Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрĕн 16-мĕшĕнче ирхине 53 çулти Егор Гайдар экономист тромб татăлнипе вилсе кайнă. Егор Тимурович 1990-мĕш çулсенче РФ Премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, çĕршыв экономикине пысăк реформăсем кĕртнипе (рынок реформин идеологĕ тесе те калатчĕç) халăх асĕнче юлчĕ. Мускавпа Вашингтонăн япăхнă хутшăнăвĕсене лайăхлатма та тӳпе кĕртнĕ вăл.
Юнкун Хусанти «Пирамида» Культурăпа кану комплексĕнче инновациллĕ проектсен «Идея-1000» тата «Тутарстан Республики валли 50 чи лайăх инноваци идейи» конкурссенче çĕнтернисене чысланă. Конкурс финалисчĕсемпе хăнисене ТР Правительство ертӳçи Р.Минниханов саламланă чух кăçал ТР инвестицисемпе венчур фончĕ 5 çул тултарнине палăртрĕ. Çак тапхăрта венчурпа инвестицисен рынокĕнче Тутарстана лайăх пĕлсе çитнĕ. 2010 çулхи «Селигер» çамрăксен форумĕн тĕп теми инновацисемпе çыхăннă, Тутарстанра та форум иртĕ.
«Перспектива» номинацин çĕнтерӳçисене Премьер-министр кубоксем пачĕ, 50-шар пин тенкĕ укçапа хавхалантарчĕ.
Тутарстан Республикинче Сывлăх сыхлав министерствинче «Юн служби» программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ТР Донорствин обществăлла канашне йĕркелеме ĕçлĕ лару ирттернĕ.Тĕрлĕ министерствăсен, ведомствăсен представителĕсем, бизнеспа промышленноçра ĕçлекенсем пĕрлешеççĕ канаша. Унта ТР Президенчĕ çумĕнчи патшалăх советникĕ Т.Ларионова, ТР сывлăх сыхлав министрĕ А.Фаррахов тата ыттисем кĕнĕ. Канашăн тĕп тивĕçĕ – çынна хăйĕн ирĕкĕпе донор пулма пропагандăласси. Калас пулать, Раççейре çакнашкал канашсем ĕçлеççĕ, анчах Тутарстанăнни пекех представительлĕ мар вĕсем. 2010 çулхи январьте канашăн пĕрремĕш ларăвĕ пулать.
Раштав уйăхĕн 12–13-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕн первенствишĕн «Киокусинкай-каратэ» спорт тĕсĕпе çамрăк яшсем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Димитровград хулинчи 19-мĕш номерлĕ шкулта иртекен турнирта пирĕн республикăри Пăва районĕнчи В.Мешков тренер ертсе пыракан ачасем те хутшăннă. Çакăнта 10-11 çулхи 40 кг таякан виçе категорийĕнче Сергей Тарасов пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 70 кг çитиччен 16-17 çулхи ачасем хушшинче Сергей Дедушкин иккĕмĕш вырăна тухнă. Ытти чăваш каччисем Паша Мехтеркинпа Саша Григорьев та малти вырăн йышăннă сакăр ача шутне кĕнĕ. Çак çĕнтерӳсемпе редакци коллективĕ ачасене те, вĕсен тренерне те чунтан саламлать! Çитес 2010 çулта тата та пысăк çитĕнӳсем тума сунать! Малашне те харсăр пулăр. Харсăр çын яланах çĕнтерет.
 
 
: 1213, Хаçат: 51 (833), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: