Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ тăрăхĕнчи чăвашлăх ытларах энтузиазм çинче кăна тытăнса тăрсан та, аталанать. Темиçе çул каялла кунта чăваш чĕлхи питех янрамастчĕ, паян вара чĕлхи кăна мар, профессионаллă юрри-кĕвви те уççăнах илтĕнет. Маргарита Адайкина пек хастар чăвашсем пулнипе культура шайĕ çĕкленет те кунта.
Маргарита Анатольевна Теччĕри педагогика училищин музыка уйрăмĕнче 30 çула яхăн ĕçлет. Профессипе дирижер вăл, фортепианăпа та ăста калать. Пултарулăх тенĕрен, чăваш хĕрне ку ăсталăх ламран лама куçнă иккен.
– Анне манăн Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнчен. Вĕсен çемйинче – кукамипе кукаçи, вунă ачи – пурте темиçе музыка инструменчĕпе ăста каланă. Çавăнпа кукаçине Михаил Никифоровича хам çав тери музыка инструменчĕпе калама вĕренесшĕн пулни çинчен çыру ярсан, вăл мана пехиллесе фортепиано туянма тесе 100 тенкĕ укçа панăччĕ,– каласа парать Маргарита Адайкина.
Çапла кукашшĕ пехилĕпе юратнă ĕçре тăрăшать те ентешĕмĕр. Педагогика училищинче ачасене юрă-кĕвĕ ăсталăхне вĕрентнисĕр пуçне пултарулăха кăтартма та хăнăхтарать. «Манăн тивĕç – çамрăксене тĕрлĕ конкурса хатĕрлесси»,– тет хăй кун пирки. Сăмах май, училищĕре пултаруллă çамрăксен ансамблĕсем йĕркелес йăла яланах пулнă. Темиçе çул каялла «Çăлкуç», «Асамат кĕперĕ» ансамбльсем кĕрленĕ-тĕк, халĕ «Мерчен» халăха чăваш юрри-кĕввипе савăнтарать.
Çакăн пек пултаруллă, ӳркенмен çынсем пулнипех ĕнтĕ Теччĕре ачасем шкултанах чăвашла юрлама хăнăхаççĕ. Тĕслĕхрен, Маргарита Анатольевнăпа Ю.Угаров концертмейстер хулари 1 номерлĕ шкулта йĕркеленĕ «Тăри» ансамблех илер, унăн пултарулăхне аслисем те ăмсанаççĕ халĕ. Ачасем тенĕрен, ача садне çӳрекен пепкесене тăван чĕлхепе калаçма хăнăхтарас тесе Маргарита Анатольевнăн уйăхĕ-уйăхĕпе укçасăрах ĕçленĕ самантсем пулсан та ĕçе пăрахман, тăван культурăшăн тăрăшасси унăн юнра-тăр çав, ара, вăл Петĕр Хусанкайăн тăванĕ-çке.
Обществăлла ĕçсемпе кунĕн-çĕрĕн чупса çӳресен те хĕрарăмшăн çемье яланах пĕрремĕш вырăнта тăрать. М.Адайкинашăн та вăл çаплах. Хĕрарăм ал ĕç тума та, пахчара ĕçлеме те вăхăт тупать. Чăн та, мăшăрĕ Анатолий мĕнпур енĕпе пулăшать-ха ăна. Килĕштерсе пурăнакан çемьере хĕрарăм телейлĕ çав.
Ламран лама куçакан пултарулăх Адайкинсен ачисенче пуринче те палăрать: аслă ывăлĕ Семен гитарăпа калать, Лида Теччĕри педагогика училищин музыка уйрăмне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, улттăри Андрюша та юрлама-ташлама çӳрет. Аслă ачисем ӳссе çитĕннĕ, аслă пĕлӳ илсе тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, Маргарита Анатольевнăн пĕр кунĕ те юрă-кĕвĕсĕр иртмест. Икĕ-виçĕ кун каялла телефонпа шăнкăравласан та вăл пушă маррине пĕлтерчĕ, училищĕре вĕренекен Маргарита Зайцевăпа Людмила Кочурован «Асам» дуэтне «Чăваш шăпчăкĕ» юрă конкурсне хатĕрлет-мĕн.
 
: 1438, Хаçат: 50 (832), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: