ÇИВĔЧ ЫЙТУ
ПĔЧЧЕНЕ ВĔРЕНТЕКЕН ШКУЛСЕМ
Шкул тесен куç умне ача-пăча сассипе кĕрлесе тăракан вĕренӳ заведенийĕ тухмалла пек, анчах пĕрер, икшер ача вĕренекен шкулсем те пур-мĕн, çитменнине тата пĕрре-иккĕ кăна та мар.
Тутарстанра хальхи вăхăтра 49 шкулта – 1-ер, 57- шĕнче 2-шер ача вĕренеççĕ. Пиллĕк тата сахалрах ачаллă пурĕ 300 шкул ĕçлет. ТР вĕрентӳпе наука министрĕ А.Гильмутдинов каланă тăрăх, сахал ачаллă шкулсене тытса тăни хака ларнисĕр пуçне (йышлă ачаллă шкулсенче пĕр ачана вĕрентме 31 пин тенкĕ тăкакланать пулсан, кун пек шкулта 187 пин тенкĕ таранах) вĕсем усăсăр та, пĕчĕк комплектлă шкулта тарăн пĕлӳ пама çук, мĕншĕн тесен физкультурăна та, физикăна та пĕр учитель вĕрентет.
Министр каланă тăрăх, Тутарстанра тата 71 шкул кĕç-вĕç ишĕлес шайра. Каçхи 32 шкула вара вĕрентӳ мăшкăлĕ теме пулать-мĕн, мĕншĕн тесен ППЭ кăтартăвĕ кунта питĕ япăх. Хальхи вĕрентӳ системинче çитменлĕхсем çаксем кăна мар иккен-ха. Тĕслĕхрен, пултаруллă ачасем валли аслă шкулсен çумĕнче шкул-интернатсем çук. Çавăнпа ТР вĕрентӳпе наука министрĕ наука центрĕсем çумĕнче наукăпа техника кружокĕсем, наукăпа предметсен медиаресурсĕсен «Хусанăн наука çĕнĕлĕхĕсем» музейне уçма сĕннĕ.