Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ИНВАЛИДСЕН ВУНĂ КУНЛĂХĔ
Йăхран йăха тени, паллах, аслашшĕ-асламăшĕнче н, ашшĕ- амăшĕнчен юлнине пĕлтерет. Анчах та, шел пулин те, йăхран йăха хăш-пĕр чир те куçать иккен. Сăмахран, атте-анне чĕрепе е астма чирĕпе аптăраççĕ пулсан, тухтăрсем каланă тăрăх, чир ачисене те куçать.
Аксу районне кĕрекен Кивĕ Илтрекьел ялĕнче çуралнă Алеша Зольниковăн куçĕ курмасть. Каччă каланă тăрăх, вăл саккăр тултариччен курнă-ха, унтан операци тунă хыççăн пачах та курма пăрахать.
– Манăн пичче те, аппа та куçпа нушаланаççĕ, – тет Алеша хурланса. – Глаукома теççĕ тухтăрсем.
Зольников халĕ Лайăшри суккăрсен тата начар куракансен шкулĕнче вĕренет. 7-мĕш класс ачи кунта хăйне килĕнчи пекех туять. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕр пӳлĕмре икĕ чăваш ачи. Тăван чĕлхепе калаçаççĕ, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Килне тунсăхласа çитсен вара ним мар каникулта е канмалли кунсенче ялне кайса килме пултарать.
Шкулта та вĕсем тунсăхласа лармаççĕ. Ал ĕç тăваççĕ: пулă шăммисенчен картинăсем шутласа тупаççĕ, чустаран тĕрлĕрен теттесем ăсталаççĕ, ӳкереççĕ. Тата чи интересли – ачасенчен кашнийĕ тенĕ пек музыка инструменчĕпе калама вĕренет. Алеша, сăмахран, гитарăна килĕштерет. Пӳлĕмри ытти каччăсем те музыкăпа туслă: пĕри купăсçă, тепри ... Çапла чунĕсене килентереççĕ начар кураканскерсем.
Инвалидсен декади вăхăтĕнче шкулта уйрăмах пăлхануллă: концертсем лартаççĕ, хăнасем килсех тăраççĕ. Хăнисем, паллах, шкула пулăшакансем. Патшалăх та кӳрентермест вĕсене. Çапах та ырă кăмăллисем те сахал мар пирĕн республикăра.
 
: 1059, Хаçат: 50 (832)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: