Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрь пуçламăшĕнче «Татмедиа» массăлла хыпар хатĕрĕсен агентствинче килсĕррисене пулăшу парассипе пресс-конференци иртрĕ. Унта Тутарстан Республикинчи этем прависемпе уполномоченнăйĕ Рашит Вагизов, ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ Наталья Бутаева, ТР Сывлăх сыхлав министерствин сиплев тата профилактика пулăшăвĕпе управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Малышева, ШĔМ çумĕнчи обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн çул çитменнисен ĕçĕсемпе уйрăмĕн тата участковăй милицин ĕçĕсене йĕркелекен управленийĕн пуçлăхĕ Лев Гершанов хутшăнчĕç.
Килсĕррисен ыйтăвĕ хуть мĕнле вăхăтра та çирĕп тăнă. Саманине кура ăна тĕрлĕрен татса пама хăтланнă. Патша вăхăтĕнче бомжсене Турă çыннисем тесе кӳрентерме хăранă, апат-çимĕç, укçа парса пулăшнă. Пĕр танлăхпа, тăнăçлăхпа мухтанакан совет влаçĕ ку проблемăна хăйне май татса панă, килсĕррисене арестлесе тĕрмене лартнă, персе те пăрахнă. Çав вăхăтрах кӳршĕ Европăра килсĕррисене пур майсемпе хваттерпе тивĕçтерме тапаçланнă. Паянхи кун килсĕрлĕх проблеми тата та çивĕчрех тăрать. Статистика кăтартăвĕсемпе Раççейре 4-6 миллион çынна яхăн бомж пурăнать, регион мĕн чухлĕ çурçĕрелле вырнаçнă, çавăн чухлĕ унта бомжсем йышлăрах.
Рашит Вагизов каланă тăрăх, бомжа тĕрлĕ сăлтавсене пула тухаççĕ. Чылайăшĕ ултава пула е тăванĕсем килĕнчен хăваласа кăларнипе хваттерсĕр тăрса юлать. Ытларахăшĕ преступленишĕн пурлăхне туртса илнĕ хыççăн тĕрмере ларса тухсан çапкаланчăка тухать. Уголовнăй кодекспа килĕшӳллĕн ултă уйăхран ытла тĕрмене лараканскере пропискăран кăлараççĕ. Килсĕррисен 32 проценчĕ шăпах вĕсенчен тăрать. Чи япăххи – бомжсен речĕ тăлăхсемпе тулни. Ача çуртĕнчен тухса кайма вăхăт çитнĕ тĕле патшалăх вĕсене пур чухне те хваттерпе тивĕçтермест.
– Çак усалпа (килсĕрлĕх, бомжсен эшкерĕ тесе ăнланмалла. – Авт.) кĕрешмеллех, вăл обществăшăн чылай хăрушлăх кăларса тăратать. Реабилитаци центрне пынă пĕр бомжа та пулăшусăр кăларса яман, çăвăнтарса таса тумтирпе, апат-çимĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне документсем пуçтарма пулăшатпăр. Анчах нумайăшĕ каллех урама таврăнаççĕ. Шăпинче те бомж пулмах çырнă пулĕ вĕсене, – тет Рашит Вагизов.
Наталья Бутаева пĕлтернĕ тăрăх, килсĕррисемпе ĕçлекен республикăн социаллă адаптаци центрĕсем виçĕ хулара –Хусанта, Анат Камăра, Çырчаллинче ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕсенче 125 вырăн, кăçал вĕсен шутне ӳстерме шутланă, выртса тăраканнисем валли 10 вырăнлăх корпус хатĕрлеççĕ. Çак центрсенче тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ, тĕп ĕç – документсене çĕнĕрен хатĕрлесси. Мĕншĕн тесен пуринчен ытла бомжсене йĕркеллĕ пурнăçа таврăнма документсем çукки чăрмантарать. ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерстви ĕçлĕх службисемпе çитнисене, инвалидсене центр çумĕнчи стационарсене вырнаçтараççĕ. Паллах, унччен маларах кирлĕ документсене тата пенси хучĕсене пуçтараççĕ. Стационарта пурăннăшăн бомжăн тӳлемелле пулать.
– Сывлăхлă, ĕçлеме пултаракансене ĕç тупса пама пултаратпăр. Анчах хăшĕ-пĕри ĕçлесшĕн мар. Эпир вĕсене вăйпа ĕçе вырнаçтараймастпăр. Ку тĕрĕс те мар тесе шутлатăп. Тĕрмерен таврăннисем ятарлă интернатра пурăнма пултараççĕ. «Бомж» центра кăçал 325 çын хăй ирĕкĕпе килчĕ. Вĕсемпе эпир виçĕ уйăха килĕшӳ çирĕплететпĕр. Пĕрремĕш уйăхра вĕсем тӳлевсĕрех пурăнаççĕ, икĕ уйăхĕшĕн тӳлеме тивет. Çак вăхăт ăна пурнăçне майлаштарса яма çителĕклĕ. Каллех урама таврăнчĕ-тĕк – ку унăн суйлавĕ, ирĕксĕрлеме пултараймастпăр. Кăçал 270 çынна документсем пуçтарса патăмăр, 125-шне пропискăна тăратрăмăр. Кам çемйине таврăнчĕ, кам хваттер тара тытать е общежитире тăрать, 191 çын ĕç тупнă, – тет Наталья Владимировна.
Ирина Малышева палăртнă тăрăх, килсĕррисем йышланни обществăшăн хăрушă. Бомжсем тирпейсĕр пурăнни тĕрлĕ чир-чĕре сарăлма пулăшать. Обществăлла вырăнсенче çӳресе вĕсем сывă çынсене те чир ертме пултараççĕ. Тăтăшах вырăнтан-вырăна куçса çӳренипе санитари профилактикин эффективлăхĕ чакать. Бомжсем хушшинче туберкулезпа чирлисем питĕ йышлă. Чире сарăлма парас мар тĕллевпе талăкĕпе ĕçлекен стационар уçнă. Кăçал туберкулезпа кĕрешме РФ бюджетĕнчен пурĕ 4 миллион тенкĕ куçарнă. Çитес çул çак проекта май уйăхĕччен тăсма шутланă. Бомжсем саракан хăрушă чирсен шутне сифилис, гепатит, СПИД, пыйтланни кĕреççĕ. Ирина Малышева шантарнă тăрăх, вĕсене вăхăтра сиплеме тăрăшаççĕ, çулталăкне васкавлă пулăшу майĕпе 800 килсĕре вилес хăрушлăхран çăлса хăвараççĕ. Вĕсене больницăна вырнаçтарнă хыççăн пĕтĕмĕшле тĕпчев ирттерсе кирлĕ сиплев панă.
Лев Гершанов шучĕпе, бомжсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Вĕсен психики пачах та урăхла. Килсĕррисем хушшинче преступленисем нумай пулаççĕ. Ытларах ӳсĕр çӳренипе час-часах хăйсем мĕн хăтланнине те ăнланмаççĕ. Вĕлерсе тĕрмене лекме пултарасси те вĕсене пит хăратмасть, хăшне-пĕрне «ăшă» çĕре лекесси савăнăç кăна кӳрет. Çапла та пулать.
Обществăна бомжсенчен тасатма социаллă учрежденисем йĕркеленĕ пулсан та, этемлĕх çак инкекрен пĕтĕмпех нихăçан та хăтăлаймасть пулĕ. Темле лайăх аталаннă çĕршывсенче те вĕсем пур. Çапкаланчăк пурнăçа нумайăшĕ хăй суйласа илет, кăна хирĕç кĕрешме йывăртарах. Пуринчен ытла тăлăхсене шел. Акă кам çинчен чи малтан шутламалла. Унсăрăн патшалăх пĕлсе тăрсах бомжсен шутне ӳстернĕ пек пулса тухать.
 
: 1041, Хаçат: 51 (833)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: