Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сĕрмелли-çунтармалл и хатĕрсемпе суту-илӳ тăвакансен ĕçне тĕрĕслемешкĕн республикăра «хĕрӳ лини» уçнă. АЗС Управленийĕ топливăпа энергетика ресурсĕсен пахалăхне тивĕçтерессин уйрăмĕн начальникĕ Шамиль Гумеров каланă тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа паянхи кунччен потребительсенчен 60 çăхав килнĕ. Шăнкăравласа калакансем нумайăшĕ сĕрмелли-çунтармалл и хатĕрсене укçа тӳленинчен сахалрах ярса панине, пахалăхĕ начар пулнине тата заправкăсенче начар ĕçленине пĕлтернĕ. Анчах та, Шамиль Бариевич сăмахĕпе çăхавсене тĕрĕсленĕ хыççăн 60-тан 4-шĕ çеç тӳрре килнĕ.
Тĕрĕслев, паллах, халĕ те пырать-ха.
Иртнĕ эрнере тĕрĕслекенсемпе пĕрле вырăнти хаçат-журналсемпе телевидени журналисчĕсем те рейда тухрĕç. Пилĕк автозаправкăна çитмелле пулчĕ. Уйрăмах «Автодорстрой» компанин АЗСĕсене илсе çӳрерĕç. Мĕншĕн тесен вăл нумай пулмасть хăй ирĕкĕпе сертификаци иртнĕ.
– Сăмахран, бензинăн кăна вун пиллĕке яхăн кăтарту, – тет Шамиль Гумеров. – Вăл майонез мар, мĕн чухлĕ çу, калори пуррине çырса хуман. Ăна пĕрре пăхса куçпа курма çук. Анчах та, çав кăтартусенчен пĕри те пулсан ГОСТпа килĕшсе тăмасть-тĕк, вăл пахалăхлă бензин мар. Анализсене ик-виç аккредитаци иртнĕ лабораторисенче тăватпăр. Чи нумай вăхăт дизель топливине тишкермешкĕн иртет.
Начальник каланă тăрăх, кăçал вунă уйăх хушшинче пурĕ 2031 проба илнĕ. Вĕсенчен 65-шĕ е 3,2 процент çеç начарри.
Ыйту паракансем çаплах мотор топливин тытăмĕнчи сăмала шайĕпе те кăсăкланчĕç.
Начар пахалăхлă бензин тĕрлĕ майпа пуласси çинчен каласа пачĕ Шамиль Гумеров. Уйрăмах заправка ĕçченĕсем «хăтланнипе» пулса тухать. Сăмахран, çуллахи соляркăна хĕллехипе хутăштараççĕ. Вара ...
– Халĕ кашни заправка тенĕ пек хăйĕн репутацине хаклать. Клиентсене çухатасран хăрать. Çавăнпа та «хура» ĕçсемпе аппаланма пăрахнă. Тĕрĕсленинчен те хăрамаççĕ, – тет начальник.
Топливо хакĕпе интересленекенсем те пулчĕç журналистсен хушшинче.
– Паянхи куна икĕ тĕрлĕ ГОСТпа туса кăлараççĕ, 1997 тата 2002 çулхисемпе. Çĕнĕреххипе тунине вара хаклăрах хакпа сутаççĕ, – вăрттăнлăха уçать Шамиль Гумеров.
Республикăра пурĕ 823 АЗС шутланать. Вĕсенчен 71-шĕн пахалăх сертификачĕ пур. Пахалăха палăртмашкăн вара бензоколонка çине тăрăхла çаврака значок туса хунă.
Асăрхаттаратпăр, «хĕрӳ лини» халĕ те ĕçлеме чарăнман-ха. Çавăнпа та заправкăри çитменлĕхсем çинчен 8(843)295-26-57 е 8(843)295-26-67 номерсемпе шăнкăравласа калама пулать.
Михаил Албуткин,Адель Кутуй урамĕнчи АЗС заправщикĕ.
Михаил Албуткин,Адель Кутуй урамĕнчи АЗС заправщикĕ.
 
: 1090, Хаçат: 50 (832)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: