Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Йытă усракансем пĕлеççĕ: пурнăçĕнче пĕрре çеç, ăнсăртран, йытă мăй çыххине пуçĕ урлă туртса кăларсан ăна урăх сăнчăрта тăратаймастăн – тепрехинче те хывса пăрахать вăл ăна.
Манăн килти йытăпа та çапла пулса тухрĕ – сăнчăра туртăнтарса каялла чакса пырса вăл мăй çыххине хывса пăрахатчĕ, савăннипе вĕре-вĕре тахăш вăхăтра пӳрт йĕри-тавра чупса çаврăнатчĕ, картишĕнчи кайăк-кĕшĕке хăрататчĕ. Унăн пуçне мăй çыххине каялла чиксе хума темиçе хутчен те хăтланса пăхрăм – пултараймарăм. Çавăн хыççăн йытă валли шанчăклă мăй çыххи ăсталама шухăш тытрăм. Ăна пуç урлă хывма пуçласан мăй çыххи йытă мăйне пăвса хурать – ăна вăл ниепле те хывса пăрахаймасть.
Çак тĕллевпе синтетикăлла шпагатпа («тюк пралукĕпе») усă куртăм. Малтан йытă пуçне виçсе илтĕм, пулнă виçене 1 сантиметр чакартăм, мăй çыххи тăршшĕ 40 см – 1 см = 39 см пулса тăчĕ. Шпагат татăкне çурмалла касрăм: 39 см : 2 = 19,5 см. Çакă фанер (картон) тăваткал енĕн тăршшĕ (1-мĕш ӳкерчĕкре). Тăваткал çумне тимĕр ункă хутăм ( 2). Малтан ун çумне мăй çыххи çирĕплетнĕччĕ. Шпагата (3) фанер çумне çăмхалама тытăнтăм. Кашни хутĕнчех шпагата çăмхаланă май ункăран витĕрсе пынă. Çапла вара шпагата 20-30 хут çавăрнă хыççăн кантраран тунă хулăн мăй çыххи пулса тăчĕ манăн. Çакăн пек мăй çыххи ахаль чухнехи чĕн мăй çыххисенчен чылай çирĕпрех, хăйĕн çемçелĕхĕпе, çирĕплĕхĕпе йытă мăйне аван килет.
Халиччен мăй çыххине хăй нихăçан та хывса курман йытта ку мăй çыххине çийĕнчех тăхăнтартаççĕ. Анчах хамăн йытă валли ку схемăна кăштах улăштартăм эпĕ. Шпагат вĕçĕсене çыхиччен мăй çыххи калăпăшне, шпагат вĕçĕсенчен пĕрне каялла ярса кăштах ӳстертĕм. Мăй çыххине йытă мăйне тăхăнтартсан шпагат вĕçĕсене малтанхи шая çитерсе хытă çыхса хутăм. Шпагат вĕçĕсене зажигалкăпа çунтарса шăратса илтĕм. Халĕ йытă ниçта та тараймĕ!
Виçĕ кун сăнарăм йытă тарас тесе темĕн те пĕр хăтланнине. Кайран лăпланчĕ вăл, урăх мăй çыххине хывас тенине асăрхаман.
Анчах çак мăй çыххине тĕрĕс хывма та пĕлмелле. Çăмăллăн ункă хыççăн ункă хытарса пырса пĕр ункин диаметрне ӳстермелле, ăна йытă мăйĕнчен хывса илмелле, кайран унăн шучĕпе мĕнпур юлнă ункăсен диаметрне те ӳстерсе мăй çыххине пĕтĕмпех хывса илмелле, унтан ункăсен шутне малтанхи шая çитермелле.
Çакăн пек мăй çыххи экономика тĕлĕшĕнчен усăллă, мĕншĕн тесен шпагатран явнă хулăн вĕрен тимĕр сăнчăртан чылай йӳнĕрех.
 
: 2226, Хаçат: 51 (833), Категори: Ăстаçă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: