Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Çамрăкранах сăвăсем çырма пуçланăччĕ эпĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра пĕрремĕш сăвă пичетленсе тухрĕ. Каярах кунта татах та сăвăсем, калавсем пичетленсе пычĕç. Унтан, 1986 çулта – 42 тултарсан, хам сисмесĕрех çырма пăрахрăм, – тесе каласа пачĕ пире Нурлат районĕнчи Мамăк ялĕнче пурăнакан Иван Павлов. Унтан çавăнтах аллине купăс тытрĕ те тĕлĕнмелле хитре кĕвĕсем кăларма тытăнчĕ:
– Ачаран эпĕ чаплă купăсçă пулма ĕмĕтленеттĕм. Купăса алла илтĕм ĕнтĕ, анчах пурнăçра вунă ытла профессипе ĕçлеме тиврĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ вăл.
Вăрçă вăхăтĕнче çуралнă ытти ачасенни пекех ачалăхĕ çăмăл пулман Иванăн. Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел ялĕнче вăрçăран хăрах алăсăр таврăннă Павел Ефимович килĕнче вăрçă чарăниччен çичĕ уйăх маларах çуралнă вăл. Çамрăклах колхоз ĕçне кӳлĕннĕ, май пур таран аслисене пулăшнă. Килте хăрах алăллă ашшĕшĕн йывăр ĕçсене пурнăçланă. 10-мĕш класс хыççăн пĕр вăхăт совхозра тăрăшнă. Унтан Омск хулинче пурăнакан аппăшĕ чĕннипе Çĕпĕре тухса кайнă, сварщике вĕренсе тухнă. Киле таврăнсан «МЮД» совхозра икĕ çул сварщикре тăрăшнă вăл. Купăспа ăста каланине кура ăна клуб ертӳçи пулма сĕнеççĕ. Çын çуккипе çулталăка яхăн ял Советĕнче счетовод-кассирта тăрăшать. Унтан профтехучилищĕре вĕренсе анлă профильлĕ механизатор специальноçне алла илет. Каярах Культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи, Культура çурчĕн ертӳçи пулса вăй хурать, инструментсен ансамблĕ йĕркелет, ӳкерме ăста пултараканскер стендсене те хăех ӳкерсе ăсталать.
Пăвари зооветтехникумра икĕ курс вĕреннĕ хыççăн вăл куçăн мар вĕренме тытăнать, совхозра зоотехник-селекцион ерта тăрăшать, ĕçлеме пăрахмасăрах алла диплом илет.
– Çав вăхăталла ялта çурт кивелнĕччĕ манăн, вăрман пирки калаçма тесе хамăр ялтан 12 çухрăмри Мамăка лесничествăна çул тытрăм. Лесничий патĕнче «Сульчинский» совхоз пуçлăхĕсем лараççĕ. Мана çийĕнчех совхозра партком секретарĕ пулма çураçма тытăнчĕç. «Ара, эпĕ парти членĕ мар-çке, епле парткомра ĕçлеме пултарăп?» – тетĕп. «Нимех те мар, йышăнатпăр сана партие, тăрăшуллă эсĕ, ĕçлеме пултаратăн, лайăх ертӳçĕ пулăн. Хваттерпе тивĕçтеретпĕр сана кунта, çурт та тумалла пулмасть», – теççĕ. Калаçтарсан-калаçта рсан уйрăм зоотехникĕ пулма килĕшрĕм, çийĕнчех хваттер пачĕç, – аса илет Иван Павлович. Ку совхозра вăл зоотехник-селекцион ер, выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕçлекен бригадир, сысна ĕрчетес енĕпе ĕçлекен бригадир, прораб, уйрăм управляющийĕ пулса тăрăшнă. 2004 çулта пенсие тухнă.
Çавах килте ахаль ларма шутламан ветеран. Хĕлле больницăра кочегарта ĕçленĕ, çулла та хăйне валли тивĕçлĕ ĕç тупнă. Ялти никам пурăнман çурта юсаса çĕнетсе вăл унтан кĕлĕ çурчĕ уçнă, кунта икĕ çула яхăн староста вырăнĕнче вăй хунă.
Халĕ Иван Павлович çулталăка яхăн ĕнтĕ шкулта хуçалăх заведующийĕ. Шкулта кунĕпе ура çинче вăл, таçта та курма пулать ăна: ăçта кĕленче лартать, ăçта алăк юсать, шкул садне йĕркене кĕртет тата ытти те. Платник те, столяр та, слесарь те, сварщик те тата такам та вăл кунта.
Килте те пĕрре те ахаль лармасть Иван Павлович. Чăх-чĕп тытать, кроликсем ĕрчетет. Ĕлĕкрех ĕне-пăру, сурăх-сысна усранă.
Мăшăрĕпе, ĕмĕрĕпе дояркăра ĕçлесе пенсие тухнă Зинаида Ивановнăпа пилĕк ача çуратса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Ачисем халĕ пурте тĕрлĕ çĕрте çемьеллĕ пурăнаççĕ.
– Пенсие тухнă хыççăн сăвăсем, калавсем, очерксем çĕнĕрен çырма пуçларăм. Кăштах пушă вăхăт пулсанах алла хутпа кăранташ тытатăп, – каласа парать Иван Павлович.
Нурлатри «Туслăх» райхаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне активлă хутшăнать. Литпĕрлешĕве ертсе пыракан Маргарита Литта тата литпĕрлешӳ членĕсем тăрăшнипе 2008 çулта Шупашкарта «Рухим» издательствăра «Асамат кĕперĕ» коллективлă сборник пичетленсе тухрĕ. Унта вунă автор сăввисем, хайлавĕсем кĕнĕ. Çав шутра Иван Павлович Павловăн вунă сăвви. Кăçал Шупашкарта «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра Иван Павловăн калавĕсемпе сăввисен, очеркĕсен çĕнĕ кĕнеки кун çути курнă.
Купăс каланипе сăвăсем çырнисĕр пуçне Иван Павловичăн тепĕр хобби пур. Вăл хăваран карçинккасем явать, вĕсене пĕлĕшĕсене, тус-юлташĕсене асăнмалăх парнелет. Çапла нумай енлĕ ăста пурăнать Мамăк ялĕнче.
 
: 2168, Хаçат: 51 (833), Категори: Ăстаçă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: