Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Журналист профессие улăштарать»
Тутарстан журналисчĕсем профессие улăштарса пĕр куна милиционера «çаврăнас» акци кăçал декабрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 15-мĕшĕччен пырать.
Сăмах та çук, милици ĕçне айккинчен сăнаса хаклассипе, вĕсен вырăнĕнче хăв пулса курса çырасси пач урăх япала. Çакна суварçăсем сăмах тăрăх мар пĕлеççĕ, ара, пирĕн те милици «стажĕ» икĕ çул-çке. Пĕлтĕр эпир те профессие пĕр куна улăштарса ТР ШĔМĕн тĕрлĕ подразделенийĕнче вĕсен ĕçне хамăр çинче туйрăмăр. Чăн та, ун чух тĕрлĕ сăлтава пула милици тумне тăхăнса курайманччĕ. Кăçал вара çак йĕркесен авторне виçĕ минутрах милици лейтенанчĕ туса хучĕç. Йăлтăр-ялтăр пакунлă тума тăхăнсан хĕрринчен чăн-чăн милиционертан кая мар курăнтăм пулин те чунра пĕрре те апла туймарăм: яваплăх ирĕклĕн сывлама чарать.
Юрать, пĕлтĕр Мускавпа Киров районĕсен чиккинче пĕр кун участковăйра ĕçлесе «опыт» пухни пулăшрĕ, атту пулсан-и?.. Кăçал акă эпĕ каллех участковăй, хальхинче ман участокра – Ибрагимов проспекчĕпе Короленко урамĕ. «Ĕçтешĕм» Рамин Исмаилов аслă лейтенант инструктаж ирттерсе вăхăта нумай тăсмарĕ, ахаль те паллă: республикăра участковăйсен «Разрешите представиться!» акцийĕ пырать. «Халĕ халăхпа паллашма каятпăр. Малтан эпĕ кĕретĕп, хампа паллаштаратăп, ман хыççăн эсĕ кĕретĕн, милици лейтенанчĕ пулнине калатăн, унтан кил хуçисемпе паллашатпăр»,– терĕ те кĕскен ыттине çул çинче ăнлантарма пулчĕ.
Урамра пире, икĕ милиционера, тата ТР ШĔМĕн пресс-службин видеокамера йăтнă представительне никам та питех тимлĕх уйăрмарĕ, юнашар тĕп пункт пулнăран куллен милиционерсем çӳренине хăнăхнă ахăр. Пирĕн пĕрремĕш объект Ибрагимов урамĕнчи нумай хутлă 77-мĕш çурт. Вăхăт кăнтăрла иртсе икĕ сехет кăна пулнăран чылай хваттер алăкĕ хупă пуласси кĕтменлĕх марччĕ – халăх ĕçре. Çак сăлтавпах икĕ хваттере шаккасан шалтан пĕр сас-чӳ те илтĕнмерĕ. Виççĕмĕшĕнче вара шăнкăрав тӳмине пуснă-пусман алăк яри уçăлчĕ те çулланнă пенсионерка курăнса кайрĕ. «Сирĕн участковăйăр Рамин Исмаилов аслă лейтенант, милици лейтенанчĕ Кузьмина...» Пуçланчĕ хайхи паллашу. Ялта кăна пурте пурин çинчен пĕлеççĕ тетĕр пулсан питĕ хытă йăнăшатăр, хулара та çынсем алă тупанĕ çинчи пекех иккен. Хальхинче те акă хамăр мĕн çăмăлпа çӳренине ăнлантаричченех хайхи хĕрарăм подъездăн «халĕпе» паллаштарчĕ.
– Мĕн унта? Кам кăна пурăнмасть, пурне те палласа та пĕтерейместпĕр, пĕри хваттер сутать, тепри туянать. Хваттерте тăракансенчен тăнăçлăх çук, шавлаççĕ, пуçтарăнса сăра ĕçеççĕ... – пулеметран пенĕ пек васкаса пĕлтерет хайхи. Подъезда ют ачасем пуçтарăнсан та айăпа хваттерте тăракан çамрăксем çине йăвантарма тăрăшнине сисмерĕ ахăр хăй. Кăштахран ытлашшине каланине те ăнланчĕ пулас:
– Эпĕ мар-ха кунта асли, подъездшăн явапли юнашар хваттерте пурăнать, эсир алăкне хытăрах шаккăр тульккăш, час илтмест,– текелерĕ. Паллă ĕнтĕ, кун пек çынсем тӳрех участковăйсен тусĕсен йышне кĕреççĕ. Рамин Исмаилов та акă ăна хăй кĕнеки çине паллă туса хучĕ. Ара, аслă лейтенант кунта участковăйра ĕçлеме пуçлани çур çул кăна-çке, эппин, ку пенсионерка уншăн «куçпа хăлха». Шел те, хĕрарăм кăтартнă хваттерте хайхи çын килте пулмарĕ, вăл ĕçпе кайнă терĕç, ун вырăнне çамрăк пикепе çеç калаçкалама тиврĕ. Майпен тепĕр хута хăпаратпăр. Кунта пĕрремĕш алăка шаккасанах хуçисем килте пурри палăрчĕ. Путинпа тӳрĕ эфир пăхакан пенсионер мăшăра чăрмантартăмăр иккен. Пире курсан тĕлĕнсех кайрĕç всем:
– Кунта 35 çул пурăнатăп, участковăй вара пĕрремĕш хут килет.
– Килмен мар-ха, эпир килте пулман-тăр,– çийĕнчех хирĕçлеме пăхрĕ старикки мăшăрне.
– Нимĕн те кансĕрлемест, никам та чăрмантармасть. Йăлтах йĕркеллĕ. Кӳршĕсем аван пирĕн. Ак çĕнĕ кӳршĕсем хушăнчĕç. Аван пурăнатпăр, çыннисем лайăххисем çакланчĕç, – тăсăлать малалла калаçу.
Эппин, çĕнĕ çынсемпе пирĕн паллашмаллах. Алăка шаккатпăр.
– Мĕн пулчĕ? – тӳрех ыйтрĕ подъездăн çĕнĕ çынни, хĕрĕхсене çывхаракан хĕрарăм. – Эпир кунта пурăнма пуçлани икĕ-виçĕ уйăх кăна-ха, пире кансĕрлекен çук,– çывăракан ачи вăранасран хăраса пăшăлтатрĕ вăл.
«Ĕçтешĕм» хăйĕн визиткине парса хăварнă хыççăн тепĕр хута çул тытрăмăр. Куç тĕлне пулнă пĕрремĕш хваттере каллех çамрăк хĕрарăм уçрĕ те ун хыçĕнчен икĕ пĕчĕк ача пуçĕ курăнса кайрĕ.
– Эсир шатрапа чирленĕ-и, атту сире те чирлетме пултаратпăр, – кулкаларĕ хĕрарăм зеленкăпа чăпарлатнă ачисем çине кăтартса. Вăл та подъездра йăлтах йĕркеллине пĕлтерчĕ.
Пĕрремĕш хутри пенсионерка хваттерте пурăнакансем пирки каланă сăмах тӳрре тухмасть пулин те, участковăйăн «сигнала» тĕрĕслемеллех. Ак хайхи «мулкачсем» те килтех-мĕн. Алăка çамрăк каччă уçрĕ. Милиционерсене питех килĕштерменни тӳрех палăрчĕ унра. Мăрт-март тукаласан та пире документсене кăтартма тиврех.
– Мĕн пĕлсе пире тĕрĕслетĕр, мĕн турăмăр эпир? – шăрта тăратма пăхрĕ вăл. Видеокамерăна курсан вара вуçех çухалса кайрĕ. – Студент эпĕ, Культурăпа искусствăсен университетĕнче вĕренетĕп,– терĕ пĕр-пĕр преступлени тунă майлă.
Çак вăхăтра подъездра тепĕр çамрăк курăнса кайрĕ, вăл кунта савнийĕ патне хăнана килет имĕш. Пĕр турткаланса тăмасăр документсене пирĕн енне тăсрĕ вăл. Юлташне лăплантарма тăрăшсан та лешĕ хăюсăррăн хăй юррине малалла тăсрĕ: «Мĕншĕн пире ӳкеретĕр? Шавламан эпир. Шавлатпăр пулсан кӳршĕсем мĕншĕн хамăра е пирĕн хуçана каламаççĕ?». Участковăйăн хуравĕ кĕске пулчĕ: хваттер хуçипе тунă килĕшӳ çук, закон тăрăх, пропискăсăр ют хваттерте виçĕ уйăхран ытла пурăнма юрамасть, эппин, пурин те тĕп пункта пымалла. Каччă малтанах ăш-пиллĕрех пулнă пулсан «ĕçтешĕм» тĕп пункта чĕнтерместчĕ те-и тен?
Çапла тата темиçе хваттер хуçисемпе паллашнă хыççăн Короленко урамне куçрăмăр. Чи малтан путвалсене кăтартрĕ участковăй, кунта йăлтах йĕркеллĕ, çăрапа питĕрнĕ, уççи подъездшăн яваплă çынра упранать. Иккĕмĕш хута хăпармалли пусма площадкинче икĕ пике тăнине курсан, вĕсемпе те паллашмасăр иртмерĕмĕр. Çывăхри шкул ачисем иккен, 11-мĕш класра вĕренеççĕ, ку çуртра пурăнаççĕ. Подъезда вара вăрттăнлăхсене калаçма тухнă. Пире курсанах тӳрленсе тăчĕç хайхисем, милиционерсем кунта та час-час çӳремеççĕ-тĕр çав. «Ĕçтешĕм» ăнлантарнă тăрăх, участок лăпкă, милиционерсен çӳреме сăлтав çук: подъездсене ĕçкĕçсемпе килсĕр-çуртсăр çынсем пуçтарăнманпа пĕрех. «Тандем» суту-илӳ комплексĕ çул урлă вырнаçнипе кăна çуллахи вăхăтра участковăйĕн ĕçĕ хушăнать, картишсенче çамрăксем пухăнса сăра ĕçкелени пулкалать.
Тутар патшалăх педагогикăпа гуманитари университечĕн истори факультечĕн çурчĕ те пирĕн участокра вырнаçнă. «Атя-ха, кĕрсе тухар»,– пуçне университет еннелле сĕлтрĕ «ĕçтешĕм». Паллах, ахаль çыншăн кăна вĕренӳ заведенийĕ алăк хăлăпĕнчен пуçланать, участковăйшăн – картишрен. Шавлăн кулса тăракан каччăсен ушкăнĕ патне пыратпăр.
– Эсир те КВН курма килтĕр-и, тархасшăн? – тахçан пĕлекенсемпе калаçнă пек пуçланчĕ вĕсемпе калаçу. Университет студенчĕсем участковăя лайăх паллаççĕ, ара, кӳршĕсем-çке, кашни кун кураççĕ. Лару-тăру хаваслă, анчах лăпкă пулнине пĕлтерчĕç пире студентсем.
Университетăн хуралçисемшĕн те аслă лейтенант палламан çын мар. Ара, вĕсем те пирĕн «ĕçтешсем» вĕт, йĕркене сыхлаççĕ. Ф.Арсланова администратор та самантрах чупса çитрĕ.
– Эпĕ сирĕн пата тахçанах кĕресшĕнччĕ-ха, каçхине картише ют ачасем сăра ĕçме пуçтарăннипе тарăхсах çитрĕмĕр. Чӳречесене çĕмĕрсе пĕтересрен хăратпăр. Милицие евитлеме хĕрхенетĕп, ытла та çамрăк-ха вĕсем, çавăнпа протокол çырмасăр кăна калаçса пăхаймăр-ши? – ыйтрĕ вăл. «Ĕçтешĕм» йĕркене пăсакансемпе çитес вăхăтрах калаçма шантарчĕ. Малашне кирек мĕнле ыйтупа та тӳрреммĕнех участковăйпа çыхăнмаллине асăрхаттарсан урамалла тухрăмăр.
Темиçе сехете тăсăлнă «смена» вăхăтĕнче сахал мар хваттерте пулса ваттипе те, çамрăккипе те паллашрăмăр, анчах пĕри те эпĕ вĕсем пекех ахаль çын çеç пулнине сисмерĕ, ара, пиртен удостоверени кăтартма ыйтма пĕрин те пуçĕ çитмерĕ-çке. Эппин, милици тумне тăхăннă кирек мĕнле çын вĕсем патне кĕме кăна мар, хваттере видеокамерăпа ӳкерсе кайма та пултарать. Мĕн калас: тимлĕрех пуласчĕ, юлташсем, тимлĕрех!
 
: 1170, Хаçат: 50 (832)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: