараймастăн, çавăнпа та çын килнине кĕтсе тăраççĕ. Уйрăмах кӳршĕ ялти ватă çын пĕр ĕç те тутарасшăн мар, кĕнĕ-кĕмен чей ĕçтерет. Калаçса ларать.
– Вăрттăнлăха уçăр-ха, вĕсем телевизор кураççĕ-и, хаçат вулаççĕ-и?
– Э-э, вĕсем-и? Телевизор та кураççĕ, хаçатне те вулаççĕ. Чăвашлине, «Сувара», вуланă хыççăн вара мĕн çырнине мана та каласа параççĕ.
Çапла, соцĕçченсем пулнипе ватă çынсене пулăшу та пырать, кичем те мар.
 
: 1210, Хаçат: 51 (833), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: