Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ çул уявĕсем пĕрисемшĕн канмалли кунсем пулсан, МЧСпа ШĔМ ĕçченĕсемшĕн уйрăмах çанă тавăрса ĕçлемелли тапхăр. Мĕншĕн тесен декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен Тутарстан территорийĕнче пушара хирĕç çирĕп режим пырать. Çак ыйтупа Раççей МЧСĕн Тутарстанри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, республикăн пушар надзорĕн тĕп инспекторĕ Т.Каримуллин, ТР ШĔМĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ертӳçин çумĕ В.Соколов, «Хусанти патшалăх казеннăй тар завочĕ» ФКПăн производство енĕпе директорĕ А.Лившиц тата ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствин ĕçĕсен управляющийĕ И.Раимов декабрĕн 15-мĕшĕнче «Татмедиа» агентствăра журналистсемпе тĕл пулчĕç.
Декабрьпе январь уйăхĕсем МЧСпа ШĔМ ĕçченĕсемшĕн яланах çулталăкăн чи канăçсăр вăхăчĕ пулнă-ха, Пермьри инкек хыççăн вара пушар хăрушсăрлăхĕ çине уйрăмах çирĕп тимлĕх уйăрма хистет. Т.Каримуллин каланă тăрăх, шăпах çак вăхăтра вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе пушарсен шучĕ сисĕнмеллех ӳсет те. 2008 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи январĕн 31-мĕшĕччен республикăра пурĕ 828 пушар тухнă, 90 çын çунса вилнĕ, 79-шĕ суранланнă. Çулталăкĕпе илес пулсан та шăпах январĕн 1-10-мĕшĕсенче чи нумай пушар тухни паллă (33,3 процент). Сăлтавĕ – вут-кăварпа, çав шутра пиротехника хатĕрĕсемпе те, асăрханусăр усă курни.
«Пӳлĕмсенче, çынсем йышлăн пуçтарăнакан вырăнсенче пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма, елкăсене хăвăрт çунакан япаласемпе капăрлатма юрамасть»,– пулчĕ пресс-конференцие хутшăннă ведомство представителĕсен сăмахĕ. Çак асăрхаттарăва кашни çул илтетпĕр пулин те хăлхана чикекен сахал. Çавăнпа та кăçал Çĕнĕ çул уявĕ вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхне ӳстерес тĕллевпе Тутарстанри МЧС ĕçченĕсем мероприятисен планне палăртнă. Декабрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса январĕн 10-мĕшĕччен хăй халлĕн ĕçлекен организацисен (юридическое лицо), должноçри тата ахаль çынсен яваплăхне ӳстернĕ. Енчен те пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнмасан ахаль граждансене – 1000-1500, должноçри çынсене – 2000-3000, хăй халлĕн ĕçлекен организацисене – 20-30 пин тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ.
Паллă ĕнтĕ, Çĕнĕ çул уявĕсем иртекен вырăнсем (Тутарстанра 4891 объект) уйрăмах çирĕп тимлĕхре. Хальхи вăхăтра Патшалăх пушар надзорĕ прокуратурăпа пĕрле çак вырăнсене тĕрĕслет. Шел пулин те, тĕрĕсленĕ 2823 объектра кăна пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснă 16 пин тĕслĕхе шута илнĕ, хăй халлĕн ĕçлекен 85 организацие, 2336 должноçри çынна административлă яваплăх тыттарнă.
Пахалăхсăр пиротехника изделийĕсене пула тата асăрханулăх çинчен маннипе çуллен аманакансен те, пушарсен шучĕ те сахал мар. Апла пулин те çак хатĕрсене сутассипе çирĕп контроль çук. Тĕслĕхрен, вĕсене 18 çултан кĕçĕннисене вуçех сутма юрамасть пулин те сутуçăсем кун çине куç хупаççĕ. Çавăнпа та кăçал Тутарстан пасарĕсенче пиротехника хатĕрĕсене сутма чарнă. Вĕсене ятарлă лавккасенче е уйрăмсенче кăна сутма юрать. Пиротехника хатĕрне туяннă чух кирек камăн та таварăн сертификатне е нотариус алă пусса çирĕплетнĕ копине, ытти документсене ыйтмалла, кунсăр пуçне сутуçăн пиротехника хатĕрĕпе мĕнле усă курмаллине, хăрушă зона мĕн чухлĕ пулнине тата мĕнле утилизаци тумаллине ăнлантармалла. Паллах, туянаканăн сутуçа кăна шанмалла мар, хăйĕн те тимлĕрех пулмалла, чи малтан хатĕрĕн срокне пăхмалла, инструкцие вуламалла (вырăсла çырни пулмаллах). Тата çакна та палăртса хăварар: фейерверк туянас тетĕр-тĕк, унăн класне пăхма ан манăр, енчен те вăл 1,2,3-рен пысăк-тăк, вăл пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, урăхла каласан, унпа профессионалсем çеç усă курмалла.
Пиротехника хатĕрĕсене ятарлă лавккасен çӳлти хутĕнче, тимĕр шкапсенче çеç упрамалла. 206 объекта тĕрĕсленĕ тăрăх, çак правилăсене пурте пăхăнманни курăнать, Патшалăх пушар надзорĕн сотрудникĕсен çак сăлтавпа должноçри 67 çынна, хăй халлĕн ĕçлекен 19 организацие административлă явап тыттарма, 29 объект енĕпе пуçарнă административлă ĕçе суда яма тивнĕ.
Паллах, Пермьри инкек Тутарстаншăн та урок пулчĕ. «Атмосфера» диско-барти пушара Çырчалли хăй çинче туйнă хыççăн пушшех те. Каçхи клубсем кĕçĕннисене вуçех сутма юрамасть пулин те сутуçăсем кун çине куç хупаççĕ. Çавăнпа та кăçал Тутарстан пасарĕсенче пиротехника хатĕрĕсене сутма чарнă. Вĕсене ятарлă лавккасенче е уйрăмсенче кăна сутма юрать. Пиротехника хатĕрне туяннă чух кирек камăн та таварăн сертификатне е нотариус алă пусса çирĕплетнĕ копине, ытти документсене ыйтмалла, кунсăр пуçне сутуçăн пиротехника хатĕрĕпе мĕнле усă курмаллине, хăрушă зона мĕн чухлĕ пулнине тата мĕнле утилизаци тумаллине ăнлантармалла. Паллах, туянаканăн сутуçа кăна шанмалла мар, хăйĕн те тимлĕрех пулмалла, чи малтан хатĕрĕн срокне пăхмалла, инструкцие вуламалла (вырăсла çырни пулмаллах). Тата çакна та палăртса хăварар: фейерверк туянас тетĕр-тĕк, унăн класне пăхма ан манăр, енчен те вăл 1,2,3-рен пысăк-тăк, вăл пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, урăхла каласан, унпа профессионалсем çеç усă курмалла.
Пиротехника хатĕрĕсене ятарлă лавккасен çӳлти хутĕнче, тимĕр шкапсенче çеç упрамалла. 206 объекта тĕрĕсленĕ тăрăх, çак правилăсене пурте пăхăнманни курăнать, Патшалăх пушар надзорĕн сотрудникĕсен çак сăлтавпа должноçри 67 çынна, хăй халлĕн ĕçлекен 19 организацие административлă явап тыттарма, 29 объект енĕпе пуçарнă административлă ĕçе суда яма тивнĕ.
Паллах, Пермьри инкек Тутарстаншăн та урок пулчĕ. «Атмосфера» диско-барти пушара Çырчалли хăй çинче туйнă хыççăн пушшех те. Каçхи клубсем республикăра пурĕ 88 тата Çĕнĕ çул уявне ирттерекен 125 кафепе ресторан. Декабрĕн 9-14-мĕшĕсенче 112-шне тĕрĕслесе пушар хăрушсăрлăхне пăснă 764 тĕслĕхе шута илнĕ, пурĕ 265 пин тенкĕ штраф тӳлеттернĕ, 29-шĕн ĕçне чарасси пирки административлă ĕçсене суда янă.
Декабрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса январĕн 10-мĕшĕччен ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви те пушара хирĕç çирĕп режимпа ĕçлет. М.Бариев министр Çĕнĕ çулхи каникул вăхăтĕнче иртекен мĕнпур уява, спорт мероприятийĕсене тĕрĕслеме хушнă. Министерствăн мĕнпур учрежденийĕнче пушара хирĕç дружинăсем йĕркеленĕ.
Паллах, ТР ШĔМ ĕçченĕсен те çак вăхăтра ахаль ларма вăхăчĕ пулмĕ. Патшалăх пушар надзорĕн сотрудникĕсемпе пĕрле Çĕнĕ çул иртекен мĕнпур вырăнта дежурство йĕркелеççĕ. Çапах та вĕсем декабрĕн 26-мĕшĕнче уйрăмах тимлĕ пулĕç – Хусанта Президент Елки. Уява республикăн мĕнпур районĕнчи ачасене илсе килсе ăсатса ярĕç. Халĕ ачасене кӳрекен автобуссен водителĕсемпе ятарлă инструктаж ирттереççĕ.
Декабрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 15-мĕшĕччен милици сотрудникĕсен «Хăрушсăрлăх сфери» акцийĕ пырать. Çак вăхăтра вĕсем пиротехника хатĕрĕсене сутакан тата упракан вырăнсене тĕрĕслеççĕ. Хальлĕхе пахалăхсăр 17 пин пиротехника хатĕрне (1 миллион та 811 пин те 185 тенкĕлĕх) туртса илнĕ. Эппин, вăйăран вăкăр кăларасран темиçе çынна сыхласа хăварма та ĕлкĕрнĕ.
 
: 1313, Хаçат: 51 (833)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: