Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри социаллă экономикăлла пурнăç Раççейри ытти регионрисенчен лайăхрах тесе шутлать республикăри кашни иккĕмĕш çын. Çакăн пек пĕтĕмлетӳсем тунă социаллă ыйтăм ирттернĕ хыççăн. Тутарстан Республикин халăхĕ пурнăç пахалăхĕпе тата социаллă экономика реформисемпе еплерех кăмăллă пулнине пĕлес шутпа çак ыйтăма ирттерме ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев Патшалăх Канашне Послани янă. Ун шучĕпе ыйтăм тĕрлĕ сферăсенчи улшăнусем çынсен пурнăçне мĕнле майпа улăштарнине уçса парать тата республика ертӳçисен малашнехи ĕç стратегине палăртма пулăшать. Ыйтăма октябрьпе ноябрь уйăхĕсенче ТР Наукăсен академийĕн Экономика тĕпчевĕсен центрĕ ирттернĕ, аслă шкулсен ученăйĕсем те интересленсех çак çăмăл мар ĕçе хутшăннă. Пурĕ 2185 çынна ыйтса тухнă, вĕсен шутĕнче пенсионерсем, студентсем, çемьеллĕ е пĕччен çынсем, пуянсем, чухăнсем – пурте пур. Республикăна çак ыйтăм 500 пин тенке ларнă.
Социаллă ыйтăм кăтартăвĕсемпе ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра паллаштарчĕ.
Мĕнлерех йышăнать-ха паянхи пурнăçа Тутарстан халăхĕ? Кăмăллă-и вăл хăй пурнăçĕпе, социаллă лару-тăрупа, пулса иртекен улшăнусемпе? Нумай çĕршывра лайăх пурнăçăн тĕп кăтартăвĕ шутне çемьере иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратас кăмăл пуррине кĕртеççĕ, социаллă ыйтăма шанас пулсан ун пек çемьесем пирĕн республикăра йышланнă. Тутарстансенчен 59 проценчĕ республикăри социаллă экономика лару-тăрăвĕпе кăмăллă. 27 проценчĕ ăна питĕ лайăх тесе палăртать, 14 проценчĕ çеç питĕ япăх тесе хуравланă. Вĕсен шучĕпе кунта тĕнчери экономика кризисĕ айăплă. Çавна кура хăйсен пурлăх шайĕпе кăмăллисен шайĕ пĕлтĕрхинчен 2,9 процента чакнă (41,8). 14 проценчĕ пурăнмалли минимумран та сахалрах ĕç укçи илнипе кăмăлсăр.
Пуринчен ытла республика халăхне хаксем тата ĕçсĕрлĕх ӳсни хумхантарать, вĕсем 75,2 процентпа танлашнă. 19,2 проценчĕ ĕç укçине вăхăтра тӳлеменнипе кăмăлсăр.
Ялта пурăнакансене çул çукки тарăхтарать. Республикăра çак проблемăран хăтăлма тăрăшсан та асфальтлă çул кĕмен ялсем туллиех. Кунта пĕр япалана пĕлес килет: ăçта çухалать çул сарма уйăрнă укçа? Сывлăх сыхлав сферинче больницăсенчи черетсем, хăш-пĕр специалист патне лекме йывăр пулни тарăхтарать, пĕтĕмĕшле илсен вара 51, 7 процента яхăн çын медицина пулăшăвĕпе кăмăллă. Социаллă ыйтăмри тĕлĕнтерекен кăтартусен шутне кил-çурт хуçалăхĕн сферипе çыхăннисене илсе кăтартас килет. Тутарстансен 77 проценчĕ пурăнмалли условисемпе, 9 проценчĕ кил-çурт хуçалăхĕн пулăшăвĕсемпе кăмăллă. 2,2 проценчĕ кăна питĕ япăх тесе палăртать, 31 проценчĕ пуринпе те кăмăллах мар пулнине пĕлтерет. Пурнăçра вара пачах урăхла.
Вĕрентӳ сферинче çапларахкăтартусем: халăхăн 9 проценчĕ шкулчченхи учрежденисен ĕçĕпе кăмăллă, 23,3 проценчĕ вĕсене тивĕçсĕр тесе шутлать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăмăлсăррисен шучĕ çавах чакнă, 2008 çулта 32 процента яхăн ача сачĕсенчи лару-тăрупа кăмăлсăр пулнă. Тĕп проблема – ача сачĕсенче вырăн çитменни. Шел пулин те хаксем пирки никам та сăмах çĕклемен. Паллах, ку ыйтăм анкетинчен те нумай килет. Ахăртнех çӳлте ларакансене ку пурпĕрех. Вăтам тата аслă пĕлӳ паракан шкулсене хакласа тутарстансем япăх пĕлӳ панипе кăмăлсăр пулнине кăтартнă. Вĕсен шучĕпе ку учительсен ĕç укçи пĕчĕккинчен килет. Тарăн пĕлӳллĕ, пысăк опытлă специалистсем кун пек шалупа ĕçлеме килĕшмеççĕ иккен, çавăнпа ачасен пĕлӳ кăтартăвĕсем те япăх. Çынсене вĕрентӳ сферинче коррупци вăйлă пулни тарăхтарать. Çавăнпа чухăн çемьесенчи ачасем вĕренме кĕреймеççĕ те.
Юлашки вăхăтра çынсене экологи лару-тăрăвĕ пит шухăшлаттарать. Чи хăрушшисен шутне автотранспорт, предприятисем кăларакан тĕтĕме, кивелнĕ тасатмалли хатĕрсене тата ĕçмелли шыв япăхланнине кĕртнĕ.
Общество умĕнче тăракан инкексем алкоголизм, наркомани, преступность, коррупципе проституци шутланаççĕ. Çав вăхăтрах çынсенчен 52,7 проценчĕ йĕрке сыхлакансен ĕçĕпе кăмăллине палăртнă.
Социаллă ыйтăма шанас пулсан, тутарстансенчен ытларах пайне йăлт тивĕçтерет. Проблемăсем пулсан та вĕсене вăхăтлăх тесе палăртнă. Анчах пурнăçра пачах та урăхла шухăш-кăмăлпа тĕл пулатăн. Чи пысăк проблемăсем паянхи кун – кил-çурт ыйтăвĕ, хаксем вĕçĕмсĕр ӳсни, пĕчĕк ĕç укçи. Темшĕн вĕсем хут çинче кăна лайăх енне улшăнаççĕ пек...
 
 
 
: 1124, Хаçат: 51 (833)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: