Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧУЛХУЛА ОБЛАÇĔ. Чулхулари «Вера» театрта декабрĕн 16-мĕшĕнче 2009 çулта çуралнă йĕкĕрешсене чысланă. «REGNUM Новости» ИА пĕлтернĕ тăрăх, уява йĕкĕреш çуратнă 16 мăшăра, харăс виçĕ ача çуратнă пĕр çемьене тата нумай ачаллă виçĕ çемьене чĕннĕ. Чулхулан Канавински районĕн пуçлăхĕ Борис Крохин ашшĕ-амăшĕсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май асăнмалăх «Чулхула облаçĕнче çуралнине» медаль, хаклă парнесем панă. Официаллă пай вĕçленсен пухăннисене илемлĕ пултарулăх коллективĕсем концертпа савăнтарнă.
Чулхула облаçĕнче 2010-2012 çулсем валли потребительсен прависене хӳтĕлес енĕпе тĕллевлĕ программа йышăнма хатĕрленеççĕ. Программăн тĕллевĕ – облаçра потребительсен прависене эффективлă хӳтĕлекен условисем туса хурасси. Тĕллеве пурнăçлас тесен вара тавар туянакана тĕрĕс информаци памалла, ыйтусене еплерех татса памалли çинчен каламалла, йĕркене пăсассин профилактикине ирттермелле. Программăна пурнăçа кĕртме область бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ те кирлĕ мар.
САМАРТА пĕрремĕш муниципаллă Сывлăх центрĕ уçăлнă. Вăл çĕнĕлле медицина пулăшăвĕ памалли «инструмент» пулса тăрать темелле. Унта хăйсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас текен пациентсем пырĕç. Асăннă центрăн тĕп задачи – сывă çынсеннех амаланас хăрушлăх пур чирĕсене вăхăтра чарасси, кашни килекен валлиех сывлăхне лайăхлатма уйрăм программа сĕнесси. Сывлăх центрĕ тĕпрен илсен сывă тата теветкеллĕх факторлă (пирус туртакан, эрех ĕçекен, самăрлăхпа аптракан тата ытти те) çынсем валли. Вăраха кайнă чир пур пациентсем валли поликлиникăсен çумĕнче «сывлăх шкулĕсем» ĕçлеççĕ. Унта чирлисем хăйсен чирне «алла илме», шала каясран чарма, сывлăха контрольлесе тăма вĕренеççĕ. Самар хулин Сывлăх сыхлав департаменчĕн ертӳçи каланă тăрăх, Сывлăх центрне хăйне аван туйсан та кашни çыннăнах килмелле. Çавăн пекех Самарта ача-пăча валли те Сывлăх центрĕ уçма планлаççĕ.
РАÇÇЕЙ. SuperJob.ru порталăн тĕпчев центрĕ «Мĕнле япала/пулăм, сирĕн шутпа, Раççей тулашĕнче унăн символĕ пулма пултарать?» темăпа ыйтăм ирттернĕ. Раççейре пурăнакансен шучĕпе, çĕршывăн символĕ тесе матрешкăна калама пулать. Ыйтăма хутшăннисен 12 проценчĕ шăпах çапла шухăшлать. Респондентсенчен 8 проценчĕ Раççей символĕ упа пулма пултарать тесе ĕнентерет. Ыйту çине хуравлама килĕшнисенчен 6 проценчĕ çĕршыва палăртаканни шурă эрех, 4-шĕ – патшалăх ялавĕ, 3-шĕ – икĕ пуçлă ăмăрт кайăк тата хĕç-пăшал (Калашников автомачĕ, танк, истребитель тата çар техники) тесе шутлаççĕ. Хăш-пĕрисем тата акă мĕн-мĕн асăннă: кăçатă, хурăн, газ е нефть, хĕл (юр), космос карапĕ е спутник, Хĕрлĕ тӳрем (Кремль), сăмавар, Чебурашка, шăтăклă-путăклă çулсем, балалайка, çурлапа мăлатук, хăлхаллă çĕлĕк, кăмака, мамăк тутăр... Ыйтнисенчен 16 проценчĕ ыйту çине хуравлайман.
 
: 1276, Хаçат: 51 (833), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: