Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕр чăмăрĕ пĕр вĕçĕмсĕр çаврăнать. Талăксене, эрнесене, уйăхсене шутласах вăхăт иртсе пырать. Малашлăх ялан кăсăклăн илĕртсе тăрать. Иртни – тĕрлĕ пулать. Асаилӳ пулса вăл пирĕн куç умне тухать, нумай чухне шухăшлаттарать, хумхантарать те. Иртни нихăçан та çаврăнса килмест. Асаилӳ каçĕ евĕр иртрĕ Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнчи шкул юбилейĕ. Унта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ, ĕçленĕ çынсем пуçтарăнчĕç. Шкул – кашни ачашăн çывăх вĕренӳ çурчĕ. Ахальтен мар шкулăн 160-мĕш çуралнă кунне халалласа кăларнă кĕнекине çакăнта вĕреннĕ Н.Д.Розов «Иккĕмĕш кил» тесе ят панă.
Килсе пыракан хăнасене чăваш халăх тумĕ тăхăннă вĕренекенсем ырă сунса çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Шкулпа паллашнă май кунти тавра пĕлӳçĕсем 1960 çулта йĕркеленĕ музея курма йыхравларĕç. Кунта вара – аваллăх йăви! Ял çумĕнчи çырмаран чавса кăларнă мамонтсен асав шăлĕсенчен тытăнса хуп сăпка, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем таранчченех. Ял, шкул историне çирĕплетсе паракан документсем, стендсем, çырусем, иртнĕ çулсенчи лайăх вĕренекенсемпе активистсен сăнӳкерчĕкĕсем те кунта килти пекех тирпейлĕн упранаççĕ.
«Шемек» ятлă ăруран уйрăлса тухса икĕ пĕр тăван икĕ тĕлте ял пуçлаççĕ. Ялсенчен пĕри – Аслă Ăнă ятлă пулса тăрать. Çак ялта тĕрлĕ легенда сыхланса юлнă. Ял çумĕнчи аслă çулпа ют çĕршывсене суту-илӳпе каякан пуянсем иртсе çӳренĕ. Çул çинче пĕр пуянăн хĕрĕ вилсе каять. Ăна Аслă Ăнă ялне пытараççĕ. Вилтăприйĕ çине лартса хăварнă чул çинче, çурмалла çурăлнă пулсан та, халĕ те хĕвел паллине курма пулнине каласа пачĕ музей ертӳçи А.В.Эсметьева. Теприсем çак чула паллă мар вĕçекен объект пăрахса хăварнине калаçаççĕ. Ял саманан тĕрлĕ вăхăтĕнче тĕрлĕрен пурăннă. Кашни ялăн историне унта пурăнакан халăхсем тăваççĕ. Ялсенче шкул пулсан тин унта вĕренсе тухакансем малалла аталанни, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ отраслĕсенче ĕçлеме пултарайни паллă. Аслă Ăнă шкулĕн историйĕ çакна çирĕплетсе парать.
Ялта шкул 160 çул тултарни çинчен сăмах тухсан иккĕленекенсем те пулнă. Çак шухăшсене сирес шутпа архивсене ыйтса çыраççĕ. Аслă Ăнăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул директорĕ Г.В.Солдаткина ячĕпе Тутарстан Республикинчи Наци архивĕнчен килнĕ çырура кунта 1849 çулта земски пуçламăш вырăс мар халăхсене вĕрентекен училище пуçланса кайнине пĕлтернĕ. Тĕрлĕ вăхăтра ял шкулĕ чиркӳ прихучĕн çумĕнчи, икĕ класлă тулли мар, çичĕ çул вĕрентекен, каçхи, вăтам шкул, ликбез, хресчен çамрăкĕсен шкулĕ тата ытти те пулнă. Сахал комплектлă та, ача нумаййипе темиçе сменăпа та ĕçлеме тӳрĕ килнĕ çак шкулти учительсене. Тĕрлĕ вăхăтра кунта Шанчă, Çĕньял, Хупкĕпер, Тăрăмпуç, Тăрăм, Аслапьял ялĕсенчен шăпăрлансем тĕрлĕ çут çанталăкра туха-туха чупнă. Çак тĕлпулăва та тĕрлĕ çĕртен пурнăç çулĕпе саланнă ачасем пуçтарăннă. Вĕсен калаçăвĕсенче вĕрентекенсем панă чун-чĕре ăшши упранса юлни сисĕнет.
Аслă Ăнă шкулĕнче вĕренсе тухнă çынсен шучĕ пысăк, вĕсен хушшинче тĕнчипе палăрнă çынсем, профессорсем, журналистсем, врачсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, юрăç-сăвăçсем тата ыттисем те пур. А.Е.Земляков – педагогика наукисен кандидачĕ, доцент; А.К.Самаркин Мускаври патшалăх университетĕнче, халăхсен хушшинчи хутшăнусен институтĕнче вĕреннĕ, ют çĕршывсенче суту-илӳ енĕпе ĕçленĕ; А.А.Толманов – ял хуçалăх академийĕн деканĕ; В.Н.Юдин – журналист, çыравçă; Ф.А.Хохлов Теччĕ районĕнче КПССăн пĕрремĕш секретарĕ пулнă; М.А.Барышева Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп палли орденне тивĕçнĕ; Н.М.Сорокин – журналист, Тутарстан Республикинчи ТАСС корреспонденчĕ, «Сувар» хаçата пуçарса яраканĕсенчен пĕри; Н.С.Степанцев – журналист-фотограф; И.С.Тимесков – профессор, медицина наукисен докторĕ; Н.В.Патшин – СССР Прокуратурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, юстицин аслă советникĕ; А.П.Тимесков Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, 11 медальпе наградăланнă, Е.Корсакова – «Хусан чăвашĕ сем» ушкăн юрăçи, В.А.Савелькин – юрист, В.Шумилова – сăвăç тата ыттисем те. Хальхи вăхăтра шкулта ĕçлекен 18 вĕрентекенрен вуннăшĕ çак шкула пĕтернĕ.
Уява Теччĕ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.В.Дубровский хутшăнчĕ. Юбилей ячĕпе кăна мар, шкула тин кăна кăвак çулăмлă газпа ăшăтма пуçланипе те саламларĕ. «Аслă Ăнă ялĕ хăйĕн чаплă, мухтавлă çыннисемпе паллă. Çак сăваплă çĕр тата та Теччĕ районне чапа кăларакан çынсем çуратса ӳстертĕр», – терĕ. Салам сăмахĕсем райĕçтăвком председателĕн çумĕ А.А.Гасимов, районти вĕрентӳ уйрăмĕн ертӳçин çумĕ В.И.Понедельникова, профсоюз ĕçченĕсем, кадетсен шкулĕн, кӳршĕллĕ шкул директорĕсем Н.Г.Салиховпа В.Ю.Гарифуллин тата, паллах, çакăнта вĕренсе тухнисем каларĕç.
«Юратупа та тав туйăмĕпе аса илетпĕр паян хамăрăн вĕрентекенсене. Вĕсем пирĕншĕн яланах хаклă пулнă, мĕншĕн тесен эпир пĕтĕм пĕлĕве вĕсенчен кăна илме пултарнă. Хальхи ачасенни пек информаци технологийĕсем пулман пирĕн. Н.М. Васильева математика предметне юратма вĕрентнĕшĕн, К.П.Иконниковăна, Л.П.Антиповăна, В.С.Кутлова тата ытти вĕрентекенсене те ырăпа аса илетпĕр. Пирĕн класра 52 ачаччĕ. Партăсем хушшинче нумаййăн ларнипе çырма та çукчĕ, хĕсĕкчĕ. Эпир çав вăхăтра хамăрăн вĕрентекенсене пысăка хурса хаклаттăмăр. Часах шкул пĕтерсе тухса каяс килни тивĕçсĕр, вырăнсăр пулнă иккен. Вăхăт машини пулнă пулсан каялла 9,10-мĕш классене таврăннă пулăттăм. Паллах, учительсем пире иртĕхнĕшĕн каçарнă. Эпир те вĕсене çирĕп те хаяр пулнăшăн ӳпкелеместпĕр, мĕншĕн тесен эпир вĕсене юратсах тĕрлĕ сăтăр тунă», – каласа парать çак шкултан вĕренсе тухнă Г.П.Королев.
А.П.Исаева 1961 çулта çак шкула пĕтернĕ. Ĕлĕкхи йывăр вăхăтсене аса илсе калаçрĕ вăл. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнсан та, мĕнле ĕçре ĕçлесен те вĕрентекенсем хушнине пурнăçланă: ашшĕ-амăшĕн те, хăйĕн ятне те яман, ялан тĕрĕс те тивĕçлĕ çын пулнă.
Т.М.Попкова – судостроитель. Ешĕлвар хулинче проектпа конструктор бюровĕнче тăрăшать. «Татарстан», «Ярослав Мудрый», «Астрахань» тата ытти карапсене проектлас ĕçсене хутшăннă. «Эпĕ хамăра вĕрентнĕ пĕтĕм вĕрентекене ас тăватăп. Мĕншĕн тесен эпир пĕр çемье пулса, вĕсене çывăха хурса, чун-чĕрери пĕтĕм туйăмсене, шухăшсене пайласа тăнă», – терĕ Татьяна Михайловна.
Вера Шумилова шкула медальпе пĕтернĕ 17 ачаран пĕри. Вăл СССР саманинче вĕреннĕ ачасем чи телейлĕ вăхăтра вĕреннĕ тесе шутланине пĕлтерчĕ. «Йывăр 90-мĕш çулсене ирттерсе ятăмăр пулсан та чăтăмлă пулма, юратма, каçарма, чун ыйтнине пурнăçлама чарăнмарăмăр», – тет вăл. Вера сăвăсем çырать. Кĕнеке кăлармалăх сăввисем пуçтарăннă ĕнтĕ. Хăйĕн асĕнче юлашки шăнкăрав пирвайхинчен хăватлăрах пулнипе сăвăласа хăварнă. Эпĕ виçĕ куплетне чăвашла куçарма тăрăшрăм.
Шур кăпăк ăшĕнче шур сирень,
Уçлăх та сиреньпе кăвакарчĕ.
Йăл кулса ачашланчĕ хĕвел,
Асапланнă чун юрă пуçларĕ.
 
Юлашки шăнкăравăн сасси –
Савăнтарчĕ, унтан –
хурлантарчĕ,
Уйрăлатпăр, паян юлашки
Урăхла çак самант
хумхантарчĕ.
 
Васкарăмăр ӳсме. Халь вара –
Пĕр-пĕрне саламсем
ăсататпăр
Çуталса йăлтăракан шкула,
Урмăшакан класа асăнатпăр.
Теччĕ районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи В.Г.Вериялов юбилей ячĕпе саламласа çак чăн чăваш шкулĕнче вĕренекенсемпе ĕçлекенсем питĕ те тăрăшуллă та маттур пулнине палăртрĕ. Ксения Катмаковăпа Таня Ермакова вĕренекенсем чăваш чĕлхипе район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче палăрма пултарайнă. Н.Д.Розова уяв тĕлне кĕнеке кăларнă ятпа уйрăм тав турĕ. Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра тухнă «Иккĕмĕш кил» кĕнекере автор Аслă Ăнă шкулĕпе çыхăннă çынсен йăх тымарĕсене тарăннăн уçса вĕсен асаилĕвĕсене пухса çырса кăларнă. Çакă пулас ăрусем валли уçă кĕнеке пулса тăрать. Ку Николай Дмитриевичăн пиллĕкмĕш кĕнеки. Çак тĕлпулура пулнă çынсем пĕри те ун парнисĕр каймарĕç. Вăл хăй кĕнекисене сутмасть, парнелет. Ку çав тери пысăк, ырă ĕç. Тăван çĕршыва, халăха мĕн тарăн юратнин виçи. Кĕнеке кăларнă çĕрте пулăшакансем: В.Н.Козлов, В.Г.Корсаков, Н.В.Марага усламçăсем, Аслă Ăнă шкул директорĕ Г.В.Солдаткина, «Стелз-Агро-Т» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ И.Р. Фаткуллин, В.Н.Тимесков фермер.
Шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем сăвăпа юрă композицийĕпе савăнтарчĕç, Р.Абукаев хăй çырнă юррисене гитарăпа юрласа пачĕ, директор шкулăн иртнĕ, хальхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Маларах та, халĕ те шкул пурнăçĕнче палăрнă ĕçченсене Хисеп хучĕсем парса саламларĕ. Халĕ кунта 83 ача вĕренет. Уява килнĕ О.А.Байгуловăпа Р.Н.Карпова шкулта техничка пулса 33 тата 38 çулшар ĕçленĕ. «Шкулта 840 ачаччĕ, 42 учительччĕ, йĕпе-сапа тытăнсан ултшар наçилкке пылчăк хырса тăкаттăмăр, урай çума шыв та çырмаран тултаттăмăр», – тесе уяв вĕçленнипе залтан тухакан çынсемпе тухмасăр пĕрле ĕçленине аса илсе лараççĕ. Вăрăма тăсăлчĕ Аслă Ăнă шкулĕнчи уяв. Кашни ачашăн хăйĕн шкулĕ чăн лайăххи пулса тăрать. Вăл çын пурнăçĕнчи çӳлелле хăпармалли пĕрремĕш пусма.
 
: 1305, Хаçат: 51 (833)

Комментарисем:

Лекçей (2009-12-22 16:29:06):
Чăвашла тĕрĕс çырас пулсан — АСЛĂ ĂНĂ ШКУЛĔ 160 ÇУЛТА. Эсир те пулин, тархасшăн, чăвашла тĕрĕс çырăр. "Аслă ăнă шкулне 160 çул" — вырăсла шухăшлани! Чăвашла апла каламаççĕ!

Упа (2009-12-22 17:23:25):
Тавтапуç, Лекçей йăнăш çине тĕллесе кăтартнăшăн! Çапах çакна та калас килет: чĕлхе аталанăвĕ пĕр вырăнта тăмасть, вăл халăхпа пĕрле утать. Урăхла каласан, вырăслананать -халăхĕпе пĕрлех...

Лекçей (2009-12-24 09:48:46):
Малтан çывхарса пыракан Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Упа тус, халăх хыççăн ăна утма пит çăмăл, халăхне ху хыççăн ертсе кайма вара — йывăртарах. Сирĕн халăх хыççăн мар, халăха хăвăр хыççăн ертсе каймалла. Халăх йăнăшсем тăвать пулсан — вĕсене тÿрлетме тăрăшмалла, вăл йăнăшсене çирĕплетмелле мар. Эп çапла шутлатăп.
Тепĕр хут Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе саламлатăп! Çитес çулта сирĕн хаçат тата та аталанасса шанатăп!


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: