Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУРИ УСЛОНРА
Чăвашсем пурăнакан районсенче кашнинче тенĕ пекех Чăвашсен наципе культура центрĕсем туса хунă. Центра, паллах, ертсе пыракан çын пулмалла. Ăна çавăнта пурăнакан «халăх» суйлать. Ăçта мĕнле-тĕр те, Тури Услон районĕнчи ЧНКЦ ертӳçине халăх чăнах та хăй суйларĕ.
Ытти районсенче чăвашсем темиçе çул каяллах хăпартланса, вăйлăланса тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе пынă вăхăтра Тури Услон районĕ шăпăрт çеç пурăннă-ха.
Пĕлтĕр кĕркунне çак район çыннисене те «вăратма» вăхăт çитрĕ. Кунта чăвашсем нумаях мар пулсан та питĕ тăрăшуллă. Районти Культура çуртĕнче ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев ирттернĕ пухăва халăх сахал мар пухăнчĕ. Темиçе ялтан хăйсем тĕллĕн, кам машинăпа, кам автобуспа килсе çитрĕç. Тутарстанăн тĕп чăвашĕ халăха чĕнсе каланине, ытти районсем мĕнлерех ĕçленине каласа панине услонсем çăвар карса тенĕ пек итлесе ларчĕç. Хăйсем те çавăн пекех хавхаланса ĕçлеме сăмах пачĕç.
Активистсем сахал мар унта. Пĕр-пĕрне те пĕлмеççĕ мар. Çавăнпа та ЧНКЦ председательне суйлама иккĕленӳсем пулмарĕç. Тури Услон чăвашĕсене ертсе пымашкăн пĕр саслăн Анатолий Иванович Антонова суйларĕç.
Анатолий Иванович Киров поселокĕнче пурăнать. Газ котелĕсене тĕрĕслесе çӳрекенскер, халăха питĕ лайăх пĕлет, паллах. Çитменнине тата клубра илемлĕх ертӳçинче ултă çул хушши ĕçлет.
Çулталăк ытла ĕнтĕ услонсем чăваш обществин пурнăçĕпе пурăнаççĕ темелле. Вĕсем Хусанта иртекен мероприятисене те хаваспах хутшăнаççĕ. Хăйсем патне те хаваспах чĕннĕ пулĕччĕç те, хальлĕхе...
– Анатолий Иванович, эсир район чăвашĕсен пуçлăхĕ пулнăранпа мĕнлерех улшăнусем пулчĕç? – кăсăклантăм эпĕ хам та суйлав вăхăтĕнче унта пулса, вĕсен лару-тăрăвĕсене пĕлнĕ май.
– Хальлĕхе мухтанмалли çук теес килет, – хуравлать председатель салхуллăн. – Çапах та плансем палăртса хунă. Вĕсем çинчен калама та хăратăп-ха. Пирĕн районта чи пысăк çитменлĕх – пĕр шкулта та чăвашла вĕрентменни. Ачасене ашшĕ-амăшĕсем ĕмĕртен хăйсем пĕлнĕ пек çеç вĕренткеленĕ. Урăхла каласан – кил хушшинче. Çавăнпа халăх чăвашла вулама пĕлмест тесен те йăнăшмăп.
– Эсир фольклор ушкăнĕ туса ярасси çинчен калаçаттăрччĕ. Ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ?
– Планра пур. Çапах та малтан çамрăксене сцена çине кăларас шухăш пур-ха. Пултаруллă ачасем те хатĕр. Уйрăмах эстрада юррисене юратаççĕ вĕсем. Хореографи ертсе пыракан çын та пур.
– Ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем чăвашсене пулăшасси пирки мĕнлерех шутлаççĕ?
– Вĕсене хамăр плансемпе паллаштартăмăр. Анчах та... Укçа çукки çине йăвантараççĕ тата мĕн тума кирли çинчен çеç калаççĕ.
– Халăх вара сире пулăшма хатĕр-и?
– Пирĕн халăх питĕ пултаруллă. Сăмахран, Надежда Саттарова, Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчен качча килнĕскер, Çыр Моркваши шкулĕнче учитель пулса ĕçлет. Вăл хаваспах пĕтĕм мероприятисене ирттернĕ çĕре хутшăнать. Кирек мĕнле йывăрлăхра та пулăшма хатĕр. Елена Ярцева Çĕпрел районĕнчен. Сăвă та çырать, юрлать те. Пĕтĕм пухусене çӳрет, плансем тума пулăшать. Тата... Тĕрĕссипе, ĕçлеме çынсем пур. Ĕçлетпĕр.
Çапла, çăмăл мар вĕсене ним çукран тенĕ пек мĕн-тĕр тума. Ытти нумай чăваш пурăнакан районсенче ансамбльсем те пур, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем те нумай. Паллах, ЧНКЦ председателĕсене те вĕсемпе çăмăлрах.
Кулянма кирлĕ мар, малашне шутланă ĕмĕтсем пурнăçланаççех, уйрăмах «Сувар» хаçата килĕрен çырăнса илсе, унпа туслашсан, вăл пĕрремĕш тĕрев пулĕ. Паянхи куна ку районта 4 «Сувар» çырăннă.
А.Антонов.
А.Антонов.
 
: 1152, Хаçат: 50 (832)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: