Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМА районĕ çак кунсенче «Чи хăтлă пурăнмалли вырăн» конкурса пĕтĕмлетнĕ. «Чи лайăх ял» номинацире пĕрремĕш вырăна Шереметьевка ялĕ тухнă, «Хула çумĕнчи чи лайăх ял» номинацире Шингальчи ял хутлăхĕ çĕнтернĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЕ декабрĕн 19-мĕшĕнче Тĕп Елкăна уçма, çырчаллисемпе хăнасене Çĕнĕ çулпа саламлама Раççейĕн тĕп Хĕл Мучийĕ Великий Устюгранах килет. Хула хăнана тивĕçлĕн кĕтсе илме хатĕрленет. «Горсвет» тулли мар яваплăхлă общество тата ÇКХ тăрăшса Çырчаллине Çĕнĕ çула капăрлатаççĕ. Элмет юппинчен пуçласа Яшьлек микрорайона çити кашни проспекта гирляндăсемпе илемлетеççĕ. Çутă юписем çине Çĕнĕ çулăн çутатакан атрибучĕсене: Хĕл Мучипе Юр пикен, вăрманти чĕрчунсен кĕлеткисене вырнаçтарнă. Муса Джалиль проспектĕнче ятарлă 11 сетка çутатать. Çĕнĕ çул умĕн кĕперсене те хăйне евĕрлĕ иллюминацисемпе илемлетнĕ.
ПĔТРЕÇ. «Ватан» ял хуçалăх кооперативĕ сĕте вĕрилентерекен (пастеризаци), упаковка-пакетсене тултаракан оборудовани туяннă. «Ватан» халăхран 9 уйăхра 4 пин тонна сĕт пуçтарнă. Хальччен чĕртавара вăл ют çĕре ăсатнă пулсан, малашне хăйсем патĕнчех упаковка-пакетсене тултарма тытăнать. Çапла вара вăл пĕр сменăра кăна 10 тонна сĕте тирпейленисĕр пуçне сĕт юр-варĕ те хатĕрлеме пултарать.
ЕЛАБУГА районĕ эрех ĕçессипе французсемпе танлашнă. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, кăçал 10 уйăхра ĕçнĕ алкогольлĕ шĕвек кашни çын пуçне 14,3 литр тухать. Çулталăк вĕçлениччен ку кăтарту тата ӳсесси иккĕленӳллĕ мар. Çавах та, Раççейринех (вăтамран 18 литр) çитеймĕ. Францире, тĕслĕхрен, ĕçекен алкогольлĕ шĕвексем кашни çын пуçне 14,8 литр тухать пулсан, елабугасем ку енĕпе вĕсемпе танлашасси куçкĕрет.
ТУТАРСТАН. Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинче çак кунсенче иртнĕ ларура ялти пĕчĕк хуçалăхсене аталантарас, ял халăхĕн хастарлăхне ӳстермелли программăна пурнăçа кĕртес ыйтăва та сӳтсе явнă. Çак тĕлĕшпе 2010 çулхи апрель уйăхĕнчен ялти харпăр хуçалăхсене çăвăрламалли 5000 пуç сысна амипе 3000 пуç сурăх пама тытăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе çăмăллăх майпа туянма пулать. Ăратлă выльăхсемпе республикăри сысна тата сурăх ĕрчетекен хуçалăхсем тивĕçтереççĕ.
* * *
Шăши евĕр чĕрчунсен йышĕ Тутарстанра ытлашшипех ĕрчесе кайнипе ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви хĕллех кĕрешме тытăнасшăн. Элмет районĕнчи кĕрхи тырă лаптăкĕсенче кăшлакан чĕрчунсем 86 процент (400 йăва) таранах ĕрчесе кайнă. Пĕтреç районĕнчи «Марс» агрофирмăн нумай çул ӳсекен курăк ани çинчи йăвасем вара 1248 (пĕр гектара 100 тивет) çитнĕ. Ытти районсенче те лару-тăру çакăн пекех. Кăшлакан чĕрчунсене пĕтерме çĕнĕ йышши препаратсемпе усă курĕç, профилактика мероприятийĕсем ирттерĕç.
 
: 1007, Хаçат: 51 (833)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: