Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР ШĔМĕн ĕçченĕсем кăçал 10 уйăхра кăна наркотикла япаласемпе çыхăннă 3444 преступление, наркотикла япаласем салатнă 2043 факта уçса панă, Тутарстан территорине Таджикистан, Азербайджан, Узбекистан Республикисенчен кӳрекен 18 пысăк канала хупнă, пĕтĕмпе 95 килограмм наркотикла тата психотропла япаласем туртса илнĕ.
– Наркотиксен законсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă лару-тăру республикăра кăçал питех улшăнман, наркотик кӳрекен çĕнĕ маршрутсем палăрман, синтетикăлла япаласемпе усă куракансен шучĕ çеç чакнă,– çапла пуçларĕ ТР ШĔМĕнче иртнĕ брифинга Уголовнăй шыравăн Тутарстанри управленийĕн 4 номерлĕ оперативла шырав чаçĕн пуçлăхĕ А.Завгороднев. Шел пулин те, наукăпа техника хăвăрт аталанни пурнăçа çăмăллатнипе пĕрлех йывăрлатать те. Тĕслĕхрен, наркопреступниксем техникăн юлашки çĕнĕлĕхĕсемпе питĕ ăста усă курма вĕренсе çитнипе халĕ наркотикла япаласене ваккăн сутасси вăй илсе пырать-мĕн. «Бизнеса» курьерсене явăçтарманнипе, клиентсем укçана электронлă тӳлев системипе куçарнипе йĕрке хуралçисене преступниксен йĕрĕ çине ӳкме йывăр. Çав-çавах кун пеккисем те яваплăхран тараймаççĕ, çакăн пек майпа Тутарстанра харăсах темиçе хулара суту-илӳ йĕркеленĕ наркопреступниксен ушкăнĕ те акă, кăçал ноябрь уйăхĕнче милиционерсен аллине çакланнă.
Наркотикла япаласене ют çĕршывсенчен кăна кӳреççĕ тени тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен мăкăнь, кантăр пек ӳсен-тăрансене хамăр республикăрах акса ӳстерекенсем çук мар. Тĕслĕхрен, милици сотрудникĕсем çуллен «Мăкăнь» профилактика мероприятине ирттернине пăхмасăр, кăçал та 13,4 пин тăваткал метр лаптăка – кантăр, 97 тăваткал метра ытти наркотикла ӳсен-тăран акакан тупăннă. Хусанти Вахитов районĕнче вара гашиш хатĕрлекен лаборатори те ĕçленĕ.
ТР ШĔМĔ наркомание хирĕç профилактика мероприятийĕсене тĕрлĕ ведомствăсемпе, çав шутра ТР Вĕрентӳпе наука министерствипе те, ирттерни хăй çимĕçне кӳретех. А.Завгороднев каланă тăрăх, çакăн пек мероприятисем ирттернипе çул çитменнисем хутшăннипе тунă преступленисен шучĕ чакнă, пĕлтĕр 63 факт палăрнă пулсан, кăçал 36.
Наркотикла тата психотропла япаласемпе усă куракан водитель мĕнле хăрушлăх кăларса тăратни пирки калама кирлĕ мар, ахаль те паллă. Анчах кун пеккисем те пур иккен пирĕн. Медицина тĕрĕслевĕ иртнĕ Тутарстанăн 7,6 пин водителĕнчен 251-шĕ наркотикла япаласемпе усă курни паллă пулнă. Милиционерсем наркомансене руль умне лартас мар тесе водитель правине илме кăмăл тунисене ятарласа медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Çапла 112489 çынран 30-шне наркотикла тата психотропла япаласемпе усă курнăшăн права пама вуçех чарнă. Медицина тĕрĕслевĕ наркомани профилактикин лайăх мелĕ пулнине кура çитес çулта ку тĕллевпе темиçе миллион тенкĕ уйăрма планлаççĕ.
Синтетикăлла япаласемпе анракансем чакнă тени вĕсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнма тытăннине пĕлтермест, паллах, синтетикăлла япаласене юлашки вăхăтра анлă сарăлнă туртмалли микссемпе улăштарнă çеç. Шел, микссен сиенĕ наркотикла япаласенчен пĕрре те кая мар пулин те, закон тăрăх вĕсем наркотиках шутланмаççĕ. Унпа кĕрешмелли механизм çукки вара милици сотрудникĕсен аллине çыхать, апла пулин те йĕрке хуралçисем Тутарстан территорийĕнче ирĕккĕн сутнă 163 вырăнтан 134-шне тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе хупма пултарнă.
Çӳлерех кăтартнă цифрăсем, паллах, шухăша яраççĕ, анчах наркоманирен милици кăна хăтарайманни те паллă. Ыйтакан пур чухне сутакан яланах тупăнать-çке, эппин, хамăр сывлăхпа пурнăçшăн чи малтан хамăр яваплă.
 
: 1013, Хаçат: 51 (833)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: